Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Пин юрруна хавхаланса юрлатпăр.
Кашни сăвву ас илтерет ĕнче,
Чун çекĕлне, шăрçаласа çакатпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Сан ятупа малашлăха утатпăр.
Асаплă та мухтавлă çĕр çинче
Сан ятупа çĕн урамсем уçатпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Тăпру çине чечек çыххи хуратпăр.
Сан умăнта пуçне таять тĕнче.
Иртнийĕ витĕр ырана куратпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Йывăр тăпру сан çăмăл, канлĕ пултăр.
Чăваш поэзийĕн çÿл тÿпинче
Сан хĕвелÿ ялан çутаттăр! култăр!
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!