ТУ ЕНЧИ ÇĔРШЫВ
Пирĕн енче хурамалăх,
Хурамалăхра хурт сырать,
Хурт сырать те пыл тăвать;
Пырсам, пырсам, пиччеçĕм,
Пыллă сăра ĕçмешкĕнĕ
Пирĕн енче çăкалăх,
Çăкалăхра пушăтлăх,
Пырсам, пырсам, шăллăмсем,
çав пушăта касмашкăнĕ
Пирĕн енче çаранлăх,
çаранлăхра çырлалăх,
Пырсам, пырсам, йăмăксем,
çав çырлана пуçтармайĕ
Чăваш халăх юрринчен
1. ÇУНАКАН УХĂ ЙĔППИ
Çĕлен эрни хыççăн çанталăк тепре уяртса пăрахрĕ — ку таврара кашни кĕркуннех пулакан ăшă кунсем персе çитрĕç. Çак ватăлăх ăшши текен хăтлă вăхăт нумая пымасть, анчах унăн, кая юлса килекен юратăвăнни евĕр хăйĕн илемĕ, хăйĕн ытарайми элккенлĕхĕ пур; кĕрхи çутçанталăк чылаях йăмăх тĕслĕ, хăйне кура капăр та эрешлĕ пулсан та, чун-чĕрене ывăнтармасть, пусмасть — кантарать, уçăлтарать, çынна ырă шухăш-ĕмĕтсемпе хăпартлантарса тăрать. Уй-хир йăлтах пушанса юлнă ĕнтĕ, унта халь пĕр çĕмел-сурат çук, улăхра та утă капанĕсем сайра тĕл пулаççĕ; анчах ку кăмăла хуçакан çаралăх мар, çак вăхăтра сарă хăмăллă уй-хирпе ула-чăла курăнакан çаран çине çу каçиччен пĕр канмасăр тăрашнă ĕçченсем çине пăхнă пек пахатăн.
Вăрман тесен вара — вăл çуллахинчен те илемлĕ темелле. Халĕ вăл вĕçĕмсĕр тăсăлса каякан симĕс хÿме пек курăнмасть ĕнтĕ, унти кашни йывăç, çитĕннĕ хĕр евĕр, хайĕн сăнĕпе, хăйĕн кĕлеткипе палăрса тăрать. Аякранах уйăрса илетĕн — унта, ав, сап-сарă хурăнлăх, юманлăх, унта — хĕп-хĕрлĕ ăвăслăх, вĕренелĕх, лере — çуллахи пекех симĕс чăрăшсемпе ылтăн тĕслĕ хырсем. Атăл хĕрринчи чăтлăхра пилешпе палан тата шăлан çырлипе кĕтмел шĕл-кăваррăн çунаççĕ, вĕсем туй каччи пек тумланнă вăрмана çÿлтен те, аялтан та вут тивретме ĕмĕтленеççĕ тейĕн.
Ура айĕнче тин çеç тăкăнма пуçланă тап-таса çулçăсем тĕл пулаççĕ.
Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйăнакан çулçа алла илсе çавăркаласа пăхать е, такама пама хатĕрленнĕ пек, ăна кĕсйине чикет; тата пăртак кайсан, ăна паçăрхинчен те илĕртÿллĕрех çулçă курăнса каять, вăл чăтаймасăр ăна та илсе чикет.
Вăрмана пĕрремĕш хут килнĕ çын евĕр, Ахтупай ытти нумай япалана та ытараймасть. Акă вăл çултан инçе мар хитре шĕшкĕ тĕмĕ ларнине асархарĕ те ун çывăхне пырса тачĕ. Йĕри-тавра утса çаврăнса, каччă шĕшкĕ тĕмне панулми йываççине силленĕ пек силлерĕ. Çук, шĕшкĕ çинче мăйăр юлман ĕнтĕ, çĕре нимĕн те тăкăнмарĕ. Вара Ахтупай юнашар ларакан палан йываççи патне куçрĕ, пиçсе çитнĕ-и тесе, пĕр çырлине тутапса пăхрĕ. Палана татма иртерех-ха, Ахтупай, çăвара хыпнă çырла йÿçĕкне тÿсеймесĕр, хыттăн сурса кăларчĕ те васкамасăр хырлăха кĕрсе кайрĕ. Часах вăл кунта та ухă пĕкечипе чаваласа темскер шырама пикенчĕ. Хыр лăссипе типĕ çулçăсем айĕнчен сĕт пек шурă, йĕрĕлче пек çаврака кăмпа курăнса кайрĕ. Каччă ăна та татса илчĕ. Çитменнине, вĕсем кунта картипех иккен, Ахтупайăн вара ирĕксĕрех пуçĕнчи ялккасне хывмалла пулчĕ.
Ахтупай паян вармана хайĕн кăмăлĕпе килмен, амăшĕ ăна Упа варне хăмла татма янă. Хăй тĕллĕн килес пулсан, паллах, вăл çапла кăмпа е мăйăр шыраса çÿрес çукчĕ, тÿрех сунара каймаллаччĕ. Мĕн тăвас тетĕн, анне ирĕкĕнчен тухма юрамасть-çке!
Йĕкĕт амăше валли пĕр хутаç хăмла татнă ĕнте, халĕ вăл Атăл çумĕнче сукмакпа килнелле таврăнать.
Ял патне çитеспе каччă шыв хĕррине анса çăвăнса тасалма шутланăччĕ, анчах кăна тума ĕлкĕреймерĕ, кăшт çеç шатраланса юхакан шыв çине пăхрĕ те тĕлĕнсе хытсах кайрĕ: Атăл Леш енчен виçĕ пăши ишсе килеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем ишсе каçнăпа пĕрех ĕнтĕ, ывăннăскерсем, пĕтĕм вăя пуçтарса çыран патнелле, Ахтупай тăракан тĕлелле талпăнаççĕ.
Пăшисене хăратас мар тесе, каччă хăй вырăнĕнчен хускалчĕ те кимĕсенчен инçе мар ларакан тирек йывăççи хыçне кайса тăче. Пăшисем хăйсен йышĕпе каçаççĕ иккен – аçи, ами тата вĕсен кăçалхи пăрушĕ. Аçи шывран маларах тухрĕ те хыттăн кăна силленчĕ. Унăн çинçе урисем, тин çеç йывăçа пырса тăрăннă ухă йĕппи пек, чĕтренсе илчĕç. Кун хыççăн йĕри-таврана хаяррăн пăхса çаврăнса, пăши аçи тÿрех Ахтупай тăракан йывăç еннелле пăрăнчĕ. Вăл мĕкĕрнĕ пек сасă кăларчĕ, мăйракипе сĕкме хатĕрленсе, тирĕк йывăççи тавра Ахтупай хыççăн хăвăрт çаврăнма тапратрĕ. Каччă куна кĕтменччĕ, çавăнпа пăши аçи ăна самаях сехĕрлентерсе пăрахрĕ.
- Ан аташ эсе, айван! – тере вăл, ухă пĕкечипе хăмсарса. – Эп сана нимĕн те тумарăм-çке? Тасал, тасал кунтан!
Çак вăхăтра вăл нимĕншĕн те мар, шăмă вĕçлĕ ухă йĕпписем илсе тухманшăн тата яланхи пек кĕсъене çĕçе чикменшĕн ÿкĕнчĕ. Миçе пăт какай вĕçерĕнет ун аллинчен.
Пăши вăкăрĕ пĕр-икĕ хут хăваласа çаврăнчĕ те йăлăхрĕ; илемлĕ, вăрăм тата çăп-çăмăл урисемпе çĕре чаваласа каялла, хăйне кĕтсе тăракан пăши ĕнипе пăрушĕ патне чупрĕ.
Тепĕр самантран пăшисем çул айккинчи чăтлăхра курăнми пулчĕç.
Вĕсем хыççăн Ахтупай та килнелле çул тытрĕ.
«Халех аттене чĕнсе тухатăп та, юлан утпа йĕрлесе каятпăр,—терĕ вăл.—Çынсем куриччен шыраса тупмалла вĕсене, майлă вырăна хăваласа кĕртсе укракламалла». Укăлча хапхи умне çитеспе ялта нимле cac-xурa та илтĕнмест-и тесе чарăнса итлесе тăчĕ. Урамра шăпах пек, анчах — сунарçă лайăхах илтрĕ— вăрманта çывăхрах такамсем калаçаççĕ. Акă пĕри, çар çыннилле тумланнăскер, тĕмсем хушшинчен тухрĕ те Ахтупая кăчăк туртрĕ. Xăpaса ÿкнĕ каччă, аллинчи мĕн пур япалине халь-халь пăрахас пек, ун умне пырса тачĕ.
— Эс çак ял çынни пулатăн-и?—ыйтрĕ вăл вырăсла.
Ахтупай вăл мĕн каланине ăнланчĕ, анчах тавăрса калама пултараймарĕ. Ун вырăнне вăл, «çак ял çынни» тенĕ евĕр, пуçне çеç сулчĕ.
Çар тумĕ тăханни каялла çаврăнчĕ те пытанса тăракан юлташĕсене кунталла тухма паллă пачĕ, вара çул çине тата виçĕ çын, пĕвĕпе питĕ çÿллĕскерсем, тухса тăчĕç.
— Северьян, калаç, эс тутарла пĕлетĕн,— терĕ паçăрхи дружинник. (Ахтупай курчĕ ĕнтĕ, кусем вырăс дружинникĕсем пулчĕç.)
Северьян текенни, çĕмĕрт пек хура куçлă, кĕске мăйăхлă йĕкĕт, малтан Ахтупай çине куç шуррипе çеç пăхса илчĕ, унтан кăмăлне çемçетсе йăл кулчĕ, вара ун еннелле пĕр утăм туса
тутарла:
— Ялта иçниксем 2 çук-и?—терĕ.
— Ирхине çуккăччĕ,— тавăрчĕ Ахтупай хăйне кăштах чун кĕнĕ хыççăн.
— Эс иртенпе килте пулман апла?
— Пулман.
Кун хыççăн Северьян Ахтупайăн хăмла миххине аллипе тĕксе пăхрĕ те татах темскер пĕлесшĕн пулчĕ:
—Кала-ха, сирĕн ялта пĕр вырăс та пулин пурăнать-и хуть?
— Çук.
— Çук эппин. Тата çакна кала-ха, ырă çыннăм: кунтан Сăр шывĕ инçетре-и?
— Çывăх мар теççĕ.
— Мĕнле тухма пулать унта — Атăлпа çаврăнса каймалла-и е вăрманпа та тÿрĕ çул пур сирĕн?
— Кăрмăш çулĕ пур, пирĕн ялтан пĕр пилĕк сухрăмран иртет, — хĕвел анас еннелле кăтартрĕ Ахтупай. Сăмах-юмах пĕтрĕ пулĕ тесе вăл ăнсăртран тĕл пулнă çынсенчен пăрăнса кайма хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, анчах Северьян текенни, ун шухăшне пĕлнĕ пекех,
качча хул хушшинчен сăтартаттарса тытрĕ те:
— Ан васка, килне çитме ĕлкĕрĕн, тата ыйтмалли пур,—терĕ. Вăл, аллине каччă хул
хушшинчен илмесĕр, тепĕр дружинникпа тем çинчен калаçрĕ. Ахтупай сисрĕ: ĕç чĕрре кĕрет, вырăссем ăна тем тесен те Кăрмăш çулне кăтартма илсе каяççĕ. Ун хул пуççийĕ çинче тулли михĕ пуррине те пăхса тăмĕç.
— Кăрмăш çулĕ ак çак енче,—тепре тĕллесе кăтартрĕ вăл.—Тÿрех çавăнталла утăр.
— Çук, апла мар ĕнтĕ. Эс пире пăртак ăсат, — хирĕçлерĕ Северьян. —Миххÿне килне кĕртсе хур та каялла тух. Куратăп: эс ху та çар йĕкĕчĕ пулас çын, пулăш ĕнтĕ пире. Кăрмăш çулĕ патне çеç çитерсе хăвар.
— Ахтупай ним калама пĕлмерĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь тулли михĕпе вармантан таврăнакан çыннăн кун пек чухне?
Вырăссене пулăшас та килет, вĕсемпе вăрмана кĕрсе кайма та хăрамалла. Аслă çул таврашĕнче унта ялан иçниксем явкаланса çуреççĕ-çке. Вăл урăх сăлтав тупрĕ.
— Çук, пыраймастăп. Сире ăсатма кайнине пĕлсен мана Тукай кутăн çакать,—тесе хучĕ.
— Кам вăл Тукай?
— Пирĕн мăрса. Эпĕ ун çынни.
Северьян текенни Ахтупай сăмахĕсене аслăрах дружинника куçарса парасшăн пулчĕ.
—Эп ахалех чухласа илтĕм,—терĕ лешĕ.—Ку йĕкĕт мăрса çынни, вăл ирĕк памасăр ăсатма килĕшмест.
Дружинниксем мăкăр-мăкăр туса хăйсем хушшинче тем çинчен тавлашкаласа илчĕç. Вара Северьян татах тĕпчерĕ:
—Тукай вырăссене йышăнкалать-и, эсĕ курман-и?—терĕ.
—Йышăнать. Хай те вырăссем патне çÿрет.
Кăрмăшра унăн вырăс туссем те пур,—пĕлтерчĕ Ахтупай хăмла миххине çĕре лартса. Курчĕ вăл: дружинниксем сăн-питрен кăшт хавасланчĕç. Асли (каччă кайран пĕлчĕ, ăна Иван Дормидонтович тесе чĕнеççĕ иккен) Ахтупая çапла хушрĕ:
—Эс, шăллăм, халь мăрса патне чуп. Ăна пирĕн çинчен каласа кăтарт