Хуçса хăварасшăн амантрĕç. Сăлтавсăр.
Амантрĕç этемлĕх ятне те манса.
Кĕрешрĕç, сулмаклă сăмах тупаймасăр,
Çемçе чĕрери хĕлĕхсем авăнса.
Каллех тарăхатăп, сывлатăп эп ассăн,
Çапах та санах ĕненетĕп, этем.
Чулланнă чĕре кашнинчех тĕл пулсассăн,
Паян çак самант, çакăнтах эп пĕтем.
Шутлаттăм: ман пурнăçăм тăп-тăрă ирлĕ,
Ăнлантăм, çав тăрăлăх çыншăн сахал.
Таса пурнăçра кĕрешÿçĕ те кирлĕ.
Кĕрешĕп. Çут ĕмĕтĕм, пар эс вăй-хал.