Шăплăх минучĕ ][ Петĕр Ялкир / Petĕr Jalkir

Анлă Атăл çинче,
Сталинград патĕнче,
Ÿкме тиврĕ маттур воинсен.
Ахальтен–им вара
Чуппине чакарать
Вичкĕн çил те вăрçа асилсен?

Вутлă Курск пĕккинче,
Ленинград ункинче
Хупăнман–им телейшĕн куçсем?
Вĕсене асăнса,
Тинкерсе анăçа,
Шăпланаççĕ хавас шăпчăксем.

Ешерен уй–хирсем
Ан таптанччăр тесе,
Хăшĕ хучĕ пуçне Берлинта.
Вĕсемпе пĕр пулса,
Янрататпăр сасса:
Чĕрттерместпĕр хăрушă вута!

Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ.
Паттăрсене асăнатпăр паян.
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ.
Вăрçă шавне вăл хуплатăр ялан!