Acasem valli ][ Петĕр Çăлкуç / Petĕr Şălkuş

Са — са
Са-са-са – улăхра вĕçет сăпса.
Су-су-су – епле хитре сан сассу.
Си-си-си – чăрăш-хыр чи симĕсси.
Се-се-се – пурăнатăп тĕлĕнсе.

Чăмлакансем
Шурик юратать-çке шушкă,
Петя, Павăл – пÿремеч.
Пирĕн туслă пĕчĕк ушкăн
Чăмламасăр çÿремест.

Вăйăçсем
Тухрĕç урама хурсем,
Кăрккасем, кăвакалсем.
Эс те, тусăмçăм, килсем,
Выльăпăр çĕн вăйăсем.

Кулакан Микулай
Кăмăллăн кула-кула
Кунсерен утать шкула,
Кунсерен утать шкула
Харсăр пĕчĕк Микула.

Харсăр Кириле
“Пиллĕксем” иле-иле
Таврăнать шкултан киле,
Таврăнать шкултан киле
Харсăр пĕчĕк Кириле.

Вулама пулать аван
Сулахайран, сылтăмран

Шах-шах-шах – хаш-хаш-хаш!
Шав-шав-шав – ваш-ваш-ваш!
Шăп-шăп-шăп – пăш-пăш-пăш!
Чак-чак-чак – кач-кач-кач!
Çук-çук-çук – куç-куç-куç!
Шăн-шăн-шăн – нăш-нăш-нăш!
Сав-сав-сав – вас-вас-вас!
Рак-рак-рак – кар-кар-кар!
Сак-сак-сак – кас-кас-кас!
Сап-сап-сап – пас-пас–пас!

Йĕркесене вĕçлĕр
Ра-ра-ра – эп тăратăп ...
Ри-ри-ри – эсир мана ...
Ре-ре-ре – кăчăк туртрăм ...
Ра-ра-ра – уттартăмăр ...
Ар-ар-ар – ăмăртса пĕрле...
Ер-ер-ер – чун каниччен...
(Урамра, куртăр-и? Петĕре,
Мăйăра, татар, шĕкĕлчер).

(c) *