Меречен ][ Геннадий Юмарт / Kennatĕj Jumart

Мереченĕм, Мереченĕм,
Эсĕ мар-и вăл Мерчен?
Шурă Атăл çĕрĕнче-мĕн
Эс çĕкленнĕ çĕнĕрен.

Капкасран хăпса хăпарнă
Упранса юлас тесе,
Хĕсĕнсе пытаннă ларнă
Вар-вăрманлă кĕтесе.

Ту тăрне хӳме хăпартнă -
Пик валли кирлех карман.
Вăрманта тупса кăтартнă
Чӳк тума патвар юман.

Сиплĕ ик çăл куçĕ сивĕ, -
Шывсăр пурнăç-и вара?
Шăнкăртатнă тăрă шывĕ
Пĕчĕк ту йĕри-тавра.

Анăç енĕн варĕ урлă
Панă çĕр тăван йăха...
Пурăнма кунта та хурлă
Пулнă, ахăр, халăха.

Тăвансем те хирĕç тăнă,
Вăй илсе каять Сăвар.
Тăшмантан та лекнĕ сăнă,
Арапланнă хан хаяр.