Çын пуласси ачаран паллă ][ Екатерина Яшкина / Jekkatterină Jashkĭnă

Çÿлти Турă ирех Çĕр çине ылтăн хĕвел пайăркисене сапаларĕ те çынсем мĕн тунине сăнама шут тытрĕ. Ашшĕ пĕлтĕр илсе панă тетте самосвалпа вылякан Ванюша курсан ăшшăн кулса илчĕ. Шăпăрлан машини çине хăйăр тиет те кăр-р-р! тутарса тепĕр енне кайса тăкать. Ун çине чылайччен пăхса хĕпĕртерĕ Турă.
“Ку ачаран тăрăшуллă, ырă çын пулатех. Теттипе типтерлĕ вылять. Ураписене çĕмĕрмен, кабина алăкĕсем те, рулĕ те вырăнтах”, – шутларĕ вăл.
Тем хушăран Ванюк патне леш касри Миша çитсе тăчĕ. “Пар-ха самосвална тытса курам”, – терĕ вăл. Ванюк турткалашса тăмарĕ, машинине пачĕ. Лешĕ вара теттене хул хушшине хĕстерчĕ те хăвăрт çеç тапса сикрĕ. Ванюк ним тума пĕлменнипе йĕрсе ячĕ.
Туррăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ, куçĕсем шывланчĕç. Самантлăха сарă хĕвеле хура пĕлĕтсем хупларĕç. Çÿлти Турă икĕ ачашăн та чĕререн хурланчĕ: Ванюш теттесĕр юлнăшăн, Миша вара пĕчĕклех чунне вараласа çылăха кĕнĕшĕн.
“Ман йĕрки çапла: кашни çын мĕн тунине кĕнекене çырса хуратăп. Ырă ĕçсене – пĕр çĕре, усаллисене – теприне. Ванюка пехиллес, унăн çулĕ такăр та телейлĕ пулĕ. Миша вара кун пекех пулсан инкек нумай курĕ”, – терĕ вăл кĕнекине уçнă май.
Каç пулчĕ. Ванюк хурланса чылай макăрчĕ пулин те канлĕн çывăрчĕ. Пирĕшти ун çийĕн лĕпĕш евĕр вĕçсе ыйхине сыхларĕ.
Миша вара çĕрĕпе вăранчĕ. Ун кравачĕн сулахай енне пĕр хура ар çын мĕлки пырса тăчĕ пек те Ванюкран самосвал туртса илнишĕн мухтама тытăнчĕ. Малалла та çакăн пек усал ĕçсем тумалла терĕ. Ыран унăн велосипедне туртса илме вĕрентрĕ. Çакна чăтаймарĕ Пирĕшти, Миша патне вĕçсе пычĕ.
– Усала ан итлесем. Ыран ирех Ванюка теттине тавăрса пар, каçару ыйт, – терĕ çепĕççĕн.
Миша каллех вăранчĕ те тăрса ларчĕ. Шухăша кайрĕ вăл.
Ачасем, сирĕн шутпа Миша камăн сăмахне итлĕ-ши? Самосвала Ванюка тавăрса парĕ-и е каллех унăн велосипедне туртса илĕ-и?

(c)*