Юмах
Ку ĕç Сарă Кун çĕр-шывĕнче пулнă. Сĕм авалтанпах кунта пурăнакансене пурне те тивĕçлĕ ятпа чĕннĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен çеç кашнин уйрăм ят пулман.
Аслă Ырă çак çитменлĕхе пĕтерме шутланă. Вăл кашни чечеке тивĕçлĕ ят валеçме Хĕвелпие хушнă.
– Ят тени сăн-сăпата мар, хуçин кăмăлне палăрттăр. Çак ĕçре сана Суккăр Кăвакарчăн пулăшĕ, – ăнлантарнă Пÿлĕхçĕ Хĕвел хĕрне, унтан Хĕвелпие чылаях йывăр кушел тыттарнă. Унта тулли çыруллă çулçă, çырăвĕнче – чечек ячĕсем.
Хĕвелпи кушеле çĕклесе асамат кĕперĕпе Çĕр çине аннă. Унăн хулĕ çинче Суккăр Кăвакарчăн ларнă. Ят валеçессине пĕлсен чечексем питĕ савăннă, черетленсе тăнă. Хĕвелпи малти пĕр илемлĕ чечекрен ыйтнă:
– Эсĕ мĕнле ят илесшĕн?
– Çынна илемлĕхе курма вĕрентесчĕ çеç, хам ят-сумсăр та пурăнма хатĕр, – тенĕ лешĕ сапăррăн. – Халĕ маншăн ниçта та кун çук: хирте ÿсетĕп – илеме хапсăнакансем татаççĕ, хуçа пахчине куçатăп – мулшăн сутса яраççĕ. Илем тĕнчине ниепле те çакланаймастăп.
Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр Кăвакарчăн унтан пĕр çулçă туртса кăларнă та чечек еннелле тăснă. Çак самантра тÿперен çиçĕм çĕмренĕ аннă та, çыруллă çулçă çунса кайнă. Чĕптĕм кĕл кăна çĕре ÿкнĕ. Кĕл чечек ят пама тивнĕ вара хайхискерне.
Кĕл чечек тата илемленнĕ, анчах ăна никам та хапсăнса татма пултарайман – турат çинчи йĕпсем илеме хÿтĕленĕ. Кĕтмен çĕртен Кĕл чечек илем патши пулса тăнă.
Ят валеçÿ малалла пынă. Хĕвелпи саркаланса ларакан чечекрен:
– Сана тата мĕнле ят кирлĕ? – тенĕ.
Лешĕ тĕсне çухатнă пĕртен-пĕр çеçкине каçăртнă та çапла каланă:
– Манăн ятăм чи чапли, чи сумли, чи янравли пултăр. Эпĕ тĕнче илемĕ пуласшăн.
Хĕвелпи кушеле уçнă. Суккăр Кăвакарчăн ят-сумшăн çунакан чечеке ят ывăтса панă. Çав самантра çавра çил çаврăнса килнĕ, çыруллă çулçă та, тĕссĕр чечекĕн пур-çук çеçке ярапи те вĕçсе кайнă. Кукша Пуç ятпах çырлахма тивнĕ апăршан.
Çапла майпа Хĕвелпи Суккăр Кăвакарчăн пулăшнипе черетре тăракансене пурне те ят валеçсе тухнă. Пĕр пĕчĕк ырханкка чечек кăна, чи хыçалта тăраканскер, ятсăр юлнă, мĕншĕн тесен ун патне черет çитиччен кушел пушаннă.
Ят валеçекенсем ĕçе вĕçлесе кайма пуçтарăннă, анчах сенкер куçлă ырхан чечекĕн вăйсăр сасси Хĕвелпие чарăнма хистенĕ.
– Ах, анчах, Хĕвелпи, мехел-сунăм çитĕ-ши? Мехел-сунăм çитсессĕн мерчен пĕрчи пулăттăм, куç шăрçине куçăттăм, – пăшăлтатнă ырхан чечек.
Вăл хăйне ятсăр хăварнăшăн пачах та кÿренмен иккен. Кÿренме мар, пĕрре юратса, тепре хĕрхенсе туртăннă Суккăр Кăвакарчăн енне. Çав самантра тÿпе маччи шăлтăр-шăлтăр-шăлтăртик! уçăлнă та – ятсăр чечеке пăр çапнă. Вăл пайăн-пайăн вакланнă, шăрçа сапнăн сирпĕннĕ. Сасартăк Суккăр Кăвакарчăн курма пуçланă. Сенкер чечек кайăкăн куç шăрçине куçнă иккен.
Кăвакарчăн та чечеке шелленипе йĕрсе янă. «Пулин-пулмин куç çути – тĕксĕмленчĕ чун çути», – хурланнă вăл. Кайăк куççулĕ тумланă вырăнта кĕтмен çĕртен сенкер куçлă чечек çĕнĕрен шăтса тухнă.
Çакăн хыççăн ятсăрскер тинех ырă ят илнĕ – ăна пурте Кăвакарчăн Куçĕ теме пуçланă.