Ял гороскопĕ ][ Е. Брускова / J. Pruskovă

Çурхи кун уйра-мĕн СУРĂХ,
шăтса тухнă симĕс курăк...
Мĕкĕрет хăватлăн ВĂКĂР:
Мĕн тери эп вăйлă - пăхăр!
ЙĔКĔРЕШСЕМ çуммăн ларнă,
Çиме кашăк та кăларнă.
Сăрапа РАК питĕ тутлă,
Кӳлĕре, шел, юлнă шутлă...
Артельпе хуçа-мĕн АРĂСЛАН:
Ун валли пĕр выльăх та юлман...
Куçне хывнă ХĔР çине вĕл,
Тулĕ-ха унпа та кăмăл!
ТАРАСА çине хĕр тăнă —
Хăш самантра мăнтăрланнă?
СКОРПИОН — кăтра Антун,
Кампа пултăн-ха? Ан тун...
УХĂÇĂ эп, тет, хăюллăн:
Пулас килчĕ ашшĕ манăн.
ТУ КАЧАКИ ун савнийĕ,
Мăйрака лартать варлийĕ...
Çуттине куллен çăтатăн:
ШЫВ ТĂКАН вăл - мĕн ыйтатăн?..
Урăх нимĕн те пĕлместĕп —
ПУЛĂ евĕрех чĕнместĕп...