Тÿпе!
Тупа пур ман:
çăла сурман,
шăла шартса шăлан çимен,
çÿлтен ÿкмен,
çÿле сикмен
/вĕçме килмен!/ —
пÿкле вилмен:
шăрт май шăлатăп шăпана.
Шăп ана.
Тÿпе ăна —
хуппи пек —
шăп кăна.
Анчах... сăна —
/пăхма хăрамалла сăнна!/ —
пуçу çине ÿкет ту пек —
тÿпе.