VULA TĔRĔSLESE JAKATNĂ KĂLARĂM.
TĔP VYRĂN: Chuvash.ru – Чăваш калавĕн виртуаллă антологийĕ. Борис Чиндыковăн пуххи. Çавăнтах афтăр çинчен çырнă. http://chuvash.ru/node/86
Калав
TĔP VYRĂN: Chuvash.ru – Чăваш калавĕн виртуаллă антологийĕ. Борис Чиндыковăн пуххи. Çавăнтах афтăр çинчен çырнă. http://chuvash.ru/node/86
Калав
Хĕвел инçетри тусем хыçне пытанчĕ. Пин-пин çутăпа йăлкăшма пуçларĕ айлăмра ларакан Порт-Артур. Тинĕс çинчен нÿрĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Пулăçсен шурă парăслă
киммисем пĕрерĕн-пĕрерĕн çыран хĕррине пырса чарăнчĕç.
Илемлĕ-çке эсĕ, Маньчжури каçĕ!
Çакăн пек çуллахи ăшă каçсенче эпĕ илĕртÿллĕ кăнтăр çанталăкĕпе сахал мар килентĕм. Анчах кĕçĕр кунта, ют çĕршывра, мана нимĕн те илĕртмест. Пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм — Тăван çĕршыва хăвăртрах çитесси. Çуралнă ялăмра тăватă çулталăк хушши пулаймарăм, çамрăксен уявĕсенче савăнса çÿреймерĕм. Мĕнле-ши халь унта? Çак ĕмĕтпе çĕкленсе, порт еннелле васкатăп, ту хушшинчи ансăр, кукăр-макăр сукмакпа тинĕс хĕрринелле анатăп, аллăмри чăматан йывăрăшне те, кутамкка çакки хулпуççие каснине те сисместĕп.
Тăван çĕршыва кайма тухнă салтаксем порт çывăхĕнчи пĕр пысăк сада пуçтарăннă та пăрахут килессе кĕтеççĕ. Унта та кунта вут çути ялкăшать: салтаксем каçхи апат пĕçереççĕ. Йĕри-тавра калаçса кулни, юрлани илтĕнет.
Эпĕ, ушкăнтан ушкăна çÿресе, хамăр енчисене шыратăп. Сасартăк çывăхрах чăваш юрри илтĕнсе кайрĕ, анчах сăмахĕсем... «Она вон, шишка, она вон...» шăрантараççĕ иккĕн, чăваш сăмахĕсене вырăсларах каласа. Эпĕ, ним шутласа тăмасăр юрлакансем патне, пĕр лапсăркка улмуççи айне, чупса пытăм.
— Чăвашсем пур-и? — ыйтатăп юрлакансенчен.
— Пур, пур! — теççĕ иккĕшĕ те харăсах.
Хăйсем, урисене тутарла хуçлатса, вут умне ларнă та чăваш юррине шăрантараççĕ кăна. Иккĕшĕ те сержант. Иккĕшĕн те кăкăр тулли медаль.
Эпĕ вĕсемпе хăвăртах паллашрăм.
Сарлака питлĕ, хĕсĕкрех куçлă казах йĕкĕчĕ Курмангалиев, питĕ хаваслăскер, шÿт тума юратать иккен: кашни сăмаха кулăшла çавăрса хурать. Унăн юлташĕ - сарă вăрăм çÿçлĕ, ăшă кăмăллă вырăс каччи — Виктор Ворончихин.
— Каçарăр, эсир шÿт тăвас терĕр пуль, ăçта-ха ман земляк? [vula: ru. «Ентеш»] — ыйтатăп вĕсенчен.
— Ан пăлханăр, сержант, кунтах вăл,—терĕ Курмангалиев.
— Авă,—хушса хучĕ Ворончихин, пуçĕпе аяккалла сĕлтсе.
Чăнах та, пирĕнтен инçех те мар, чăнкă çыран хĕрринче, пĕр салтак каллĕ-маллĕ уткалать, пĕрре шыв хĕрринех пырса, тинĕс хумĕсем шурă чуллă çырана çапăннине сăнать, унтан вăрт çеç аяккалла пăрăнса уттарать. Унăн хусканăвĕнче темĕнле виçесĕр телей, ачалла чăрсăрлăх, ниçта чикме çук савăнăç пурри сисĕнет.
Эпĕ ун еннелле утма тăнăччĕ кăна — Курмангалиев чарчĕ:
— Каçарăр, сержант... Пăлханать халĕ вăл, çавнашкал ăш вăркатмăш хыпар пур унăн... Чăрмантарас марччĕ ăна...
— Çыру илнĕренпе лара-тăра пĕлмест, ĕнертенпех çапла, çыран хĕрринче çÿресе, пăрахут килессе кĕтет, — хушса хучĕ Ворончихин.
Икĕ сержант хăйсен тусĕ çинчен çав тери ăшшăн калаçни мана кăштах тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вĕсемпе юнашарах хам чăматан çине лартăм.
Вут çине котелокпа пăтă пĕçерме çакнă — чумизă [aftăr: Маньчжурире ÿсекен тырă, вир майлăрах] пăтти сиксе вĕресе котелока чĕтрентерет, çунăк шăрши сăмсана кăтăклать.
— Юрлар мар-и пĕреххут сирĕн юрра? — терĕ те Казахстан йĕкĕчĕ, эпĕ мĕн каласса кĕтмесĕрех янăраттарса та ячĕ:
Она вон, шишка, она вон...
— Пирĕн Курман шăпчăк пекех, юрламасăр пурнаймасть. Ахальтен мар акынсен йăхĕнчен тухнă, — шÿтлесе илчĕ Ворончихин, вара хăй те юрра ячĕ.
Вырăспа казах хамăр юрра шăрантарнине итленĕ май, пĕр самант тĕлĕнсе те савăнса лартăм, унтан хам та чăтаймарăм, юрласа ятăм:
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн...
— Кам кунта чăвашла çав тери ăста юрлать?! — илтĕнчĕ хыçăмра. Эпĕ, юрлама чарăнса, каялла çаврăнса пăрăм.
Вут умне вăтам пÿллĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă каччă пырса тăчĕ. Гварди сержанчĕ. Кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, «Отличный связист» значок тата пилĕк-ултă медаль йăлкăшать. Вут çутинче ун сăнне лайăхах куртăм: вичкĕн пăхакан куçсем, пилотка айĕнчен сулахай куç харши çинелле çÿç пайăркисем усăнса тăраççĕ — харсăр сăн; çапах та ку харсăрлăх чуна шиклентермест, темле ырă туйăмпа хăпартлантарать.
— Сан пата «хамыръял» килчĕ, паллашăр,— терĕç ăна икĕ гвардеец харăсах.
— Астров, — терĕ палламан сержант, ман алла хытă чăмăртаса.
Тепĕр сехетрен эпир пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлнĕ пекех хăнăхса çитрĕмĕр (ара, салтакăн йăли çавăн пек мар-и!), калаçу та вара хĕрсех кайрĕ.
— Савни патне таврăнатăр пуль-ха? Çураçнă хĕр пулĕ? ― ыйтрăм каччăран сăмах майăн.
Астров пĕр хушă каçхи тинĕс çинелле тунсăхлă куçпа пăхса ларчĕ, унтан ассăн сывласа илчĕ те йăлкăшса кулчĕ.
— Эх! Пĕлесчĕ эсир ман юрату çинчен!.. Сăмах майăн, каçарăр, эсир çыркалатăр пулас? Эпĕ сирĕн хушаматăра дивизи хаçатĕнче куркаланă. Çырасах тесен — çырса кăларма та пултаратăр. Маншăн пурпĕрех. Каласа парасса... Эсир ыйтнăшăн мар... так ахаль, пулни-иртнине тепĕр хут йĕркипе аса илес килнĕрен çеç каласа паратăп. Чăнах та çывăрас килмест пулсан, итлĕр эппин...
Ворончихинпа Курмангалиев пăтă пиçсенех пĕр шинельпе витĕнсе выртрĕç те çывăрса кайрĕç, кăвайт та паçăрах сÿнчĕ, сăвă-юрă та шăпланчĕ - ман сержант çаплах хăйĕн юратăвĕ çинчен калать.
Ун калавне эпĕ пĕр чĕнмесер итлесе лартăм. Пĕрре хĕрÿленсе, тепре пусăрăнса, пĕрре хитре тетте курнă пĕчĕк ачалла савăнса, тепре темĕнле пысăк хуйхă тÿснĕ çын пек хурланса калаçрĕ вăл.
Астров çине пăхса, тĕлĕнсе кăна лартăм: мĕн тери юратма пулать иккен çамрăк чух, мĕн тери хăватлă вăл, малтанхи юрату!..
* * *
— Астров! Эсир çыхăну батальонне каятăр! — хушрĕç мана дивизи штабĕнче.
— Итлетĕп!
Батальонтан килнĕ связнойпа каçа хирĕçех çула тухрăмăр.
Фронтра шăпах, хушăран çеç таçта пулемет такăртатни раштаври сивĕ каç шăплăхне чĕтретет е тăшман ракетин сивлек çути янкăр тÿпере ялкăшса çухалать. Хĕвелтухăç Пруссие эпĕ паян çеç килсе çитрĕм. Нимĕç çĕрĕ кун çутинчех кичем пекчĕ, тĕттĕмре вăл тискеррĕн туйăнчĕ.
Çыхăну батальонĕ Пилькаллен хулинчен пĕр-икĕ çухрăмра, шурлăхлă шурлăхлă пĕчĕк вăрман хĕрринче, вырнаçнă. Тарăн çырмара пытанса ларакан çĕрпÿртсен мăрйисенчен тĕтĕм мăкăрланать.
— Комбат çак блиндажра, — терĕ мана связист. Блиндаж алăкне шаккарăм. «Кĕрĕр!» —тени илтĕнчĕ шалтан.
Пÿлĕмре ăшă. Урай варринче тимĕр кăмака кĕрлесе çунать.
Алăк патĕнче, кĕтесре, пĕр çамрăк ефрейтор, ординарец пулас, автоматне чĕркуççи çине хунă та кукленсе ларнă çĕртех харлаттарса çывăрать. Малти кĕтесре снаряд ещĕкĕнчен тунă сĕтел хушшинче, хĕрĕхсенчен иртнĕ хаяр сăнлă çын ларать. Вăл батальон командирĕ иккенне тÿрех тавçăрса илтĕм. Кунта килнĕ чухне, çула майăн, связной мана çак командир пирки темĕн те пĕр каласа пачĕ. Вăл каланă хыççăн эпĕ пулемет ленти çакнă, аллине пистолет тытнă паттăра курма ĕмĕтленсеттĕм, анчах пачах урăхла çынна куртăм. Комбат аялти шурă кĕпе вĕççĕн кăна: вăл, сĕтел çине сарса хунă карттă çине тимлĕн пăхса лараканскер, чапа тухнă командир пек мар, пĕр-пĕр географи учителĕ пек туйăнса кайрĕ; кăмака умне типĕтме çакнă гимнастерка кăна вăл кам иккенне аса илтерчĕ: гимнастерка çинче - майор пакунĕсем.
Эпĕ ăна хам çинчен пĕлтертĕм.
— Так, так, — терĕ вăл, хăмăр куçĕпе ман çине тăрăнса, — связист пулас тетĕр эппин? Пит аван. Хăш енчисем-ха?
— Чăваш республикинчен.
— Так, так... Миçе çулта, мĕн чухлĕ вĕреннĕ?
— Вунтăххăрта... Çичĕ çул вĕреннĕ, майор юлташ.
— Сахалтарах... Пире вĕреннĕ çынсем ытларах кирлĕ. Ну, юрĕ. Комсомолец-и?
— Çук-ха, — тетĕп именсе.
Майор ман çине шăтарасла пăхнă май аллинчи кăранташĕпе сĕтеле шакка пуçларĕ.
— Хăш фронтра çапăçнă халиччен?
— Пĕрремĕш хут, майор юлташ, — тетĕп, тата хытăрах именсе.
— Так, так... — терĕ те майор сасартăках куç харшисене пĕрчĕ... — Тар шăршласа курман эппин? Ку япăхрах вара... Пирĕн батальон пĕтĕм дивизийĕпе чаплă, Ленин орденлĕ батальон. Салтаксем кунта пурте маттурскерсем, старшина та — ылтăн; пурăнсан курăр-ха ак (майор чеен кулса илчĕ)... Япăх салтака хисеп çук пирĕн патра. Ну, телейлĕ служба сунатăп! Так, так... Кайма пултаратăр.
Тÿрех калас пулать, комбат мана савăнтармарĕ. Эпĕ фронтра пулманнишĕнех вăл манпа пĕчĕк ачапа калаçнă пек пуплени мăн кăмăллă чĕреме ыраттармаллипех ыраттарчĕ.
Çапла, батальона çитнĕ-çитменех кăмăлсăрлантăм. Çапах та ку çеçки кăна пулчĕ-ха, çырли вара кайран пиçе пуçларĕ.
«Ылтăн» старшина ман çине иккĕмĕш каçах кăшкăрса тăкрĕ. Çĕрле тревога пулчĕ. Эпĕ, ыйхă тĕлĕшĕпе, обмоткăна час чĕркеймесĕр, пуринчен кая юлтăм.
— Интеллигенци! — терĕ тарăхнă старшина, — марш çаруран.
Обмоткăсене кĕсъене персе чиксе тухса сирпĕнтĕм. Çав каçран вара вăл мана пĕрре те канăç памарĕ. Мĕнле те пулин кăлтăк тупатех: е ман тÿме татăлнă, е шинель хлястикĕ çук, е автомат таса мар, е тата темтепĕр... Ман çитменлĕхсене çеç асăрхать тейĕн.
Гончарук старшина — вăрçăчченех çарта пулнă ватă салтак, рядовойран старшинана çитнĕскер. Вĕренессе нумаях вĕренмен, тăватă çул кăна, çапах та ăслă хăй. Анчах темшĕн хăйĕнчен нумайрах вĕреннĕ салтаксене пурне те «интеллигенци» тет. Эпĕ хам япаласене тирпейлесе çитерменни хытă тарăхтарать ăна. «Интеллигенци! — тет вара, сарă мăйăхне туртса. — Кăтартăп сире образовани [vula: ru. «вĕренÿ», «пĕлÿлĕх»], котелок тасатма та пĕлместĕр!» Темшĕн вара мана «интеллигенци» тесе чĕне пуçларĕ.
Эпĕ фронта хам тантăшăмсемпе пĕрле лекеймерĕм. Малтан тылри полксенче пулкаларăм, анчах та çар йĕркине хăнăхсах çитеймерĕм пулас. Çавăнпа халь, фронта лексен, питĕ йывăр килчĕ. Тăраниччен çисе те, çывăрса та кураймастăп, шалт аптрарăм. Вăл-ку хăяматнеччĕ-ха, анчах чи йывăрри маншăн связист ĕçĕ пулчĕ. Телефон аппарачĕпе хăвăртах паллашса çитрĕм ĕнтĕ, çĕрпÿртре вĕренсе ларнă чух — çынсенчен кая мар темелле, анчах уя тухсан вара, лини çинче ĕçлеме тытăнсан, ниепле те ĕç тухасшăн мар ман. Кунта, ачам, хăнăху çук пулсан, старшина калашле, аслă шкул пĕтерни ниме те пĕлтермест. Юрать, юлташăмсем аван.
Хамăр отделенири икĕ салтакпа питĕ çывăх туслашрăм. Иккĕшĕ те ман пекех рядовой, анчах тахçантанпах фронтра çапăçаççĕ. «Тăвансем» теççĕ вĕсене батальонта. Чăнах та ĕнтĕ, вĕсем çав тери туслă, ырă кăмăллă, хастар каччăсем.
Пĕри — казах Курмангалиев. Вăрçăччен вăл Алма-Ата таврашĕнче пĕр пысăк садра ĕçленĕ, çавăнпа пĕрехмай кишмиш çинчен калаçатъ, мичуринец пулатăп тет. Вĕренессе нумаях вĕренмен вăл; ман пекех, çиччĕмĕш класа кăна çитнĕ. Тепри, Ворончихин, Ленинградра рабочи çемйинче ÿснĕ; пысăк культурăллă каччă, вăтам шкул пĕтернĕ, батальон комсоргĕ. Нумай пулăшрĕç вĕсем мана, ирĕн-каçăн связист ĕçне вĕрентрĕç. Питĕ йывăр килчĕ мана; юрать-ха çапăçусем пуçланманччĕ.
Эпир Тильзитран кăнтăралла тăратпăр, пирĕн умри Пилькаллен хулинче — нимĕç фашисчĕсем. Хули инçех те мар, готика стилĕпе тунă шĕвĕр тăрăллă, хĕрлĕ черепица витнĕ тĕксĕм çуртсем аванах курăнаççĕ. Кăнтăрла унта пĕр тĕтĕм те çук, пĕтĕм хула халăхĕ вилсе пĕтнĕ тейĕн.
Эпир, связистсем, кунĕ-кунĕпе хирте çыхăну тытма вĕренетпĕр. Çурăм хыçне çуршар пăт туртакан икшер катушка çакатăн та уй урлă провод тăсса чупатăн-чупатăн, хушăран упаленетĕн е хырăмпа шăватăн. Çынсем пĕрре хутланине эпĕ виççĕ хутлатăп, мĕншĕн тесен кашнинчех лини татăлать ман. Çулсем, канавсем урлă карнă чух кабеле çĕр çумне çыхса çирĕплетме е шалча тăррине çакма вĕренсех çитеймен пирки, ман линие танксемпе машинăсем тата-тата каяççĕ. Эх, тарăхатăп! Пĕрре ниçта шăнăçайми çилĕ капланса килет, тепре чăтмалла мар чун кÿтсе çитет — хăть выртса макăр. Капла иккен ку салтак пурнăçĕ! Çара кайиччен те фронтри йывăрлăхсем çинчен шутламан мар, анчах вĕсем кун пекех пуласса кĕтменччĕ.
Çапла кунĕпе чупнă хыççăн вилнĕ пек ĕшенсе çĕрпÿрте таврăнатăн кăна, кăшт выртса канăп тетĕн... Сасартăк старшина кăшкăрса та ярать:
— Кам автомачĕ ку таса мар? Астров!
Хам ята илтсенех, чĕрем шартах сикет. Ахаль чух тем пек харсăрччĕ, халĕ старшинаран хăракан пултăм. Юлташсенчен те аван мар; ара, батальонти чи япăх салтак пулса тăтăм-çке! Фронта киличчен герой пулма ĕмĕтленеттĕм. Герой парĕ кунта Гончарук — сăмах та чĕнтермест, тустарать кăна. Хам ĕмĕрте унран хаяр çын курманччĕ. Старшина пулмах çуралнă пуль вăл тетĕп.
Кашни старшина япăх салтакшăн çавăн пек хаяр курăнать тейĕр эсир. Хирĕçместĕп. Анчах манăн старшинаран хăрама уйрăм сăлтав тупăнчĕ. Ытти чухне ятлани те чуна ыраттарчĕ те ĕнтĕ... Çапах та вăл, каларăм-çке-ха, çеçки кăна пулчĕ. Çырли вара... Пĕррехинче кунĕпех Пилькаллен уйĕнче тăшман пăрахса хăварнă кабеле пухрăмăр. Каçхине батальона таврăнтăм кăна, пирĕн çĕрпÿрте старшина пырса кĕче. Кулкалать хăй, пĕрремĕш хут ман умра хаваслăн та чеен йăлкăшса кулать,
сарă мăйăхне пĕтĕркелет.
— Ну, Астров, тÿс — атаман пулатăн! — тет.
«Тата мĕн асăрхарĕ-ши ман çумра?» — тетĕп. Анчах вăл яланхи пек кăшкăрса тăкмарĕ: «Ну, Астров, каччă ятне ан яр ĕнтĕ», — терĕ те тухса кайрĕ.
«Мĕне пĕлтерет-ха ку?» — шутлатăп хам ăшăмра. Кухньăна апат илме кайрам та тĕлĕннипе шак хытса тăтăм...
Кухня урапи ларакан лупасайĕнчен хамăр юрă илтĕнех кайрĕ:
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн
Кăштах çилĕ вĕрнипе...
Хам илтнине хам та ĕненмен пулăттăм-и, тен, юрăçне курман пулсан? Пăхатăп: кухня урапи çинче хĕр ларать — çĕнĕ повар! Шинель çийĕн шурă саппун çакнă, аллинчи пысăк çăпалипе хуранти яшкана юрла-юрла пăтратать. Çăлтăрлă çĕлĕк айĕнчен хулпуççисем çине сарă çÿç хумлăн-хумлăн явăнса анать, пĕр пайăрки хăлха çумĕнче кăтраланса тăрать. Вут умĕнче ĕçленĕрен пуль, пичĕ сентел пек хĕрелнĕ; хура куçĕсенче хуран айĕнчи çулăм йăлтлатса вылять.
Пĕлместĕп, темшĕн питĕм пĕçерсе кайрĕ. Тăратăп çапла пăхса — ни малалла, ни каялла. Çав самантрах тата (телейĕм çук çав!) старшина хуран умне пычĕ тăчĕ те каларĕ хучĕ:
— Паллашăр, ефрейтор юлташ, акă вăл — сирĕн енчисем, батальонти чи маттур йĕкĕт!
Кулмасăрах калать, «чи маттур йĕкĕт» тет.
Шинеллĕ хĕр кухня урапи çинчен çăмăллăн сиксе анчĕ те ман патăма савăнăçлăн кулса пычĕ. Куçĕсем... шăтарас пек пăхаççĕ.
— Паллашăпăр эппин... Лиза, — терĕ хĕр, мана алă парса, — Лисук теме те пултаратăр.
Хăй кăшт именчĕ пулас, пичĕ паçăрхинчен ытларах хĕрелчĕ — калама çук чипер... Эпĕ çухалсах кайрăм. Яшка илнĕ-илмен кухньăран тухса шăвăнтăм.
— Маттур йĕкĕт! — илтĕнсе юлчĕ хыçăмран старшина сасси.
Выртсан та ыйхă килмест. Лисук çинчен кăна шухăшлатăп. «Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн!» — тетĕп хама хам паттăрланса. Авăнтарать, ачсемĕр! Икĕ хутчен сиксе тăрса автомата тасатрăм, телефон аппарачĕсене шăлса тухрăм; гимнастерка тÿмисене кĕлпе çутататăп... Çын ан систĕрччĕ тетĕп хам. Çапах та ăшăмра мĕнле вут çуннине юлташăмсем куçран пăхсах пĕлеççĕ пулас, каçхи апат хыççăнах шÿтлеме пуçларĕç.
— Астрăп, паллаштар-ха эс мана унпа... Ахаль тумăп сана, — тесе аптратать Курмангалиев.
— Ну, Петенька, пурнăç кайрĕ сан, — тет Ворончихин та кулкаласа.
Эпĕ нимĕн те шарламастăп.
Мĕн «пурнăç каясси» унта! Халиччен юлташăмсем умĕнче çеç ят илткелеттĕм, халь ĕнтĕ хĕр умĕнче намăсланмалла-ши тесе пăшăрханатăп.
Тепĕр кунне, яланхи пекех, старшина пире ирхи смотра кăларчĕ. Чи малтан пăшалăма, аппаратсене тĕрĕслерĕ, вара... пĕтĕм батальон умĕнче мана тав турĕ. Нихçан та ун пек пăлханман пуль эпĕ. Лиза та стройран инçех мар тăрать, ман çине пăхса кулкалать кăна.
Ирхи апат илме те хам кайма хăяймарăм, Курмангалиева ятăм. Вăл тата, палка çăвар, Лисука манран салам калама та ĕлкĕрнĕ иккен. Кăнтăрлахи апата хамăнах каймалла пулчĕ вара: тем каласа пĕтерĕç ман ятран терĕм. Юриех кая юлса, кухньăра никам çук чухне кайрăм.
— Петĕр, — тет Лисук, мĕншĕн ир çинче ху килмерĕн, е сана мĕнпе те пулин кÿрентертĕм-и?
Астумастăп халь, тем суйрăм. Каллех апат илĕп те тарăп теттĕм, анчах Лисук ман котелока илчĕ те апат памасăр калаçать...
— Савăнтăм паян ир саншăн, Петĕр. Маттур эс, — тет.
«Эх, Лисук! мĕн калăттăн-ши эсĕ ман çинчен тĕрĕссине пĕлсен?» — шутлатăп хам ăшăмра. Анчах Лисук ман хуйхă-суйхăма сисмест çав, эпĕ вăтанни те ăна килĕшет
пулас... Старшина сасси илтĕнсенех кухньăран тухса вĕçрĕм.
Пĕр шутласан, кулăшла та, кÿренмелле те ĕнтĕ! Курмангалиев калашле, шăлсăр çын тĕлне юри мăйăр тупăннă тенĕ пекех пулса тухрĕ ку. Мĕнле хĕр юраттăр-ха мана? Халиччен эпĕ пĕр чĕрĕ фрица та курман, батальонта паттăр каччă мансăрах тем чухлĕ.
Пĕр-икĕ кун лăпках иртрĕ. Гончарук тарăхсан та шарламасть-ха. Анчах вăл, пĕрре ятлаçма хăнăхнăскер, хăйне нумаях чараймарĕ; э-эх, виççĕмĕш кунне ахăрса кайрĕ, çил-тăвăл тейĕн!
Уйра пухнă тăшман кабельне малтанхи кун тимĕр катушкăсем çине чĕркесеттĕмĕр. Катушкăсене эпĕ, сивĕ çĕрте ан выртчăр тесе, çĕрпÿрте илсе кĕнĕччĕ те шăлса тасатмасăрах нар айне хунăччĕ. Хайхи тарланă катушкăсем çине тутăх ларма та ĕлкĕрнĕ. Старшина çавна асăрханă та — пĕтере-ет! «Кам хăтланчĕ кăна?» — тет.
Камне-мĕнне пĕлмесĕрех: «Астров!» — тесе кăшкăрать.
Сехрем хăпсах тухрĕ. «Кирек мĕн тусан та, кухньăна çĕрулми шуратма ан ятăрах!» —тетĕп ăшăмра. Анчах, Курмангалиев калашле, суккăр çын çурта хаклишĕн хуйхăрмасть. Ăçтан пĕлтĕр-ха хаяр старшина ман чĕремре мĕн пуррине? Çапла шутлама ĕлкĕртĕм кăна — хайхи Гончарук, ачсемĕр, сарă мăйăхне туртсах кăшкăрать:
— Марррш кухньăна!
Кухньăра иккĕн ĕçлеççĕ: Лисукпа пĕр ватă салтак. Вĕсем валли эпир уйрăм çĕрпÿрт тунăччĕ.
Эпĕ пынă чух салтакĕ çырмана шыв ăсма кайнă-мĕн, çĕрпÿртре Лисук пĕчченех юрлани илтĕнет. Кĕрес килмест, анчах нимĕн тума та çук.
Мана курсан, Лисук тĕлĕнсе кайрĕ:
— Петĕр, ма ир килтĕн, каçхи апат хатĕр мар-ха, — тет.
— Ĕçлеме килтĕм, ефрейтор юлташ, сире пулăшма, — тетĕп, старшина хушнă пекех, чыс парса.
Çав тери аван мар пек пулчĕ хама.
— Пĕрремĕш хут ĕçсĕр аптранă фронтовика куратăп, — шÿтлесе илчĕ хĕр, унтан кулмасăр хушса хучĕ: — Эпĕ питĕ хавас! Лар ак çакăнта.
Вăл мана ларма пушă витре ÿпĕнтерсе пачĕ.
Эпĕ ăна хам мĕн сăлтавпа килни çинчен тĕрĕссипе калама тăнăччĕ çеç — калаттармарĕ.
— Пĕлетĕп, старшина сана вăхăтлăха ирĕк панă, вăл сана тав тунине хам куртăм, —терĕ те хĕр, ытарма çук илемлĕ кулса илчĕ.
Хирĕç сăмах чĕнмерĕм вара. Шинеле хыврăм та ăна хирĕç лартăм. Çĕрулми шурататпăр. Аван мар пек туйăнать мана. Хĕр çине пăхма та хăяймастăп, анчах вăл ман çине пăхнине пĕтĕм çанçурăмпа туятăп.
Унччен те пулмарĕ, Лисук хамăр енчи улах юррине юрласа ячĕ. Сасси!.. Чул хушшипе шăнкăртатса юхакан тăрă шыв çавăн пекрех янăрать-ши? Çак илĕртÿллĕ тăван кĕвве хама хирĕç ларакан хĕр мар, çамрăк чĕрем юрласа ячĕ пуль терĕм. Малтанхи хут Лисук çине çывăхран пăхрăм та, пирĕн куçсем тĕл пулчĕç... Сарă хĕр мар, çут хĕвел кулчĕ мана хирĕç!..
— Астров! — илтĕнсе кайрĕ çав самантрах тулта. Уяр аçа пекех туйăнчĕ мана ку сасă. Вĕлт кăна сиксе тухрăм çĕрпÿртрен.
— Астров, — тет взвод командирĕ, — хатĕрлен, передовойне каятăн.
— Итлетĕп, лейтенант юлташ!
Каялла чупса кĕретĕп те хыпаланса шинель тăхăнатăп.
— Ăçталла, Петĕр? — тет Лисук. Хăй çавăнтах кулма пăрахрĕ, салхуланчĕ. — Асту, асăрханарах çÿре... телейлĕ пул! — терĕ эпĕ тухса кайнă чух.
Тепĕр çур сехетрен çула тухрăмăр. Курмангалиев, Ворончихин, эпĕ. Пыратпăр хайхи çапла виççĕн. Фронтра çапăçу çук пулин те, хутран-ситрен перкелешни илтĕнет. Çывăхран пуля шăхăрса иртмессерен чĕрем шартах сикет. Ара, пĕрремĕш хут фронтра-çке... Çапах та хăранине палăртмастăп-ха, тусăмсем умĕнче хама хам паттăрланса, чуна хытарса пыратăп.
— Итле-ха, Петенька, мĕне пĕлтерет вăл сирăн «она вон, шишка» тени? — кулса ыйтать Ворончихин. Эпĕ юрă сăмахĕсене вырăсла куçарса паратăп.
— О-о! — тет Курмангалиев. — Ку шăпах пире, гвардеецсене, пырса тивет: ан авăн кăштах çилĕ вĕрнипе! Ха эсĕ ăна, э! Чăваш халăхĕ те, казахсем пекех, юрра ăста иккен... Ку юрра вĕренесех пулать, тăванăмсем; чи йывăр самантра та çирĕп пулма хушать вăл: «Ан авăн!..» Анчах хăшпĕр сăмахĕсене улăштар эс, Астрăп, хамăр майлăрах ту. Мĕне кирлĕ-ха пире «ан сивĕн, савни» тенисем? Çук-ха пирĕн ун пеккисем.
Эпĕ ун шухăшĕпе савăнсах килĕшетĕп те хам çавăнтах шутласа тупнă сăмахсене хуллен юрласа та паратăп:
Ан парăн, йĕкĕт, ан парăн
Кăштах йывăр килнипе...
— Ай, якши! Ай, аван! — тет казах, эпĕ юрă сăввине вырăсла куçарса ларсан. — Пирĕн акынсем пекех юрра ăста-çке эсĕ, Астрăп. Юрри чаплă ĕнтĕ, хамăр аслă Джамбул хывнă тейĕн. Анчах хăть мĕн калăр та, «йĕкĕт» вырăнне «батыр» тесе юрламалла, капла пушшех те ăслăрах пулать. Ну, вĕренсе çитсенех Лизăна юрласа паратăп. Пуçла-ха, Астрăп.
Юрлама пуçларăм çеç — сасартăк пирĕн пуç çийĕпех тăшман снарячĕ чуна хăйракан сасăпа шăхăрса иртрĕ...
Хам мĕнле ÿкнине те астумастăп.
— Ан авăн, шĕшкĕ,— терĕ кулса Курмангалиев, мана хăрах хултан çĕклесе.
— Кăштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучĕ Ворончихин, тепĕр хултан тытса.
Калама çук вăтанса, тарăхса кайрăм. «Мĕнле-ха капла салтак ятне яратăп!» Ÿкнĕ чух çурăм хыçĕнчи катушкăсем аяк пĕрчисене самаях тĕрĕслерĕç, çапах та йынăшассăм-тăвассăм пулмарĕ: «Ан парăн, батыр!» — терĕм хама хам, шăла çыртсах.
Çитрĕмĕр полка. Пире çитерĕç те кантарĕç тесеттĕм. Кĕтсех тăр! Полк штабĕнче пире уйрăм заданипе тÿрех батальона ячĕç. Курмангалиев коммутатор умĕнче ларса
юлчĕ, эпир Викторпа батальона кайрăмăр.
Батальон командирĕ малти траншейăрах вырнаçнă. Окопсенче салтаксем мăкăртатса калаçни илтĕнет. Пирĕн умрах — нимĕç хули.
Каç пулнăранпа чылай вăхăт ĕнтĕ. Çанталăк сивĕтрĕ.
— Ну, Петенька, фашистсем чăрмантарман чух кăшт çывăрса илер-ха. Кун пек лăпкă каç сайра хутра çеç пулкалать, — тет Виктор.
— Çывăхра блиндаж пур-им? — тетĕп.
— Мĕнле блиндаж? — кулать тусăм, — траншея тĕпне çапă саратпăр та — çывăрма мамăк тÿшек çинчи пекех çемçе пулать. Пĕр-пĕрин çумне çурăмпа выртсан — кăмака çумĕнчи пек ăшă.
Чăнах та, фронтовик ĕшеннĕ шăмшакне çапă купи çинче те кантарма пултарать иккен, анчах ку «ырлăх» вĕри кăмака çумĕнче киленсе выртнинчен урăхларах-
мĕн... Çĕрĕпех шăнса аптрарăм. Виктор ман пĕрре те нăйкăшмасть, шÿтлесе кăна выртать. Хăйĕн те шăлĕсем шаккаççĕ, çапах та шÿт тăвать. Пулаççĕ те çав вутчулĕ пек çирĕп чунлă çынсем!.. Ир енне çеç кăшт тĕлĕрсе кайнăччĕ - Курмангалиев сасси вăратрĕ.
— Эй, Петĕр-батыр! Çиме тăр, курсак пуш-пушах пуль-ха сан?
— Курсакĕ пирки мĕн калăн ĕнтĕ! Çур талăк ытла пĕр тĕпренчĕк те ăша илмен, — тет Виктор, ата кунчинчен кашăк кăларса.
Фронтовикăн та хăйне май телей пурах çав: çĕрĕпех ĕнтĕркесе выртнă хыççăн, котелока чĕркуççи çине лартса, траншейăра вĕри яшка çимешкĕн мĕн тери аван иккен!
— Астрăп, сана Лизăран питĕ пысăк салам, — терĕ Курмангалиев, ытарлăн куç хĕссе.
Çăкăр татăкĕ кăшт çеç пыра лармарĕ ман.
— Мĕн терĕн?!
— Çи, çи! Салам каларĕ тетĕп. Полк штабне апатпа пычĕ те пĕрехмай сан çинчен ыйтать.
— Ан тĕлĕнтер! Вара мĕн?
— Мĕн вара? Тÿр сăмахăн кукри çук. Петĕр чăн-чăн батыр пек çапăçать, терĕм. Хĕпĕртерĕ. Саншăн савăнать пуль ĕнтĕ, унсăр мĕнле хĕр салам калатăр?
— Пĕтертĕн пуçа, Курман!
— Тăшман пуçĕ пур çинче мĕншĕн сан пуçна пĕтерес? Пулăшрăм сана, пĕтермен. Юрататăн ху ăна, анчах пĕлтерместĕн... Эпĕ чăнлăха çеç хисеплетĕп, çавăнпа та чăтаймарăм: Лиза, терĕм, юратать сана Петĕр, терĕм.
— Эх, курман-килмен! Мĕн шутлĕ-ха Лисук ман çинчен? Ман пекки... батальонĕпе те...
— Ан кулян, — тет Виктор. — Мĕнтен кая эсĕ ыттисенчен? Малтанлăха çеç йывăр сана, çавă кăна. Пире те малтан йывăрччĕ. Вĕренсе çитрĕмĕр ак. Сана пулăшма пурте хатĕр эпир. Иртнĕ пухура комсомолецсем сан пирки калаçрĕç; юлташсем умĕнче эпир, Курманпа иксĕмĕр, санран ăста связист, маттур связист тăватпăр тесе сăмах патăмăр. Асту, часах хамăр йыша та илĕпĕр ак...
Йăпатрĕ. Пултарать вăл çынпа чĕререн калаçма. Ахальтен мар комсорг. Малти траншейăра пĕрле выртса тăнă хушăра эп ăна пушшех юратса пăрахрăм, уншăн тем тума хатĕр.
Çапла темиçе кун иртрĕ. Курмангалиев талăксерен икшер хут пирĕн пата апатпа килсе каять, кашнинчех Лисукран салам каласа хăварать. Хĕр саламĕ мана сивĕ окопра та ăшăтнăн туйăнатчĕ.
Пĕррехинче Курмангалиев апатпа килчĕ те Лисук çинчен пĕр сăмах та шарламарĕ.
— Лиза салам каламарĕ-им? — кулкаласа ыйтрĕ Виктор.
Казах ман çине пăхса илчĕ те чĕнмерĕ.
— Курмангалиев! Ан асаплантар! — тетĕп хам та чăтаймасăр, — Лисук нимĕн те каламарĕ-им?
Ирĕксĕррĕн çеç тавăрчĕ Казахстан йĕкĕчĕ:
— Каламарĕ, ыйтрĕ кăна.
— Мĕн ыйтрĕ, хăвăртрах кала! — кăшкăрса ятăм эпĕ. Чĕрем, теме сиснĕ пекех, ыратса кайрĕ.
— Хама та темле лайăх мар пек пулчĕ, — пуçларĕ казах. — "Кала-ха, Курман, Петĕр батальонта чăнах та чи япăх салтак-и? Ма пурте пытаратăр манран?» — тет. Хăй çав тери пăшăрханнă.
Ку хыпара илтсен, алăри кашăкăм шăлтăрт! кăна тухса ÿкрĕ.
— Гончарук каласа панă! — терĕм тÿрех.
— Çук, Петенька, йăнăшатăн, — пĕлсех каларĕ мана Ворончихин, — Гончарука аван пĕлетĕп: куç хыçĕнче элеклекен çын мар вăл, чăн-чăн салтак. Лиза сан çинчен ăнсăртран çеç илтме пултарнă, анчах пĕлсех çитеймен-ха; пĕлнĕ пулсан, Курманран ыйтмĕччĕ.
— Гончарук — пит маттур старшина, — кала пуçларĕ Курмангалиев. — Ун пеккипе аптрас çук. Кăшт хаяртарах командир та ĕнтĕ — пултăр-и, çав лайăх та! Юпи çĕрĕк пулсан, хăми çирĕп пулаймĕ, теççĕ.
— Мĕн калĕ ĕнтĕ Лисук мана? "Эх, земляк!" тейĕ çав йĕрĕнсе...
— Ан парăн, батыр, ан парăн! — юрласа яче Виктор, кашăкĕпе сулкаласа.
— Э-э, тăхта, тăхта, Ворончихин! Хальхинче малтанхи сăмахĕсемпех юрлас пулать, — пÿлчĕ тусне казах. — Мĕнлеччĕ-ха? «Ан сивĕн, савни, ан сивĕн...» Çаплаччĕ-и-ха, Астрăп? Йывăç çамрăкла çеç авăнать, теççĕ казахсем. Эс ан авăн: юратать пулсан, «кăштах сăмах илтнишĕн» сивĕнмĕ. Асту ак, батальонĕпе те сан пек маттур связист пулмĕ! Пĕр йăнăш тумасăр тÿрех ăста пулаймăн.
"Курăпăр-ха, кам пулăп унта. Япăх салтак пулсан та, авăнас мар, пуçа усас мар, малалла пăхас!"
Виçсĕмĕр эпир пĕр-пĕринпе ылмашăнса ĕçлетпĕр, çавăнпа та тепĕр кунне полк штабне кайма мана черет çитрĕ. Каймарăм. Маттур связист пулмасăр та Лисук куçĕ умне курăнас мар тесе тупа турăм. Хам вырăна Ворончихина кайма ыйтрăм. Вăл, виçсĕмĕртен аслăраххи пулин те, ман сăмаха итлерĕ, кăмăлĕ ырă çав — вырăс кăмăлĕ.
Анчах Лисукпа тĕл пулассинчен пурпĕрех хăтăлаймарăм. Ворончихин кайсан, тепĕр куннех пирĕн пата термоспа яшка илсе килчĕ вăл. Шăпах траншейăна, эпĕ ларнă çĕре, çитсе кĕчĕ. Кĕске кĕрĕк, шурă çăмлă мулаххай, хулăн шăлавар тăхăннă, арçын ача пек. Çипуçĕ йĕп-йĕпех. Пичĕ нар пек хĕрлĕ, çÿçĕ арпашăнса кайнă, леш чăрсăр çÿç пайăрки хăлха çумĕнче кăтраланса вĕçкелет. Хĕр ăшша пиçĕхнĕ, ывăннă, йывăррăн сывлать, çапах хаваслăн кулкалать.
— Аран шыраса тупрăм, — терĕ вăл, траншея тĕпне ларса. — Уй урлă каçнă чух фашистсем кăштах персе ÿкермерĕç. Хырăмпа шуса халтан кайрăм. Пăх-ха, Петĕр, —кăтартрĕ вăл термосне ман ума лартса.
— Акă...
Термоса пуля шăтарнă иккен. Çавна курсан, эпĕ хам хуйха та манса кайрăм.
— Лиза! Мĕншĕн кунта çитиех килтĕр? Сире амантма е вĕлерме пултараççĕ.
Хĕр ман çине пăхрĕ те ăшшăн-ăшшăн йăлкăшса кулчĕ. Хура пĕлĕт айĕнчен сарă хĕвел тухнăнах туйăнчĕ. Хам ăçта ларнине те мантăм...
— Пĕлетĕн-и, Петĕр, мĕн аса килчĕ мана, — тет Лисук. — Хамăр колхозри çураки вăхăчĕ... Пичче хирте тракторпа сухалатчĕ, эпĕ ун патне апатпа тухаттăм. Çакăн пек лараттăм та ун умне — вăл çинине пăхса савăнаттăм. Шăкăлтатса кăна калаçаттăмăр... Халĕ Карпатра çапăçать вăл...
— Э-эй! Пĕтĕм Чăвашстан пухăннă-çке кунта! — траншейăна Курмангалиев сиксе анчĕ. —Салам, Лиза! Аллаха шĕкĕр кучченеçпе килнĕшĕн... Казахсем ахальтен каламан çав: повар мулларан та хаклăрах, тенĕ. Курсак пуш-пушахчĕ-ха.
Курмангалиевăн кирек хăçан та шÿт тупăнать, ним çукранах култармалли тупать вăл.
— Пурнăç юсанать, Лиза, — тет казах, çапă купи çине ларса.
― Акă тÿшек те мамăкран, пÿртĕмĕр те çĕнĕ, лартнăранпа эрне те çитмен-ха. Арăм та çамрăк авă (вĕр-çĕнĕ автоматне кăтартать), пĕр-пĕрне хытă саватпăр, ан та çулăхтăр çичĕ ют...
— Курман, — ыйтрĕ Лиза сасартăк, — эсĕ-и вăл каçхине комбат патĕнче лараканни?
— Вара?
Хĕр сăнĕ тĕксĕмленчĕ: урăх сăмах кĕтнĕччĕ пулас вăл.
— Çук, нимех те мар. Полк штабĕнче комбат сана мухтарĕ эппин: ман связист питĕ маттурскер, терĕ.
— Çук, ман çинчен мар... Полк штабĕнче каçхине комбат патĕнче Петĕр пулчĕ, — терĕ Курмангалиев, хăй чапне ман çине йăвантарса. Тĕрĕс мар тесшĕнччĕ эпĕ ăна, анчах тусăм мана сăмах чĕнме те памарĕ, калаçăва тÿрех урăх çĕрелле пăрса ячĕ.
Ĕненчĕ-ши ăна Лисук, ĕненмерĕ-ши? Темшĕн ун сăнĕ савăнăçлăн йăлкăша пуçларĕ. Каяс умĕн тин салхуланчĕ вăл, пĕркунхи пекех хурлăхлăн та ăшшăн пăхса илчĕ те ман çине, алă тытрĕ:
— Чипер юл, Петĕр. Асту, сыхланарах çÿре, — терĕ шăппăн.
Çак сăмахсем яланлăхах чĕреме кĕрсе юлчĕç. Ăçта кăна, мĕнле çапăçусенче пулмарăм пуль ун хыççăн - яланах çак сăмахсем аса килетчĕç.
Тепĕр куннех наступлени пуçланчĕ. Виçĕ кун çапăçнă хыççăн Пилькаллен хулине илтĕмĕр. Хĕрÿ кунсем килсе çитрĕç. Кайрăмăр вара фашистсене хăваласа — кунсерен темиçе ял çавăрса илетпĕр. Лини карса та ĕлкĕрмелле мар: халĕ çеç çыхăну йĕркелетĕн, тепĕр сехетрен кабеле катушка çине чĕркетĕн те каллех çĕнĕ вырăна куçатăн. Выртса канма та, ал-ура типĕтсе илме те вăхăт çук, пĕр чарăнмасăр малалла каятпăр. Пирĕн тылри чаçсем кая юлчĕç. Лизăна пĕр-ик эрне кураймарăм. Мĕн тери тĕл пулас килнине сăмахпа калаймăн та.
Нивушлĕ мана вăрçă хирĕнче юратмах тÿр килчĕ-шим? Кунта кашни сехетрех тăшман пулли [vula: << пуля] темĕнле вăйлă юратăва та татма пултарать.
— Вăрçи вăл çухатусăр мар та-ха, çапах та хытă савакан темле йывăрлăха та çĕнтерет, — тет мана Курмангалиев. — Кăна эпĕ хамран каламастăп, пирĕн хĕвеллĕ Казахстанра акынсем çапла юрлаççĕ.
Фашистсене малаллах хăвалатпăр. Инстербургран иртрĕмĕр, Кенигсбергалла çывхаратпăр.
Фронтовик пурнăçне кунсерен хăнăхса пыратăп, хам ĕçе те йĕркеллех тăвакан пултăм. Пуля, снаряд сассине те хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Тупăсем тилĕрсе пенĕ чух та çывăрма пултаратăп. Çапах та кунпах чун лăпланмасть. Юлташсем çине пăхатăп та, вĕсем маттуррине кура чун савăнать, анчах хам çинчен шухăшлама та аван мар: батальонти чи айван салтак вĕт! Хам тĕллĕн ĕçлессе те, çапăçасса та шансах каймастăп. Связист ĕçĕ вăл, Курмангалиев пек каласан, сăвă çырасси пекех, йывар та кăткăс ĕç: пĕрин май килет, теприн — яхăнне те пымасть.
Гросс-Скайгиррен хулине çитсен, тăшман çирĕпленсе ларчĕ те пĕр утăм та чакмасть, çĕр çăтасшĕ! Нимĕçсем вăйлă контрнаступлени тума хатĕрленеççĕ тет иккен.
Саперсен батальонне оборонăна тăратрĕç. Мана вара, полкран чĕнсе илсе, вĕсем патне ячĕç. «Дивизи команднăй пункчĕпе саперсем хушшинче çыхăну тытмалла сан», — ăнлантарчĕ мана взвод командирĕ.
— Ну, Петĕр-батыр, — терĕ уйрăлнă чух Ворончихин, — вăхăт çитрĕ, кăтарт ĕнтĕ хастарлăхна! Асту, ан авăн...
— Кăштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучĕ Курмангалиев.
Саперсен батальонне икĕ шоссе пĕрлешнĕ çĕрте, пĕчĕк айлăмра вырнаçнă. Малти траншейăран инçех те мар, юханшыв хĕрринче, пысăк чул çурт ларать (темĕнле барон именийĕ пулас), батальон командирĕ çав çуртăн путвалне вырнаçнă.
— Ну, связист, — теççĕ мана,— яланах сыхă тăрас пулать, лини ан татăлтăр! Пĕтĕм шанчăк сан çинче.
― Кунта пире фашистсем кунне виçшер атакăлаççĕ, — ăнлантарать мана связной, —пулăшу çитиччен тытăнса тăрас пулать.
Ку хыпар мана пушшех пăлхантарса ячĕ: пултарайăп-ши пĕччен çыхăну тытма? Курмангалиевпа Виктор пĕрле пулсан, вут ăшне те хăрамасăр кĕрĕттĕм... Канашлама никам çук, çĕнĕ салтаксене пĕрне те палламастăп, çитменнине, кашниех хăй ĕçĕпе аппаланать.
— Связист, сана чĕнеççĕ, — терĕç мана. Кам-ши тетĕп. Çав самантрах путвала хамăр замполит кĕрсе тăчĕ.
— Сывă-и, Атăл каччи! — саламларĕ вăл мана курсанах.
— Сывлăх сунатăп, капитан юлташ! — тетĕп, чыс парса.
— Лар, лар, — терĕ те замполит, хай те, манпа юнашар ларса, чикарккă чĕркеме пуçларĕ. Хурçă каскине хывса чĕркуççи çине хучĕ, кăвакарма пуçланă çÿçне тÿрлеткелесе, шăлса илчĕ, вара, чикарккине вăрăммăн ĕмсе, тĕтĕмне вĕрсе кăларчĕ те кăмăллăн ялкăшса кулчĕ. Унăн пĕркеленнĕ пичĕ кулнă чухне çамрăкланса каять, кăвак куçĕсем ăшшăн ялкăшаççĕ.
Замполит пирĕн батальона килни нумаях пулмасть. Çапах вăл кĕске вăхăтрах пур салтака та паллакан пулчĕ, пурин ятне те астăвать. Ульяновск вырăсĕ вăл. Хĕрĕхсенчен тахçанах иртнĕ ĕнтĕ хăй, пурпĕрех чунĕ питĕ çамрăк. Каччăсемпе шÿт тукаласа илет, ватă салтаксемпе чух çемье çинчен калаçать. Пĕлет вăл этем чунне, кампа мĕн çинчен сăмах пуçламаллине питĕ ăста тавçăрать — илтсен тĕлĕнсе кайăн. Курмангалиевпа кишмиш çинчен пуплет, Викторпа — Ленинград çинчен, поварпа —тĕрлĕрен апата мĕнле хатĕрлесси çинчен, Çĕпĕр снайперĕсемпе ухута çинчен, манпа чух — Кольцовка колхозĕ çинчен; е пĕрре тата Нарспие те асăнче: «Константин Иванов пирĕн хулара вĕреннĕ», — терĕ. Итлес килет вăл калаçнине. Темĕн те пĕлет вăл. Уйрăммăнах вăрçăри лару-тару çинчен такам та ăнланмалла каласа парать. Вăл каланине итлетĕн те, вăй кĕнĕ пек туйăнса каять, шанчăк çирĕпленет, тăшмансене чунтан курайми пулатăн. Çавăн пек вăл пирĕн замполит. Темшĕн-çке вăл мана хам аттем пекех туйăнатчĕ.
Нимĕç хурахĕсен ирсĕр ĕçĕсем çинчен, вĕсем пире чура туса хума хапсăнни çинчен замполит чуна витермелле каларĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн пăлханса итлерĕм ăна. Вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Вăл юлашкинчен каланă сăмахсем халь те чĕремрех: «Асту, Астров, хăрушă самантра иккĕленсе тăма юрамасть, иккĕлентĕн — шикленме пуçлатăн, шиклентĕн - пĕтрĕн. Вăрçă саккунĕ çапла вăл, тăванăм!» Уйрăлнă чух пушшех те савăнтарчĕ вăл, пурне те пĕлекенскер, мана хулпуççирен лăпкаса илчĕ те:
— Ну, — терĕ, — ан авăн, шĕшкĕ!»
Ырă сăмах — ырă кун пек, теççĕ. Замполитпа калаçнă хыççăн хама хам çунатланнă пек туйрăм.
Виçĕ талăк хушши çапăçу шавĕ лăпланмарĕ. Лини пĕрехмай татăлать, сыпса та, çитермелле мар, лара-тăра пĕлмесĕр виçĕ талăк уй тăрăх чупрăм. Виççĕмĕш кун ирхине, çапăçу шавĕ кăштах лăплансан, комбат вырнаçнă путвала кĕтĕм те пĕр тĕттĕм кĕтесе кукленсе лартăм. Халĕ çеç тутлăн тĕлĕрсе кайнăччĕ... сасартăк килкартинче темиçе мина ÿксе çурăлчĕ, пăшал сасси илтĕнсе кайрĕ.
― Фашистсем çавăрса илеççĕ! — кăшкăрчĕ тахăшĕ путвал чÿречинчен. Сăрр! туса илчĕ çанçурăм.
— Пурте — çÿле! — хаяррăн кашкăрчĕ комбат. Хăй чи малтан алăк патне ыткăнчĕ.
Халиччен фашистсене кун пекех çывăхран курманччĕ. Сăрă кăвак шинеллĕскерсем пĕртен-пĕр «тигр» хÿттине пытанса, пирĕн пÿрт еннелле чупаççĕ, пĕр рота чухлĕ пулĕ хăйсем. Вĕсем автоматсемпе персе хамăр çинелле килнине асăрханă самантрах тăшман пире шеллес çуккине, вăл хамăра вĕлерме килнине нихçанхинчен хытăрах ăнлантăм, фашистсем пире тĕп тума тапăннине чĕремпе кăна мар, пĕтĕм çанçурăмпа туйса илтĕм. Ак ĕнтĕ вĕсем пирĕн малти траншейăсенчен инçех те мар... Хăрушă самант!
Килкартине сиксе тухаймарăмăр — нимĕç снарячĕ пирĕн çурта лекрĕ. Пÿртри салтаксем çине кирпĕчпе черепица ишĕлчĕкĕ йăтăнса анчĕ, нумайăшне аяла турĕ; аманнисем йынăшни илтĕнчĕ... Çав самантрах тăшман танкĕ те чарăнчĕ, хура тĕтĕмпе хупланчĕ. Ăна сулахай айлăмри хамăр артиллеристсем персе тивертрĕç пулас е вăл хăех мина çине пырса тăрăнчĕ... Çывăхах çитнĕ фашистсем пурпĕр чупма чарăнмарĕç. Часах пирĕн килкартине те çитсе кĕретчĕç-и, тен, — çав хушăра хамăр çумри чул вите чÿречинчен пулемет кĕпçи курăнчĕ, тăшман çине вут-хĕм сирпĕте пуçларĕ.
Нимĕçсем выртрĕç те вите çинелле автоматсемпе пеме пуçларĕç, унтан каллех сиксе тăрса малалла ыткăнчĕç. Эпир чун пек кĕтсен те, пирĕн пулемет хальхинче сасă памарĕ.
— Пулемет патне! — кăшкăрчĕ комбат. Пÿрт хÿттинчен вите еннелле виççĕн харăс тапса сикрĕмĕр. Икĕ салтакĕ килкартинчех ÿксе юлчĕç, пĕчченех витене сиксе кĕтĕм. Вите чÿречи умĕнче пулемет ларать, авăрланипех, пулеметчикĕсем иккĕш те чĕп-чĕр юн, урайĕнче выртаççĕ.
«Тăшмана пĕтĕм чун-чĕререн кураймасăр та çĕнтерме çук», — аса килчĕç замполит сăмахĕсем... Пулеметпа пеме всеобучрах вĕренсеттĕм, акă тытăнтăм хайхи çунтарма, пĕтĕм чунтан тарăхса пулемет гашетки çине пусатăп... Сайралсах юлчĕç фашистсем, пирĕн пата çĕр аллă утăм çитеймерĕç пуль, çул хĕрринчи канава выртрĕç.
— Урра-а! — илтĕнчĕ хамăр енчен.
Халĕ çеç пире пулăшма çитнĕ рота гитлеровецсем çинелле кĕрсе кайрĕ.
Тепĕр сехетрен саперсен батальонне иккĕмĕш эшелона хăварчĕç. Эпир тăнă çурт умĕпе хĕвеланăçнелле хамăр обозсем ирте пуçларĕç. Пирĕн çыхăну батальонĕ те кунта çитсе чарăнчĕ. Кухня çеç кая юлнă, терĕç.
Пирĕн связистсем мана курсанах урра кăшкăрса ячĕç те хаваслăн сырса илчĕç; старшина та сарă мăйăхне кăмăллăн турткалать, ман тÿме-çухана ытти чухнехи пек тĕрĕслесех каймасть.
— Астров, — тет мана отделени командирĕ, — сана комбат чĕнет.
Комбат патне пытăм та хама мĕн хушнине йăлтах туни çинчен пĕлтертĕм.
— Маттур, Астров! Сан çинчен мана пĕтĕмпех пĕлтерчĕç... Маттур! — ырларĕ майор ăшшăн. Ытти чух пĕрехмай çилĕллĕн калаçатчĕ. Нихçан та вăл манпа кун пек калаçасса кĕтменччĕ эпĕ.
— Кан, Астров, кĕçĕр сан вырăнна лини çине урăххине яратпăр. Кан, — тет мана взвод командирĕ те.
Пурте ман çине ăшшăн пăхаççĕ, анчах связистсем хушшинче Ворончихинпа Курмангалиев та, Лиза та çук: вĕсем полкра. Эх, пуласчĕ вĕсем çакăнта, çакнашкал савăк самантра!
Эпĕ килкартинчи вутă купи çине лартăм та, виçĕ талăк куç хупманскер, вилнĕ пек çывăрса кайнă...
Тĕлĕк куратăп пек.
Темле чаплă керменте мамăк тÿшек çинче выртатăп. Пÿлĕмре ăшă та лăпкă. Хаклă кавирсемпе эрешленĕ стенасем çинче — ылтăн хашаклă хитре ÿкерчĕксем; вĕсем хушшинчех автомат çакăнса тăрать. Тимлĕрех пăхатăп та — хам автомата палласа илетĕп! Мĕнле лекме пултарнă-ха вăл ку юмахри пек пуян çурта? Йăлтăртатакан чултан купаланă камин умĕнче, кĕмĕл шантал çинче çурта çунать, унпа юнашарах нимĕçле çырнă библи выртать, çавăнтах тата — салтак фляги! Эпĕ каллех хам флягăна палласа илетĕп. Флягăран тем пек шыв сыпăттăм, анчах, ал-урама такам тылланă евĕр, хускалма та хал çук, каска пек выртатăп, ман çине ту пек йывăр ыйхă пусать. Çапах мана çывăрса кайма питĕ шел, мĕншĕн тесен ман пуç вĕçĕнче Лисук ларать. Çемçе аллисемпе çÿçĕме шăлса якатать вăл е каллех тăрмаласа хурать. Хĕр сăнне ниепле те уçăмлăн кураймастăп, анчах ку Лисук иккенне вĕри аллисенчен тата илĕртÿллĕ ачаш сассинчен туятăп: «Петĕр», — тет хĕр пăшăлтатса. Унтан пĕшкĕнет те ман çине вĕрин сывлать, кăтрисем питĕме сĕртĕнсе кăтăклаççĕ...
Мĕн тери ырă тĕлĕк!
Анчах хушăран вăраннă пек пулатăп та, инçетре пăшал сасси илтĕнет, вара, тутлă тĕлĕке çухатас мар тесе, каллех çывăрса кайма тăрăшатăп... Каллех Лисук курăнать. Курăнать кăна мар, ыталать, чуптăвать мана ачашшăн...
Тĕлĕк-и ку, чăн-и? Куçăмсене уçатăп та пĕр хушă шалт тĕлĕнсе выртатăп. Чăн та, килкартинчи вутă купи çинче мар иккен эпĕ, мамăк тÿшек çинче. Каснă-лартнă тĕлĕкре курнă чаплă пÿлĕмех, хаклă кавирсем, ылтăн хашаклă ÿкерчĕксем, кĕмĕл шантал çинчи çурта, библи, автомат, фляга... Анчах та чи тĕлĕнмелли — ман пуç вĕçĕнче Лисук ларать! Гимнастеркăпа вăл, çинче пилĕкне чĕн пиçиххипе туртса çыхнă, тăпăл-тăпăл кăкри çинче Гварди значокĕ йăлтăртатать.
— Лисук?
— Çывăр, Петĕр, çывăр, — тет хĕр, мана шинельпе витсе.
— Ăçта эпĕ?
— Пÿртре.
— Кам кĕртсе вырттарнă мана кунта?
— Старшина Гончарук.
― К-кам? — тăрсах лартăм тĕлĕннипе. — Нивушле эпĕ халĕ те тĕлленетĕп? Ара, старшина мана тем пекех кураймасть-çке!
— Йăнăшатăн, Петĕр. Старшина батальонти салтаксене пурне те юратать.
— Кам хывăнтарнă мана?
— Старшина. Çывăр, Петĕр, çывăр; сана ирччен вăратма хушмарĕ вăл. Ак çакна ĕç те каллех вырт, — терĕ хĕр, фляжкине мана тыттарса.
— Эрех? Ăçтан тупрăн, ара, Лисук? Хам тÿпене ирех ĕçрĕм-çке, кам пачĕ?
— Старшина Гончарук... хăй тÿпине пачĕ.
Гончарук? Гончарук... Мĕн тери ырă кăмăллă çын иккен вăл, эп ăна кăштах тăшман вырăнне хумасттăм.
Старшина хамăршăн мĕнле çунса çÿренисене сасартăк пĕтĕмпех астурăм. Пĕррехинче эпĕ лини çинчен çĕрлене юлса таврăнтăм; каçхи апат сивĕннĕччĕ, старшина пĕр маншăнах хуранай чĕртсе яшка ăшăтма хушрĕ; тепрехинче тата хам полка кайнă чух, мана хăй махоркине парса ячĕ... Мĕнле-ха эпĕ кун çинчен халиччен те шутламан, яланах вăл ятлаçнине çеç асăрханă?
Выçварла кăшт сыпнă хыççăнах ÿсĕрĕлтĕм пулас. Куçăм хупăна пуçларĕ. Тĕлĕрсе кайрăм. Каллех Лисук чуптунă пек туйăнчĕ, анчах тĕлĕк пулчĕ-ши е чăн-ши — пĕлеймерĕм... Самантлăха куçа уçса пăхрăм: малтанхи пÿлĕмех... çурта çунать... кавирсем... камин... автомат... фляга — пурте пур, анчах пÿлĕмре нимĕнле хĕр те çук.
Каллех çывăрса кайрăм та ирхине тин вăрантăм.
Халĕ те пĕлместĕп: хăшĕ тĕлĕк, хăшĕ чăн пулнă-ши çав каç? Вăранасса Гончарук сассинчен хăраса вăрантăм. Кăшкăрать кăна:
— Подъем! Мĕн эсĕ, фон-барон пек, хĕвел шăп кăнтăрлана çитиччен йăваланса выртатăн? Марррш çăвăнма!
Акă сана «юратать», акă сана «ырă кăмăллă ылтăн старшина» тетĕп. Ăçтан юраттăр вăл мана? Апла пулсан, кам йăтса кĕртнĕ-ха мана пÿрте?
Ирхи апат хыççăн взвод командирĕ мана полка ячĕ. Тĕлĕнсе кăна пыратăп çул çинче: нивушлĕ çĕркаçхи пĕтĕмпех тĕлĕкре пулчĕ-ши? Мĕншĕн ыйтмарăм-ха Лисукран? Эх, гвардеец, гвардеец!
— Э-э, Петĕр-батыр килчĕ! — савăнса кăшкăрса ячĕ Курмангалиев, мана курсанах. Ворончихин мана хулран лăскаса илчĕ:
— Саламлатăп, Петенька! Яту пĕтĕм дивизие сарăлчĕ. Савăнтартăн пире. Акă, кур, мĕн çыраççĕ сан çинчен дивизи хаçатĕнче!
Чĕтрекен аллăмсемпе хаçата илтĕм. Чăнах та, ĕнерхи ĕçĕм çинчен хаçатра тĕпĕ-йĕрĕпех каласа панă. Кам пĕлтернĕ-ха редакцие? А-а, замполит...
«Паттăр связист» тесе çырнă шултра саспаллисемпе. Паттăр связист!!!
* * *
Çав кунтан вара çарти пурнăçăм тепĕр майлă çаврăнса кайрĕ. Гвардеец пулса тăтăм, комсомола кĕтĕм. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç кайрĕ ман.
Хĕр умĕнче çаплах хăюсăр-ха эпĕ. Лисука тĕл пулатăп та — нимĕн чĕнме пĕлместĕп. Хĕрпе калаçма чĕкеç чĕлхи кирлĕ çав. Çавна пула-и, тен, Лисукпа пĕрре те лайăххăн калаçаймарăм.
Февраль уйăхĕнчех Пруссире юр кайма тытăнчĕ. Кенигсберг хулине тапăнмасăр, çурçĕрелле пăрăнтăмăр. Земланди çурутравĕ çине кĕрсе кайрăмăр, ташман хулине çурçĕртен çавăрса илетпĕр. Балти тинĕсĕ инçех те юлмарĕ, пилĕк-ултă çухрăм пулĕ; каçсерен тинĕс çинчен сивĕ çил вĕрет.
Эпир, виçĕ тус, пĕрехмай малти траншейăсенче. Халь ĕнтĕ ниçта уйрăлмастпăр, çавăнпа пире «виçĕ мушкетёр» тесе чĕнме пуçларĕç. Лисук пирĕн пата кашни кунах апатпа пырса каять. Пирĕн траншейăсене вăл çĕнĕ туйăм, темĕнле пысăк савăнăç илсе килет. Эпĕ кăна мар, траншейăри кашни салтаках ăна чун пек кĕтекен пулчĕ, кашниех, унпа пĕр-икĕ сăмах та пулин калаçса илсе, хăй чĕрине йăпатма тăрăшать. Пурте юратаççĕ Лисука. Пуринпе те аван калаçать вăл, кашниех мĕнпе те пулин ырă тума хатĕр. Вăл траншейăна пырса кĕмессерен салтаксем хавасланаççĕ, термос çакнă хĕре ăшă куçпа кĕтсе илеççĕ. Вăл килсен, тĕксĕм çанталăк та çуталнăн туйăнать.
Хĕвеллĕ ăшă кун. Уйра сĕлкĕшлĕ юр ирĕлсе выртать. Пире, туссене виçсĕмĕре те полкран дивизи штабне чĕнтерсе наградăсем пачĕç. Эпĕ «За отвагу» медаль илтĕм.
Пирвайхи награда. Мĕн тери çĕклет вăл салтак кăмăлне!
Пирĕн батальон пĕр сыпăк фольваркра (урăхла каласан, хуторта) вырнаçнă. Пÿрте аманнă салтаксене вырттарнă пирки связистсем сарайĕнчи утă çинчех канаççĕ. Сарайĕ пысăк, темиçе çĕр çын та шăнăçмалла.
— Кĕçĕрлĕхе кунтах çĕр каçăр, — терĕ пире комбат.
Эпир батальонта юлассине пĕлсенех, Гончарук пире хăтăрма тытăнчĕ: передовойĕнче пăсăлса кайнă эсир, çар йĕркине маннă, тет. Дисциплинарнăй уставри темиçемĕш параграфсене асăнсах айăплама тытăнчĕ хайхи. Ботинкăсене тасатман, тÿмесене çутатман, тет. Ятла-ятлах çĕршер грамм ĕçтерет, кĕсйи тĕпне тавăрса, юлашки махоркине пире силлесе парать... Кулăшла çын Гончарук: ырă кăмăллă хăй, çапах салтаксем умĕнче аслати пекех хăрушă пулма тăрăшать. Анчах та çак хаяр гвардеецăн пĕр кăлтăк пекки пур: юрă тесенех — чун-чĕри çĕкленсе çунатлана пуçлать. Тем пек çилленсен те, кам та пулин пĕр-пĕр хитре юрă тăсса ярсан, Гончарукăн çилли пĕтĕмпех сÿрĕлсе-сирĕлсе каять.
Акă халь те, стройра тăман чух, старшина ытлашши хăтăрасран кăштах шикленнипе, Курмангалиев хуллен кăна юрласа ярать:
Реве та стогне Днипр широкий...
Гончарук сасартăк ятлаçма чарăнать, унăн хĕрлĕ куç харшийĕсем чи малтанах çамка çинче тарăн йĕр туса пĕрĕнеççĕ, унтан вĕлт çеç çÿлелле çĕкленеççĕ те, хаяр старшина сăнĕ çуталса каять.
Сердитий витер завива-а, —
янраттарса яратпăр эпир, виçĕ салтак.
Хайхи старшина тĕреклĕ хулпуççийĕсене сиктеркелесе илет: хăйне тем пекех мăнаçлă тыткаласшăн, анчах тăван юррăн асамлă хăвачĕ ватă салтака «Ылтăн Украина» çĕрне аса илтерет... Старшинан хăмăр куçĕсем пĕчĕк ачанни пек савăнăçлăн йăлкăшма пуçлаççĕ, тута хĕррисем сиккелеме тытăнаççĕ, вăл, вăрăм мăйăхне якатса, турткаласа илет те, пĕтĕм чунтан тăрăшса, хулăн сассипе янраттарса ярать:
Додолу верби гне високи,
Горами хвилю пидийма-а...
Пирĕн çума ытти салтаксем те хутшăнаççĕ, Гончарук вара хай пирĕн хушăра асли иккенне те мансах каять: юрланă чухне вăл калама çук ыра кăмăллă.
«Днипро» çинчен юрласа пĕтерсенех, салтаксем аслă Атăл çинчен пуçласа яраççĕ:
Волга, Волга, мать родная,
Волга — матушка река...
Юлашкинчен вара хамăр «шĕшке» те авса илетпĕр.
Каçхи апат хыççăн пире Лиза чĕнсе илчĕ, кашнинех алă тытса саламларĕ, Викторпа Курмана маттур терĕ, мана алă панă чух нимĕн те шарламарĕ, хура куçĕсем кăна чĕреме ăшшăн ачашласа илчĕç.
— Виктор, Курман, — терĕ хĕр, — ыран валли вутă хатĕрлĕр! Петĕр, эсĕ манпа шыв кÿме пыратăн. Çăлти шыва фашистсем ирсĕрленĕ...
Тусăмсем хаваслансах вутă шырама пикенчĕç, эпĕ лаша кÿлме васкамарăм. Савăнăçа ниçта чикме çук!
Лисук та хаваслă. Манăн ăна хам юратни çинчен сăмах хускатса чăрмантарас килмест. Çапла эпир Лисукпа иксĕмĕр сисĕм-туйăм пирки сăмах вакламасăрах кухня хуранне шыв тултарса таврăнтăмăр.
— Э-э, Чăвашстан килет! Смирно! — кăшкăрчĕ яланах хаваслă казах.
— Вутă хатĕр, ефрейтор юлташ! — чыс парса пĕлтерчĕç туссем. — Канма юрать-и?
— Çук-ха, — терĕ Лисук кулса, — çĕрулми шуратмалла.
— Есть — çĕрулми шуратмалла! — кăшкăрчĕç туссем хаваслăн.
Мĕн кăна тумăпăр-ши Лисукшăн! Тăваттăн ларса, хăвăрт пилĕк-ултă витре çĕрулми шуратса хутăмăр.
— Ну, халĕ кайса канма та пултаратăр, паттăрсем, — терĕ хĕр.
— Хăвăрпа пĕрле канма ирĕк памăр-ши, ефрейтор юлташ? — пуç тайса ыйтрĕ казах. —«Пыл, пыл» тенипех çăварта пылак пулмĕ, теççĕ пирĕн ваттисем. Манăн та çавнашкал, «савни, савни» тенипех чун савăнмасть, савнă хĕрпе юнашар ларсах калаçас килет. «Хамăр хура пулсан та, савни сарă пулинччĕ», — юрласа ячĕ Курмангалиев, чăваш сăмахĕсене кулăшла хуçкаласа.
— Ай, Курман-килмен! Йĕкĕт темерĕн-и ăна? Анчах, асту, Алма-Ата пикисем ан пĕлччĕр, — пÿрнипе юнаса каларĕ Лисук.
Кулкаласа, сарайĕнчи утă çине кайса лартăмăр.
— Ай,—терĕ Курмангалиев сасартăк ,— мансах кайнă: старшина пĕр ĕç хушнăччĕ-çке мана!
Никам та нимĕнле ĕç те хушман та-ха ăна, çапах тытса чармарăмăр. Вăл кайсан, Ворончихин та нумай тăмарĕ: «Мана замполит «Боевой листок» çырма хушнăччĕ-ха», — текелесе пирĕнтен уйрăлчĕ.
Лисукпа иккĕнех ларса юлтăмăр.Чăвашла калаçма пуçларăмăр.
— Кам кунта отбой вăхăтĕнче те çывăрмасть! — илтĕнсе кайрĕ старшинан хаяр сасси.
Сарайне Гончарук çитсе кĕчĕ те пĕчĕк хунарĕпе çутатса пăхрĕ. Пире курсан, нимĕн те чĕнмерĕ, çилĕллĕн ÿсĕрсе илчĕ те тухса кайрĕ.
Эпир кулса илтĕмĕр.
— Мĕнле-ши халь тăван ялта? — терĕ Лисук, чылайччен чĕнмесĕр ларнă хыççăн. —Петĕр, кам пур санăн килте?
— Никам та.
— Мĕнле никам та?
— Çаплах. Ача çуртĕнче çитĕннĕ эпĕ. Халь акă батальон — тăван кил маншăн.
Лисук пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ.
— Кам пулас теттĕн эс, Петĕр, вăрçăччен?
— Агроном пулма ĕмĕтленеттĕм, халь те çав ĕмĕтпех пурăнатăп. Çартан таврăнсанах вĕренме каяс тетĕп.
Лисук вăрăммăн сывласа илчĕ.
— Ырă ĕç. Питĕ шел, сахал вĕреннĕ эпĕ. Çапах та ман пек выракан та, çулакан та çукчĕ ялта, тимлесе ĕçлеттĕм... Пĕрре ман çинчен райхаçатра та ырласа çырчĕç... Тăван ялах таврăнатăп... Пĕлетĕн-и, Петĕр, мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçа? Те калас ĕнтĕ?.. Колхозĕ пуян пирĕн, килйыш та пĕчĕк, аннепе иксĕмĕр кăна... Пичче Карпатра çапăçатчĕ. Халĕ таçта... Çыру та çук унран тахçантанпах... Аннепе иксĕмĕрех...
Хĕр калама чарăнчĕ те, ман чĕреме тем хĕссе илчĕ.
— Лисук, эпĕ санран тахçантанпах пĕр сăмах ыйтса пĕлесшĕнччĕ.
— Ыйт, — тет вăл шăппăн, темĕнле хаклă хыпар кĕтнĕ пек.
— Скайгиррен патĕнчи пÿрте астăватăн-и? Çавăнта эпĕ тĕлĕк курсаттăм, — тетĕп те ун чухне мĕн пулса иртнине йăлтах каласа паратăп.
Темиçе хутчен те вăрăммăн сывласа илчĕ хĕр.
— Чăн пулчĕ-и çав, Лисук?
— Çук, — терĕ вăл хуллен. — Эсĕ курни йăлтах тĕлĕкре пулнă.
― Ку вăхăтчен çав каçа аса илсе йăпанаттăм. Вăл та тĕлĕк кăна пулнă иккен!
— Мĕншĕн пăшăрханатăн-ха, Петĕр?
Çав тери хурлăхлăн та ачашшăн илтĕнчĕ хĕр сасси — чуна çÿçентерсе ячĕ. Кăшт кăна малалла ÿпĕнтĕм — тĕттемре Лисукăн кăтри питĕме сĕртĕнчĕ...
- Курмангалиев! Ворончихин! — илтĕнсе кайрĕ çак самантрах килкартинче старшина сасси. — Эй, связистсем! Кам пур çавăнта? Курмангалиев! Ворончихин! — кăшкăрать старшина, анчах ман ята асăнмасть. Утă ăшĕнче çывăракан салтаксем ун сассине илтмерĕç пулас, хирĕç тавăракан пулмарĕ.
— Майор юлташ, пĕри те чĕнмест, — терĕ Гончарук.
— Хăвăртрах хăшне те пулин тупса вăрат, генерал калаçакан лини татăлнă! — илтĕнчĕ комбат сасси.
Чунăм чăтаймарĕ. Тутлă çывăракан тусăмсене вăраттарас килмерĕ.
— Эпĕ халех таврăнатăп, — терĕм Лисука, хăвăрт сиксе тăрса.
— Асту, асăрханарах çÿре, Петĕр. Кĕтетĕп, — пăшăлтатса илчĕ вăл тĕттĕмре.
— Курмангалиев! Ворончихин! Ăçта çăва патĕнче эсир? — илтĕнсе кайрĕ юнашарах.
— Ан вăратăр вĕсене, старшина юлташ, хамах каятăп! — терĕм, Гончарук умне пырса.
— Астров? — тере те вăл, мана телефон аппаратне тыттарчĕ. — Ну, вĕçтер эппин хăвăртрах.
Çĕрте выртакан кабеле алла илтĕм те анăçалла васкаса чупрăм: татăлнă линие хăвăртрах сыпасчĕ те Лисук патне таврăнасчĕ. Кĕçĕр ăна хам çинчен пĕлтеретĕпех! Е кĕçĕр, е нихăçан та...
Умра хура мĕлкесем курăннă пек пулчĕç. Тăпах чарăнтăм. А-а, йывăç тĕмĕсем иккен. Мĕн хăрамалли пултăр-ха кунта, малти траншейăсенчен сахалтан та çухрăмра вĕт! ― Çапах та автомата хатĕр тытрăм. Акă, кабель çăмăллăнах туртăнакан пулчĕ, апла пулсан, лини çак тĕмсем тĕлĕнче татăлнă. Тĕлĕнмелле, мĕнле майпа татăлма пултарнă-ха вăл кунта? Ку тĕлтен танксем те, автомашинăсем те иртсе çÿремен-çке!.. Ăнланма йывăр... Чĕрем теме сиснĕн çÿçенсе илчĕ.
Акă тĕмсем. Мĕн тери хăрушшăн курăнаççĕ вĕсем тĕттĕм каç! Автомата çирĕпрех тытатăп. Акă кабель татăкĕ... Асăрхануллăн йĕри-тавралла пăхса илтĕм: такам пур пекех туйăнать. Пăч-тĕттĕм, çывăхра пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест, Кенигсберг енче çеç хушăран ракетăсем çутăлса сÿнеççĕ, таçта хамăр «кукурузник» кĕрлесе вĕçет.
Акă хуллен çеç пĕшкĕнетĕп, куçăм умри тĕмсем çинчех. Кабель татăкĕсене илес тесе алла тăсатăп... Унччен те пулмарĕ - сасартăк виççĕн сикрĕç ман çине, виççĕн виçĕ енчен. Автомат крючокĕ çине пусма ĕлкĕртĕм... Пĕри ман умрах нимĕçле кăшкăрса йăванчĕ, иккĕмĕшĕ тĕмсем хыçĕнче вĕлт çеç курăнчĕ, юлташĕсене пăрахсах тарчĕ пулас; хыçалтан сиксе тухни мана мăйран ярса илчĕ те çавăрса çапрĕ. Ÿкнĕ чух автомата мĕнпур вăйран султăм та нимĕçе чĕркуççинчен лектертĕм. Тăсланкă ариец та хампа юнашарах тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Вăйлăччĕ эп аманиччен, батальонта мана кĕрешсе çĕнекен çукчĕ те пулĕ. Майлăн ÿкрĕм пулас, ыратнине-мĕнне туймарăм, нимĕç çине кушак пек сиксе лартăм та карланкинчен ярса илтĕм. Чĕрем виçесĕр курайманлăхпа тулчĕ, аллăмсене вăй килсе кĕчĕ.
Вăл та тĕреклĕ, икĕ хутчен мана хăй айне персе чикрĕ. Анчах эпĕ те парăнсах каймастăп. Хире-хирĕç пăхса, хашкаса выртатпăр. Вăл аялта, эпĕ çиелте. Ÿсĕр пулас хăй, çăварĕнчен чăтма çук эрехпе ыхра шăрши перет. Хăрăлтатма пуçларĕ хайхи, аллисене вĕçерчĕ... «Эсĕ иккен вăл — Раççее пăхăнтараканни! Акă сана!» —пăватăп фашиста.
Ай! Çав самантра çурăмран тем тирсе илчĕ, унтан сылтăм аяк пĕçерсе кайрĕ... сылтăм хулпуççи... Виçĕ хутчен лачлаттарса чикрĕ урнă нимĕç мана кинжалĕпе. Вĕлеретчĕ пуль, анчах аллисем вăйсăрланса çитрĕç пулас, хулăн фуфайка та çăлса хăварчĕ пуль мана...
Аллăмсем лăштах вĕçерĕнчĕç. Çăлăнăçне сиснĕ нимĕç ним тăвиччен малтан юлташне кăкăрса чĕнчĕ, анчах ăна никам та пулăшма килмерĕ. Сывлăш çавăрса илнĕ тăшман каллех мана ыталаса илчĕ те, хăй çинчен илсе ывăтас тесе пуль, урисене чармакларĕ. Çакна çеç кĕтнĕччĕ эпĕ — латлаттартăм ăна ачаш вырăнтан чĕркуççипе... Гитлеровецăн аллисем лĕнчĕрех кайрĕç. Анраса ÿкрĕ çынçиен. Эпĕ ун автоматне, гранатисене вĕçертсе илтĕм те кабель татăкĕ патне аран сĕтĕрĕнсе çитрĕм, тăма вăйăм çук. Хăрах алăпа аппаланкаласа, шăлпа çырткаласа, кабель вĕçĕсене çыртса çыхрăм, хам аппарата линипе пĕрлештертĕм, аран çеç пĕр-икĕ хут шăнкăрав аврине çавăртăм.
— Астров, эсĕ-и ку? Маттур! — илтĕнчĕ трубкăра комбат сасси. Атте пекех туйăнчĕ вăл маншăн çак самантра.
— Эпĕ ку, майор юлташ! Хăвăртрах пулăшăр: мана йывăр амантрĕç. Ман умра сывă фриц...
Алă чĕтре пуçларĕ, трубка тухса ÿкрĕ. Хам пĕтĕмпе турткаланса, сиксе чĕтретĕп. Çанçурăм тăрăх ăшă, çăра юн юхать. Ыратнине те туймастăп пек, анчах вăй пĕтсех пырать, куç хуралса килчĕ. Сылтăм хул пĕрре те хамăнни пек мар, тем пекех йывăрланса кайрĕ те хускалми пулчĕ. Сурансене сывă юлнă алăпа çыхас теттĕм, анчах çав самантра нимĕç тăрса ларчĕ.
— Хенде хох! — кăшкăртăм сулахай аллăмри автоматпа тĕллесе. Фриц аллисене çĕклерĕ. Ларатпăр çапла хире-хирĕç: вăл, халĕ çеç тăна кĕнĕскер, эпĕ, кĕç-вĕç тăнран кайса ÿкмеллескер. Нимĕç хускалмасть, чее вăл; эпĕ ларнă çĕртех юн юхтарса вилессе кĕтет пулас, ытлашши шав тăвасшăн мар.
Тĕлĕкри çыннăнни пек, пуçăм та, аллăм та çĕрелле усăнсах пыраççĕ, мĕнпур чун хавалĕпе вăй пухса, тÿрленсе ларатăп. Хам вилессине те палăртас килмест тăшмана! Пĕрре шутлатăп та хам вилсе кайиччен ариеца та тирпейлесе хурас мар-ши тетĕп, анчах ман ăна чĕрĕллех тытас килет: вăл хăй мана чĕрĕлле тыткăна илесшĕн пулнă, акă халĕ хăех ман алла лекрĕ — ан тив, каласа патăр хăйсен вăрттăнлăхне.
Хама пулăшма туссем килессе шансах тăратăп - çавă çеç мана хавхалантарать. Пĕлетĕп, вĕсем мана çăлĕç, хăйсен тусне леш хăравçă, сутăнчăк ариец пек пăрахса тармĕç...
Куçăма хура чаршав хупларĕ, йывăррăн сывлакан пултăм, çапах та автомата пăрахмастăп, чĕркуççи çине хурсах нимĕçе тĕллетĕп. Хире-хирĕçех хамăр, пĕр виçĕ утăмра кăна ларатпăр, тĕллесех пемесен те лектерме пултаратăп. Çавăнпа та нимĕç хускалма шикленет.
Кашни минут сехет тăршшĕ туйăнать. Тинех кĕтсе илтĕм: «Петя! Астрăп!» — тени илтĕнсе кайрĕ.
Пĕтĕм вăя пухса, вĕсене хирĕç кăшкăртăм. Анчах ман ăшран сасă тухмарĕ, хăрăлтатса çеç илтĕм. Тайăнсах кайрăм, çапах та тăшмана автоматăмпа тĕллетĕп:
«Хенде хох, йытă!» — пăшăлтататăп хаяррăн.
— Петенька! Астрăп! — янăраса кайрĕ çумрах.
Аманнă хулран такам ярса тытрĕ те, суран чăтма çук ыратнăран каçăхса кайрăм...
Кайранхине вара тĕлĕкри пек çес аставатăп.
Питрен уçă çил ачашласан тин тăна кĕтĕм. Темле килкартине йăтса кĕнĕ иккен мана, наçилкка çине хунă; тул çутăлнă.
Старшина, сар майăхне турткаласа, санитарсене темĕн кăшкăрать (мĕнле тăрăшать иккен вăл маншăн!).
Наçилкка тавра связистсем тăраççĕ. Вăйсăрланнă куçăмпа юратнă тусăмсене шыратăп. Пÿрт еннелле пăхрăм та — чĕрем пăчăртанса илчĕ: Лисука Викторпа Курман икĕ хулĕнчен тытнă та ÿкĕтлесе тем калаççĕ. Лисук ман еннелле кăтартса макăрать.
Мĕн калать-ши вăл? Илтĕттĕм сăмахĕсене! Анчах нимĕн те илтĕнмест... Викторпа Курман иккĕшĕ те салху, такама питĕ тарăхнă сăнлă.
Пĕтĕм чун хавалне пухса, сиксе тăрас килчĕ: тусăмсене, старшинана ыталăттăм! Лисука йăпатăттăм: «Ан макăр, савниçĕм», — тейĕттĕм. Анчах тапранма та, калаçма та вăй çук.
Сывпуллашма та памарĕç, çĕклерĕç те мана, пĕчĕк ача пек вăйсăрскерне, юратнă туссенчен, савнирен уйăрса, таçталла илсе кайрĕç.
Пĕлĕт, янкăр кăвак тÿпе куçăмра — нимĕç пĕлĕчĕ...
«Çук! Ку çамрăклăхăн вĕçĕ мар-ха, пуçламăшĕ кăна! — терĕм, чунăма хытарса. — Ан авăн, шĕшкĕ!..»
* * *
Госпитальте икĕ уйăх ытла выртрăм. Эпĕ сывалса тухиччен вăрçă та пĕтрĕ, фашистла Германи парăнчĕ.
Батальона каç пулас умĕн çитрĕм. Связистсем Кенигсберг çумĕнчи пĕр пĕчĕк вăрманта вырнаçнă. Вăрманĕ ешернĕ ĕнтĕ, кайăк юрри илтĕнет. Илемлĕ çуркунне!
Хамăр связистсен шурă палаткисем курăнса кайрĕç... Чĕрем сикет. Вĕçнĕ пек утатăп. Шухăшра Лиза кăна. Мĕн тăвать-ши вăл халь? Кĕтет-ши мана, хыпарсăр çухалнă савнине?»
Тусăмсем мана сырса илчĕç те урра йăтма пуçларĕç. Шавланине илтсе, Гончарук та палаткăран хаярланса тухрĕ. Мана курчĕ те ятлаçма мансах ума чупса пычĕ... Ыталасшăнччĕ пулас вăл, анчах салтаксем çине пăхса илчĕ те, мăнаçлăн ÿсĕркелесе, алă тытса çеç саламларĕ.
— Гончарук патнех килтĕн эппин? — терĕ, сар мăйăхне савăнăçлă пĕтĕрсе. — Питĕ хавас! Сан пек маттурсене яланах тайма пуçăм!
Хаяр старшина чăнах та пуç таянçи пулчĕ, унтан, хулпуççирен лăскаса, хуллен çеç каларĕ:
— Лайăхрах çитерес пулать сана, начарланнă эс... Интеллигенци!
Чунăм чăтмасть. Хам тусăмсемпе калаçатăп, куçăм кухня палатки çинчех. Кĕç-вĕç унтан гимнастеркăллă хĕр тухассăн туйăнать. Анчах эпĕ пăлханса кĕтни кăлăхах...
— Çул хыççăн вĕри шыв ĕçес килет ман, — тетĕп те кухньăна кĕрсе каятăп. Манпа пĕрлех Викторпа Курман кĕчĕç.
Вучах умĕнче ларакан палламан повара курсанах чĕрем ыратса кайрĕ. Тÿрех ăнланса илтĕм: Лисук кунта çук! Ăçта-ши вăл?
Чун тăвăнса килчĕ, çапах тусăмсем умĕнче хуйха палăртасшăн мар, кулкаласа çеç ыйтатăп:
— Ăçта-ха ман землячка [vula: ru. «ентеш хĕрарăм»]?
Тусăмсем мана пĕр сăмахсăрах ăнланчĕç. Иккĕшĕ те хултан çупăрларĕç.
― Ан авăн, шĕшкĕ! — терĕ Ворончихин.
— Кăштах çилĕ вĕрнипе, — хушса хучĕ Курмангалиев.
Лизăна вăрçă пĕтсенех çар штабне чĕнсе илнĕ-мĕн, унтан вăл ăçта кайни паллă мар; килне таврăннă пуль терĕç тусăмсем.
— Санран çыру кĕтрĕ... — теççĕ мана тусăмсем. — Çырмарăн.
— Хам та сахал мар шутланă эп çыру çырас пирки. Ытла та йывăр выртрăм çав, ырă хĕр пурнăçне инвалид шăпипе çыхас темерĕм, çавăнпа çыраймарăм. Халь тин ĕнтĕ ним тума та çук, вăл ăçтине пĕлмесĕр çыру ярасси çинчен ан та шухăшла...
Çук! Тупатăпах эп ăна, тусăмсем, пурпĕрех шыраса тупатăп!
Каллех салтак пурнăçĕ пуçланчĕ.
Часах пире хĕвелтухăçне самурайсемпе çапăçма ячĕç. Çурăм хыçне катушка çакнипех пĕтĕм Маньчжури тăрăх утса тухрăм. Мĕн чухлĕ кабель сÿтсе чĕркемерĕм пулĕ çак алăсемпе? Тÿрĕ тăсса каяс пулсан — киле те çитĕ! Маньчжурири çапăçусенче тата икĕ хутчен амантăм.
Майĕпен хам хуйха та хăнăхрăм пек, анчах малтанхи юратăва мĕнле манăн-ха?
Старшина мана Лисукăн килти адресне пĕлтерчĕ. Темиçе çыру та çыртăм — хирĕç ответ килмерĕ. Çырусем хăвăрт çÿремеççĕ; çулĕ инçе, вунпилĕк пин çухрăм-çке!
Нимĕн те юлмарĕ Лисука асăнмалăх. Пĕр юрă кăна, вилĕмсĕр юрă юлчĕ. Батальонта вăл юрра пĕлмен çын та çук: комбат та пĕччен чух юрлакалать, теççĕ. Гончарук вара, хайĕн тăван юррисене тата вырăс халăх юррисене салтаксемпе пухăнса юрланă чух, пирĕн «Шĕшке» те шăрантармасăр хăвармастчĕ.
Çав юрăпах Хинган урлă каçрăмăр, Маньчжури сопкисем тăрăх утса тухрăмăр. Самурайсене аркатнă хыççăн пĕр каçхине Порт-Артур театрĕнче те юрласа патăмăр ăна. Кĕвви салтаксене те, китаецсене те питĕ килĕшрĕ — икĕ хутчен юрлаттарчĕç...
Пирĕн йăлана кĕрсе юлчĕ вăл юрă. Вăрçă хирĕсенчи паттăр ĕçĕмсем те, яшлăхăм та, малтанхи юрату та, тусăмсен ячĕсем те çак юрăпа çыханчĕç маншăн...
Хĕрсе калаçна хушăрах Астров сасартăк шăпланчĕ, унтан йăлт! кăна сиксе тăчĕ те, «Пăрахут, ачасем! пăрахут!» тесе, савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ.
Ун сассине ытти ушкăнри салтаксем те илтрĕç. Шавлă хускалу пуçланчĕ.
Астров хыпаланса чупкалама тытăнчĕ.
— Чимĕр-ха, каласа пĕтермерĕр эсир, — астутартăм ăна.
— Каçарăр, — терĕ вăл, ман енне çаврăнса, — ав, пăрахут килет, çакăнпа ман юрату историйĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать, вăл мĕнле пуласса хам та пĕлместĕп-ха.
— Ăланаймарăм-ха сире, Астров.
— Акă çыру — Лисук çырăвĕ... — Сержант кăкăр кĕсйинчем виç кĕтеслĕ конверт кăларса кăтартрĕ. — Анчахрах çартан таврăннă вăл, халĕ мана, ав, хăнана чĕнет. Çырăвĕнче леш тĕлĕк пирки те асăннă: «Йăлтах чăн пулчĕ вăл, тĕлĕк мар... Хăяймарăм ун чух сана тĕрĕссине пĕлтерме», — тет... Халь, акă, эпĕ те киле таврăнатăп. Манăн та Çĕмĕрле станцинче анмалла, Лисук патне пĕрлех кĕретпĕр, ун чух лайăхрах паллашăр. Халĕ пăрахут çине ларма хатĕрленер.
Эпир кайма пуçтарăннă хушăра пирĕн ума сар мăйăхлă, улăпла пысăк гвардеец килсе тухрĕ.
— А-а! — терĕ вăл пире курсан. — Кунта иккен эсир, мушкетерсем! Шыраса хăшкăлтăм...
Туссене виççĕшне те вăл пĕр ытама тытса пăчăртарĕ. Унтан ман енне çаврăнчĕ те çап-çут аттисемпе шаклаттарса чыс пачĕ:
— Гвардии старшина Гончарук!
Вара каллех хăйĕн тусĕсене ыталарĕ:
— Ну, тăванăмсем! Уйрăлатпăр эппин?... Миçе пин çухрам пĕрле утрăмăр... Ан манăр Гончарука, усал сăмахпа ан асăнăр... Ну, Ворончихин... Курмангалиев... Астров!.. Нихçан та эпĕ сире...
Пиçиххи çумĕнчи фляжкине вĕçертсе илчĕ те шăлавар кĕсйинчен гильза тĕпĕ кăларчĕ.
— Ну, шăллăмсем... Ăмăрткайăксем... ачамсем!..
— Лайăх сыхла эс, батько, Порт-Артура! Асту, ан авăн кăштах çилĕ вĕрнипе, — терĕç виçĕ сержант.
— Лайăх ĕçлĕр эсир унта... Тăван çĕршывра! Эпир кунта яланах сыхă пулăпăр, —тавăрчĕ старшина. Вара пурне те ыталаса чуптурĕ те мăйăхне хĕрхенмесĕр турткалама пуçларĕ. Куçĕсем шывланчĕç унăн... Виçĕ тантăш ăна ыталаса илчĕç те юратнă юррине юрласа ячĕç.
Старшина куçĕсенчен икĕ тумлам куççулĕ пăчăртанса тухрĕ, Гончарук та, манран именсе, çаврăнса тăчĕ те куçĕсене гимнастерка çаннипех шăлса илчĕ, ним чĕнмесĕр, тантăшсене юлашки хут ыталаса чуптурĕ, такам çине тарăхнă пек е тем çухатнă пек, аллине хытă сулчĕ те хăвăрт аяккалла уттарчĕ...
Пирĕн пăрахут тинĕсе тухнă чух портран тÿпенелле ракета ярăнса хăпарчĕ: куна Гончарук, пире салютласа, ракетницăран печĕ. Вăл халăхран аякра, пĕр çÿллĕ чул ту çинче, чылайччен алă сулса тăчĕ, юлашкинчен курăнми пулчĕ.
Порт-Артур та куçран çухалчĕ. Сывă пул, мухтавпа паттăрлăх хули — вырăс салтакĕсен чапĕ! Сывă пулăр, паттăр гвардеецсем! Сывă пул, Гончарук!
Сарă тинĕс хумĕсем çийĕн тăван юра мăнаçлăн та илемлĕн янăраса кайрĕ:
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та
Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн
Кăштах çилĕ вĕрнипе...
1946—1948.
Порт-Артур — Шупашкар.
Порт-Артур — Шупашкар.