Силпи ][ Ухсай Яккăвĕ / Uhsaj Jakkăvĕ

Силпи улăхне кайса
Ешĕл варăш кĕпçинчен
Шăхлич турăм, каласа
Лартăм шурă чул çинче.

Каларăм эп каласса,
Анчах манăн шăхличе
Илтнĕ пек, ума тухса
Тăчĕ иртнĕ кив тĕнче.

Эпĕ мар, кĕтӳç ачи
Иванов кĕнекинче
Ларнă пек, Силпи тĕнчи
Килсе кĕчĕ шăхличе.

Шăпчăксем пĕр харăс пин
Кĕрсе ларчĕç шăхличе.
Тăчĕ шыв ăсса Нарспи
Çӳллĕ валак пуçĕнче.

Элчел хура пуласса
Хальхинче пĕлменнипе
Шĕвик-шĕвик шăхăрса
Анчĕ Сетнер лашипе.

Силпири Тукас каччин
Сар мăйăхлă тутисем
Шăхăрнă чух шăхличин
Хĕпĕртерĕç кĕввисем.

Савăнтăм та эпĕ шух
Лартăм шурă чул çинче,
Хам ура тапса ун чух
Вĕртĕм варăш шăхличе.

Лашине шăваракан
Çамрăк Сетнерпе пĕрле
Хаваслантăм та кăн-кан
Пăхрăм эп тӳпенелле.

Куртăм пĕлĕт хушшинче
Пĕрхĕт-кайăк вĕçнине,
Ун мĕлки те шыв çинче
Пăнчă пулса ишнине.

Каччăпа хĕр калаçни
Илтĕнчĕ ман кĕвĕре,
Икĕ чун та хуçăлни
Йĕрсе ячĕ шăхличре.

Тамăкри пек кив тĕнче
Хамăн чуна çурнăран
Эпĕ варăш шăхличе
Тытса çуртăм çурмаран.