Пултарни 22

22

(1) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Турă Авраама сăнанă-тĕрĕсленĕ, ăна: Авраам! тенĕ. Вăл: эпĕ кунтах, тенĕ.
(2) Турă каланă: хăвăн ывăлна, хăвăн пĕртенпĕр савнă ывăлна, Исаака, ил те Мориа çĕрне кай, унта Эпĕ сана кăтартас пĕр ту çинче ăна, ывăлна, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿр, тенĕ.
(3) Авраам ирхине ирех тăнă та ашакне йĕнерлесе тăратнă, хăйпе пĕрле икĕ тарçине тата хăйĕн ывăлне Исаака илнĕ; пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме вутă çурнă, вара çийĕнчех хăйне Турă каланă вырăна тухса кайнă.
(4) Виççĕмĕш кунне Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та çав вырăна аякранах курнă.
(5) Авраам хăйĕн тарçисене каланă: эсир çакăнта ашакпа пĕрле юлăр; эпир, ывăлăмпа иксĕмĕр, çавăнта кайса Турра пуççапăпăр та сирĕн пата таврăнăпăр, тенĕ.
(6) Авраам, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмешкĕн вутă илсе, ăна Исаакăн, хăйĕн ывăлĕн, хулпуççийĕ çине хунă; аллине вутчуль тата çĕçĕ тытнă та, иккĕшĕ пĕрле кайнă.
(7) Исаак хăйĕн ашшĕпе Авраампа калаçа пуçланă, вăл: аттем! тенĕ. Лешĕ: ывăлăм, эпĕ кунтах! тенĕ. Исаак: акă вутчуль те, вутă та пур, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿме путекĕ ăçта? тенĕ.
(8) Авраам каланă: ывăлăм, пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли путеке Турă Хăй кăтартĕ, тенĕ. Вара иккĕшĕ пĕрле малалла кайнă.
(9) Вĕсем Турă каланă вырăна пырса çитнĕ; унта Авраам парне вырăнĕ тунă, вуттине купаласа хунă, хăй ывăлне Исаака çыхса, ăна парне вырăнĕ çине, вутă çине, вырттарнă.
(10) Авраам çĕçĕ тытнă та ывăлне пусас тесе аллине çĕкленĕ.
(11) Анчах ăна Çÿлхуçа Ангелĕ тÿперен чĕнсе каланă: Авраам! Авраам! тенĕ. Авраам: эпĕ кунтах! тенĕ.
(12) Ангел каланă: ачу çине аллуна ан çĕкле, ăна нимĕн те ан ту; халĕ ĕнтĕ Эпĕ эсĕ Турăран хăранине пĕлетĕп: эсĕ Маншăн хăвăн ывăлна, хăвăн пĕртенпĕррескерне, хĕрхенмерĕн, тенĕ.
(13) Авраам пуçне çĕклесе пăхнă та курах кайнă — акă хыçалта пĕр така, чăтлăхра мăйракипе çакланнăскер. Авраам пынă та, такана илсе, ăна хăйĕн ывăлĕ [Исаак] вырăнне пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.
(14) Çав вырăна Авраам Яхвеире* {* Çÿлхуçа курĕ.} тесе ят панă. Çавăнпа халĕ те: Яхве тăвĕ çинче курăнĕ, теççĕ.
(15) Çÿлхуçа Ангелĕ Авраама тÿперен иккĕмĕш хут чĕнсе каланă:
(16) Çÿлхуçа çапла калать: Хампа тупа тăватăп, çак ĕçе тунăшăн, [Маншăн] хăвăн ывăлна, пĕртенпĕррескерне, хĕрхенменшĕн
(17) Эпĕ сана пиллесех пиллĕп, санăн вăрлăхна йышлăлантарнăçемĕн йышлăлантарăп, ăна тÿпери çăлтăрсем чухлĕ, тинĕс хĕрринчи хăйăр чухлĕ тăвăп; санăн вăрлăху хăйĕн тăшманĕсен хулисене туртса илĕ;
(18) эсĕ Манăн сăмахăма итленĕшĕн санăн вăрлăху урлă çĕр çинчи пур халăх та пиллĕх илĕ, тет, тенĕ.
(19) Авраам каялла хăйĕн тарçисем патне таврăннă, вара пурте пĕрле Вирсавияна кайнă; Авраам Вирсавияра пурăннă.
(20) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Авраам патне хыпар çитернĕ: акă Милка та Нахора, санăн тăванна, ывăлсем çуратса панă:
(21) малтанхи ывăлĕ Уц, унăн шăллĕ Вуз, Арам ашшĕ Кемуил,
(22) Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил çуралнă, тенĕ;
(23) Вафуилран Ревекка çуралнă. Нахора, Авраам тăванне, Милка çак сакăр [ывăла] çуратса панă;

(24) тата унăн çумарăмĕ, Реума ятлăскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана çуратса панă.