Кĕтетĕп çăлăнăç ][ Iossĕf Trer / Иосиф Трер

Кĕтетĕп çăлăнăç ултавпа тулнă хутлăхра.
Кĕтетĕп çăлăнăç
Вилĕмпе мăшкăл пуçпулса тăнă тăрăхра.
Чан сассипе килнĕ Вилĕм
Чан çапакан мăйне пăяв яврĕ.
Чан сăмахĕпе килнĕ Мăшкăл
Икçĕр çултан каçхи пăшал сассипе
Янăрарĕ.
Каçхи пăшал сассипе Хĕвел суккăрланчĕ.
Суккăр Хĕвел айĕнче,
Вилĕмпе Мăшкăл хушшинче,
Курăкран, йывăçран вăтанса,
Асатте-асаннене манса,
Хамăртан хамăр намăсланса,
Хамăра хамăр хур туса,
Сутса,
Çунса кайнă ĕмĕрсен ятне-шывне,
Çунса кайнă пурăнăç ĕмĕлкине
Тĕлĕкре те пулин асилме хăраса
Çÿретпĕр.
Шăл çыртса çапăçнă, чан сассине хирĕç тăнă
Асаттесем асран тухнă.
Чан сасси хупланă Хĕвел айĕнче,
Çылăхпа тулнă хутлăх лаппинче
Çылăх каçарттаракан Эсрелпе вылять.