Черетре ][ Ямахат Мишши / Jamahat Mišši

кулăшла калав

Ĕнер пĕр кĕтмен-туман çĕртен пăтăрмаха лекрĕм. Пыратăп хайхи утса. Пăхатăп — малалла ниепле те иртме çук. Умра сарлака хул-çурăмлă икĕ арçын тăра парать. Тăп! чарăнтăм. Ман хыçа татах çынсем пырса кĕпĕрленчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — вăрăм черет пулса тăчĕ. Пурте пăлханма тытăнчĕç. Мĕн пулса иртет, никам та ăнланса илеймест.
— Мĕскер сутаççĕ? Мĕн черечĕ ку? Авари пулнă-и? Тен, такама вĕлернĕ?
Эпĕ ниçталла та каяймастăп. Сылтăмра акаци тĕмĕ, сулахайра та акаци, умра — иккĕн, хыçалта — шучĕ те çук этем. Кун пек чухне мăн-мăн-мăн асаттесем мĕн тунине аса илме пуçларăм. Сĕм авалхисем — чукмарпа пуçран çапнă та, ĕçĕ те пĕтнĕ. Пытарса та аппаланман. Эпĕ вара аран-аран сăмах хушрăм:
— Ирĕк парсамăр!
— Хăвах иртсе каятăн, — терĕ пĕри çаврăнса та пăхмасăр. Чăнах та, мĕн ыйтса чăрманмалли, трамвай мар вĕт.
Пĕр утăм турăм çеç — мана темĕнле вăй çӳлелле вĕçтерсе ячĕ, акаци тĕмĕ çине улăхрăм-выртрăм. Кайăк пулсан-и?.. Ярăнса çӳрĕттĕм сывлăшра, анчах мана ку вĕçев пĕртте килĕшмерĕ.
Икĕ арçын ман çинчен манса кайсах хăйсен калаçăвне малалла тăсрĕ. Халăх кĕр те кĕр кĕрлет. Кашниех кунта мĕн пулса иртнине пĕлесшĕн.
— Икĕ килограмран ытла ан парăр! Илтетĕр-и: икĕ кило çеç!
Пĕр карчăкăн куççуль те тухрĕ. Çитмесрен хăрать-тăр.
— Унта çуйăнсене пакурпах тытаççĕ, — терĕ пĕр арçынни.
— Суятăн, — сиввĕн пăхрĕ тепри.
— Ак çакăн пеккисене, — аллисене сарса кăтартрĕ лешĕ.
Çав хушăра хăй хыçĕнче такам тăнине асăрхарĕ.
— Эсĕ тата мĕн тăватăн унта? — ыйтрĕ çиллессĕн. — Аха, вăрттăн сăнатăн апла!
— Канатăп, — терĕм кĕскен.
— Унччен мĕн турăн кунта?
— Дельтопланпа вĕçрĕм, — хуравларăм йăвашшăн.
— Пăх-ха, мĕнле лайăх вырнаçнă вăл! Летчик!
— Туртса антарăр ăна унтан! — кăшкăрчĕ тахăшĕ. — Черетсĕр илесшĕн, путсĕр!
Çав хушăра пĕри хулпуççине хускатрĕ те, асфальт çине пăн-н персе антăм. Тăрас тетĕп — тăраймастăп. Çынсем ман урлах таçта ыткăнаççĕ. Хăшĕсем нимĕн те лекмерĕ тесе кулянаççĕ.
Эпĕ вара куççуль витĕр кулса выртатăп.