Хамăр ял ][ Юрий Ковалёв / Jurĕj Koval'of

Тăван çĕр çинче
Чаплă ял ларать.
Хĕвел айĕнче
Юрă янăрать.

Кĕвви ян каять,
Сас вĕçет инçе.
Халь чăваш юрлать
Хамăр ял çинчен.

Ял йĕри-тавра
Тырă ешерет.
Кӳлĕри шывра
Кайăк-хур ишет.

Çурхи вăрманта
Куккук авăтать.
Нумай çул тата
Пурăнма хушать.

Тăван ял-йышпа
Пурăнасчĕ-ха.
Ырă кăмăлпа
Хутăшасчĕ-ха.

Турри пиллесен
Пулĕ-ха кун-çул.
Çамрăк ăрусен
Уçă пултăр çул.