Пултарни 23

23

(1) Сарра çĕр çирĕм çичĕ çул пурăннă: Сарра пурăннă кунçул çакă;
(2) Сарра Ханаан çĕрĕнче, [айлăм çĕрти] Кириаф-Арба текен вырăнта, вилнĕ, халĕ ăна Хеврон теççĕ. Авраам Саррăшăн макăрма, уншăн хурланса хÿхлеме пынă.
(3) Унтан Авраам хăйĕн вилнĕ арăмĕ патĕнчен кайнă та Хет ывăлĕсемпе калаçса вĕсене каланă:
(4) эпĕ сирĕн патăра ютран килсе ларнă çын; вилнĕскерĕме куçăм умĕнчен пытармашкăн мана хăвăр çĕрĕрте тупăк валли вырăн парсамăр, тенĕ.
(5) Хет ывăлĕсем Авраама хуравласа каланă:
(6) эй хуçамăр, пире итлеха; эсĕ пирĕн хушшăмăрта Турă лартнă пуçлăх; вилнĕ арăмна пирĕн виле пытаракан çĕрти чи лайăх вырăна пытар; санăн вилнĕ арăмна [унта] пытармашкăн пирĕнтен никам та сана пытармалли вырăн парас мар темĕ, тенĕ.
(7) Авраам тăнă та çав çĕр халăхĕ умĕнче, Хет ывăлĕсем умĕнче, çĕре çити тайăлнă;
(8) [Авраам] вĕсемпе калаçса каланă: эсир манăн вилнĕскерĕме пытарттарма килĕшетĕр пулсассăн — итлĕрха мана: Ефронран, Цохар ывăлĕнчен, маншăн ыйтăрха,
(9) вăл мана хăйĕн хирĕ вĕçĕнчи Махпела теекен сăрт хăвăлне патăрччĕ, çын пытармашкăн мана ăна пысăк хакпа сирĕн умăрта пуçĕпех патăрччĕ, тенĕ.
(10) Ефронĕ вара Хет ывăлĕсем хушшинче ларнă; хет çынни Ефрон хăйĕн хули хапхинчен кĕрекен мĕнпур Хет ывăлĕсем илтмелле Авраама хуравласа каланă: иçук, хуçамăм, итлеха мана: эпĕ сана хирне те, çав хирти сăрт хăвăлне те паратăп, хамăн халăхăн ывăлĕсен куçĕ умĕнче ăна сана парнелетĕп, вилнĕ арăмна пытар, тенĕ.
(12) Авраам çав çĕр халăхĕ умĕнче çĕре çити тайăлнă та
(13) çав çĕрти [пĕтĕм] халăх илтмелле Ефрона çапла каланă: килĕшетĕн пулсассăн, эпĕ сана хиршĕн кĕмĕл паратăп; илсемччĕ манран, эпĕ унта вилнĕскерĕме пытарам, тенĕ.
(14) Ефрон, Авраама хуравласа, ăна каланă:
(15) эй хуçамăм! итлеха мана: çак çĕр тăватçĕр сикль кĕмĕл хакне тăрать; манпа саншăн мĕн вăл? вилнĕ арăмна пытар, тенĕ.
(16) Авраам Ефрон сăмахĕпе килĕшнĕ; унтан Авраам Ефрона, лешĕ Хет ывăлĕсем илтмеллех мĕн чухлĕ ыйтнă, çавăн чухлĕ — сутуилÿ тăвакансем хушшинче çÿрекен кĕмĕл виçипе тăватçĕр сикль — виçсе панă.
(17) Çапла Ефрон хирĕ — Махпела патĕнчи, Мамре тĕлĕнчи хир — хирти сăрт хăвăлĕ, хирти тата ун таврашĕнчи пĕтĕм йывăç та
(18) хула хапхинчен кĕрекен мĕнпур Хет ывăлĕсен куçĕ умĕнче Авраам çĕрĕ пулса тăнă.
(19) Çакăн хыççăн Авраам Саррăна, хăйĕн арăмне, Махпелăри Мамре тĕлĕнчи хире, çавăнти сăрт хăвăлне, пытарнă, халĕ вăл Ханаан çĕрĕнчи Хеврон пулать.

(20) Çав хирпе çав сăрт хăвăлĕ, çын пытармашкăн Хет ывăлĕсенчен Авраам аллине куçса, çапла унăн харпăрлăхĕ пулса тăнă.