Чăвашъен ][ Иосиф Трер / Iossĕf Trer

I
Çухалчĕ уйăх, пĕлĕт хăлаçланчĕ,
Умри йăмралăх
Чулланса шăпланчĕ.

II
Тинĕсри хумсем-ши çырмисем?
Макăран чулсем-ши йăмрисем?

Хумĕсем хускалмаççĕ.
Чулĕсем сас памаççĕ.
Çырмари çăлĕсен
Куçĕсем пăрланаççĕ.

III
Ĕмĕрĕмĕр каçпа кун хушшинче:
Тĕлленнисем кун çутинче ирлеççĕ.
Пурăннисем каç хуринче çĕтеççĕ.

IV
Тараççĕ пахчаран саркайăксем,
Кунта ним ĕç те çук пулас вĕсен.
Каяççĕ харама ыр ĕмĕтсем,
Хăватсăр пулчĕç-тăр яш ĕмĕр аллисем.

V
Нимрен те ан хăра,
Çутă шыранă чух эпĕ санпа.
Ишĕлнĕ шанчăк куписене сире-сире
Шупашкарсем те çĕрпÿсем ĕçленĕ чух
Эп вĕсемпе.
Шыра. Çутă шыракан тупать.
Ишĕлчĕк айĕнчен тухнисем
Хĕвеле пÿрнепе тĕллемеççĕ.

VI
Суккăрланса юлсан,
Хĕрĕх Чалăш Хĕрлĕ Ту çути юлĕ.
Чĕлхесĕре тухсан,
Хĕрĕх Чалăш Хĕрлĕ Ту ахлатăвĕнче сассăм пулĕ.
Пурнăçăма туртса илсен,
Хĕрĕх Чалăш Хĕрлĕ Ту манăн юпа пулĕ.
Асапăма йăтĕ.

VII
Тунсăх - ман пурлăхăм,
Савнăç - сайра килекен сар хăна.
Эпир çеç пĕр вĕçсĕр пĕрле, Хĕрлĕ Тăвăм,
Ĕмĕр чĕрĕ юлмалăх ыратăвăм.
Эс сас пани - чĕре уçланкинчи
Чи тарăн йĕр, чи çÿллĕ йывăç,
Чи йÿçĕ çимĕç.
Эпир тÿснĕ те чăтнă,
Тÿсмелли-чăтмалли тата пулĕ.
Пирĕн иртнĕ хура кунсене
Кайăксем тинĕсе кайса пăрахаççĕ,
"Мăйĕ çинçе хĕлĕх пек..."
Вĕсем çĕклейменни пуçăм çине ÿкет.
Юлашки кун çути йăлтлатса сÿниччен
Эпĕ пулăп санпа, Хĕрлĕ Тăвăм.

VIII
Пур пирĕн халăхра аваллăх тымарри,
Тен, çавăнпа юнра малашлăхсен юрри?
Пур пирĕн чĕрере сипленейми суран,
Тен, çавăнпа тĕнче кĕрлет ăшра ялан?
Аттесĕр юлнисем пур пирĕн ăрура,
Тен, çавăнпа вĕсем паян та хуралта?


Эй, ыр ял-йыш та хула-йыш!
Ыр тăвансем те тусăмсем!
Сире юрас тесе, сăмахăм варрине
Суя варса, Сире хур тумăп.

Х
Несĕлсен хĕрлĕ юнлăхĕ,
нĕрлĕ тунсăхĕ,
савнăçĕ
Вĕрилетĕр ăса та,
чуна та
юна.
Çичĕ ĕмĕр çич мăшкăлĕ,
тутăх сăнчăрĕ,
кăшăлĕ
Чăнкăртаттăр манра та, санра та
ванса.

Сас кăлартăр чăвашлăхăн
чăтнă чăнлăхĕ,
çынлăхĕ -
Вăл çĕр çийĕн çĕкленнĕ
тĕнче çÿппи мар!

Тĕвĕлентĕр пуласлăхăн
ирĕк чĕрлĕхĕ,
пурлăхĕ -
Çын ачи çын таптанă
çул çинчи
тусан мар!