Тĕлĕнмелле сăмахсем ][ Борис Борлен / Poris Porlĕnn

Чăваш аваллăхĕ — Сăвар,
Çак сăмаха сума сăвар!

Лартнă çĕнĕ кил-çурта
Кĕмелле çутса çурта.

Сана калатăп тепĕр хут:
Ку маншăн питĕ кирлĕ хут,
Кăмакана унпа ан хут.

Çĕн кĕпе ан пултăр тăвăр,
Çухине те ирĕк тăвăр.

Кил-çуртра кирлех вĕрен,
Эс ăна явма вĕрен.

Çурĕ-çурĕ шурă юрĕ,
Юрпике тумашкăн юрĕ.

Питĕ лайăх пăхăр:
Кĕмĕл мар ку — пăхăр.

Урамра сив çил вĕрет,
Йытă каçăхса вĕрет,
Хуранта яшка вĕрет.

Пысăк, çутă пирĕн кил,
Хăнана чĕнсен — эс кил.

Ытлашши мĕнех кĕтес,
Пурăнма пулсан кĕтес!

Пит ăста платник-тутар,
Эс ăна сĕтел тутар.

Ан ĕрчетĕр тесен таракан,
Эрĕм хур. Вăл унтан таракан.

Кашниех тĕп-тĕрĕс пĕлтĕр:
Чи мала вăл тухнă пĕлтĕр!

Ытлашши текех ан хĕр,
Çывăрать ав пĕчĕк хĕр.

Сив шывра ытла ан шăнăр,
Нихăçан та туртмĕ шăнăр.

Юхтарать пиччеçĕм сулă
Атăл тăрăх çуркунне,
Килĕ вăл илсе парне —
Ман валли вĕр-çĕнĕ сулă.

Штемпльти хура пусма
Пит паха пичет пусма.

Авалхи эрешлĕ тĕкĕр...
Тарлă аллăрпа ан тĕкĕр.

Тасатма пустав илем,
Тĕкĕре кÿрем илем.

Çĕн çурта кĕрекене
Ларт малтан кĕрекене.

Çумăрта йĕпенчĕ çурăм.
Кĕпене килсессĕн çурăм.

— Ташăра та, çук, ан парăн!
— Чи мала тухсан мĕн парăн!

Çурăмран лексессĕн йĕтĕр,
Кам-ха кăшкăрса ан йĕтĕр!

Шыв сапсассăн, чÿк тусан,
Урамра вĕçмест тусан.

Шыв хĕрринче ÿсет çÿçе:
Асилтерет кăтра çÿçе.

Çук, тăмасть вăл пĕр пуса
Вăхăтра татман пуса.

Пĕвере хутаççĕ кантăр,
Сÿс пулмашкăн йăштăр, кантăр.

Питĕ капăр пирĕн кас,
Йывăçсене эс ан кас.

Тахçанах вĕрет хуран,
Вутă урăх ма хуран?

Вăрманта пур пысăк вар,
Каçаймастăн çав вăр-вар.

Кĕтÿçĕн алли те пушă,
Вăл ĕнер çухатнă пушă.

Ӑшă çилĕ вĕрнĕ май,
Чи илемлĕ уйăх — МАЙ!

Пушхирте пĕр вĕçсĕр хăйăр,
Пĕр-пĕччен кайма ан хăйăр.

Хăвăртрах, ачам, утар,
Инçех мар кунтан утар.

Хĕрелсе хăпарчĕ тухăç.
Ӗçĕмре пулать-ши тухăç!

Пахчана хĕл лартнă кĕрт,
Кил-çурта сивве ан кĕрт.

Çăм çиппи пулсан йĕпе,
Çăмăл мар тирме йĕпе.

Шăпчăк шăхăрать чап-чап!
Чăнахах илесшĕн чап.

Хăтлансан икĕ питле, —
Çав çынна куçран питле.

Халăх тухнă сухана,
Ӗçлĕ кун илемлĕ.
Эпĕ те хам сухана
Çумласа илем-и!

Çапрăн, лартрăн пĕр пăта,
Чăтĕ вăл ик-виç пăта.

Тухăçлă пăрçи, тулли,
Пулмисем пурте тулли.

Хурăн тăкрĕ çулçине
Сакăлталлă çул çине.