Кÿршĕсем ][ Ваçлей Игнатьев / Vaşlej Iknatjăf

VULA TĔRĔSLESE JAKATNĂ KĂLARĂM.

TĔP VYRĂN: Chuvash.ru – Чăваш калавĕн виртуаллă антологийĕ. Борис Чиндыковăн пуххи. Çавăнтах афтăр çинчен çырнă: http://chuvash.ru/node/93

 
Калав


I

«Аппаçăм-аппа! Епле пулса тухрĕ-ха капла? Акă ĕнтĕ паян манăн кÿршĕ виççĕмĕш кун ĕçе каймарĕ: питĕрĕнсе ларнă та хăйĕн пÿлĕмне — никама та кĕртмесĕр, никампа та калаçмасăр ларать, апат та çимест, урама та тухмасть. Мĕн тумалла ăна? Çапах та эпĕ ун патне вăйпах кĕтĕм те мĕн пулни çинчен ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана — нихçан тĕлленмен япала! — сан çырăвна вулаттарчĕ, унта эсĕ ху часах Мускавра качча тухасси çинчен çырнă. Эпĕ сĕтел çинчи эрех кĕленчисене пуçтарса илтĕм те ăна хытă намăслантартăм. Вара вăл ырантан урăх ĕçместĕп, терĕ, ĕçе те тухăп, терĕ. Каçкÿлĕм больницăна кайсан, ун валли чирлĕ тесе бюллетень çырса килтĕм.

Пилĕк уйăх кÿршĕллĕ пурăнтăм хамăн кÿршĕпе, анчах вăл мана нимĕн те пĕлтермен: Мускавра эсир çывăх пулнине те, иксĕр пĕр-пĕрне юратнине те, иксĕр мĕн калаçса татăлнине те... Эпĕ санăн йăмăку пулнине вăл хăй малтанхи кунсенчех ăнкарса илнĕ, анчах çавна мана систермен те, каламан та... Эпĕ, çапла, нимĕн те пĕлмен: ман кÿршĕ ман аппан савнийĕ пулнă! Мускавран Шупашкара, Шупашкартан Мускава тăтăшах кăвак та, шурă та сарă конвертлă çырусем çÿренĕ, Мускавран çыраканни манăн аппа пулнă, Шупашкартан çыраканни манăн кÿршĕ пулнă... Анчах виçĕ кун каялла манăн юратнă аппам урăх çынна качча тухасси çинчен çырса пĕлтернĕ те, манăн кÿршĕ виççĕмĕш кун ĕнтĕ пуçне ниçта чикме пĕлмест... Аппаçăм-аппам! Епле пулса тухрĕ ку капла? Мĕншĕн сÿнчĕ-ха санăн юратăву хăвăр пĕр-пĕринчен аякра чухне? Е эсĕ ăна унчченех юратман пулнă-и вара? Тен, ăна юратмастăп тесе, йăнăшатăн эсĕ? Кая юлман пуль-ха - тепĕр хут тĕплĕнрех шухăшласа пăхмăн-и? Ытла та шеллетĕп-çке эпĕ Григорий Афанасьевича. Ман кÿршĕ вăл, ман... юлташ. Ахаль те çынни пурнăçра нумай инкек тÿсет — анчах хăйĕн чунĕ чĕркĕмĕл пек таса. Мĕн тери юратать вăл сана... Эпĕ халь килте, акă, пĕчченех ларатăп, санăн савнийÿ çинчен, хамăн кÿршĕ çинчен пăшăрханса шухăшлатăп... Каласа парам-и сана ун çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе? Эсир иксĕр çулталăка яхăн тĕл пулман вĕт-ха. Пĕлес килет пуль ĕнтĕ хăвăн чунунтан сивĕннĕ савнийÿ çинчен! Сана пула Григорий Афанасьевич, ав, виçĕ кун питĕрĕнсе пурăнать, эрех ĕçет, прогул тăвать. Анчах эпĕ ― ан тив, хам та ултавçă пулам! ― ăна бюллетень паратăп: ĕçет пулин те, çапах та вăл манăн кÿршĕ-çке-ха, ман аппан савнийĕ пулнă çын... Итле, каласа парам сана ун çинчен.

II

Пĕлетĕн ĕнтĕ, эпĕ, тин кăна институт пĕтернĕ çамрăк тухтăр, Шупашкара сакăр уйăх каялла ĕçлеме килтĕм. Часах мана кунта лайăх ĕç кăна мар, лайăх хваттер те пачĕç. Ачаллă тăлăх хĕрарăм тесе нумай кĕттермерĕç пуль ĕнтĕ. Хваттерĕ аслă урамра, карнисне чăваш тĕррипе тĕрленĕ пысăк чул çуртра. Пĕр пÿлĕмлĕ. Манпа юнашар хваттере вара Мускавран нумай пулмасть килнĕ инженер-строитель илнĕ, терĕç. Анчах вăл, хваттерне илнĕ пулин те, çаплах куçса килеймерĕ-ха. Хваттер панă кун шăпах хăйĕн йĕкĕреш тăванĕ вилни çинчен телеграмма илнĕ, тет, иккен. Çар çынни, капитан званиллĕ офицер, тет, унăн йĕкĕреш тăванĕ. Служба ĕçĕсене тунă чух вилнĕ имĕш... Паттăрла вилнĕ...

Болницăра хăш кун ирпе, хăш кун каçпа ĕçленĕ май, Мариçе эпĕ ача садне вырнаçтартăм: вăл унта эрнипех пурăнать, шăматкунсенче çеç киле илсе килетĕп. Анчах ăна курмасăр пурпĕрех пĕр кун та ирттермен: кашни кунах, майлă вăхăт тупса, ун патне йăпăртлăха кĕрсе тухатăп.

...Эрне иртсен, ман кÿршĕ килсе çитрĕ. Хурлăх çапнăччĕ ун сăнне витĕрех. Анчах çын, епле хурлăх пулсан та, пурнăçра малаллах утма тăрăшать çав, пĕри вилнишĕн теприн пурнăçĕ чарăнса лармасть. Ман кÿршĕ те хваттерне майлаштарчĕ, хăйĕн хусах пурнăçĕпе пухнă пур-çук пурлăхне тиесе килчĕ. Эпир унпа ик-виçĕ кун иртсен тин паллашрăмăр. Вăл та ĕçрен таврăнатчĕ, эпĕ те ĕçрен килеттĕм. Вара виççĕмĕш хута çитиччен пĕрлех хăпартăмăр та, вăл мана хăй ятне каларĕ, эпĕ хам ята пĕлтертĕм.

— Григорий Афанасьевич.

— Антонина... Антонина Васильевна.

Вăл килнĕренпе икĕ кун иртрĕ ĕнтĕ, эпир пĕр-пĕрне икĕ-виçĕ хут та курнă, халь тата ятсене те пĕлетпĕр, çавăнпа малашне, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, сывлăх сунма та юрать пуль тесе калаçса илтĕмĕр эпир харпăр хăй алăкне çăраççипе уçнă май. Çапла калаçнă вăхăтра унăн хурлăхлă питĕнче кăшт çеç... кăшт çеç салхуллă кулă палăрчĕ. Аппаçăм, эсир пĕр-пĕрне çулталăка яхăн курман, эсĕ унăн сăнне манса та кайрăн пуль, анчах сан вырăнта пулсан, эпĕ ăна манайман пулăттăм. Лутра та сарлакарах кĕлеткеллĕ вăл. Чиперри нимех те çук-и? Çапах та унăн салхуллăрах хăмăр куçĕсемпе ытла та хитре авăнчăк куç харшийĕсем сан кăмăлна кайнах пуль тетĕп. Анчах унăн илемĕ сăнĕнче çеç мар çав. Калаçнă чухне Григорий Афанасьевич çынна епле хăй тыткăнне ярса илет! Мĕн тери кăмăллă вăл, мĕн тери типтерлĕ, ăслă, сасси епле ăшăтса тăрать çыннăн чунне... Анчах ыттисен кăмăлне каясчĕ текен шухăш ун асне ĕмĕрне те пырса кĕмен пуль. Кулнă чухне асăрханă ĕнтĕ эсĕ унăн куçĕсене: мĕн чухлĕ ăшă кăмăл, çепĕçлĕх вĕсенче! Çилленнĕ чухне вара... Çилленнĕ чухне ун пек ялтăракан куçсене эпĕ халиччен ниçта та курман. Анчах ун чухне вăл пушшех те кăмăллă. Сăмахран, çав куçсем мана нихăçан та хăратса курман, мĕншĕн тесен вĕсенче — тĕрĕслĕх, тÿрĕлĕх.

Анчах малтанхи кунсенче Григорий Афанасьевич куçĕсенче ăшăлăх та, сивĕлĕх те марччĕ, вĕсенче — тулли хурлăхчĕ. Ун чухне кĕркуннеччĕ. Эсĕ çав кунсенче шăпах Египетран Мускава килсе çитнĕ пулнă та мана пирамидăсен çĕршывĕн парнине пĕчĕк пакетпа ярса панă. Пакетунта эпĕ пысăках мар çырупа ула-чăла пурçăн тутăр тупрăм. Те пуçа çыхмалли тутăрах вăл, те арчара усрамалли — эпĕ ăна çĕлеймерĕм. Хĕрлĕ пурçăн çинче тĕве те, пальма та, пуçне чалма чĕркенĕ араб çынни те, Самаркандри майлăрах çавра шĕвĕр тăрăллă пÿрт те пурччĕ. Анчах çырăву ытла та кĕскеччĕ санăн. Уйăх çÿресе те мана виç минут вуламалăх каласа паманччĕ эсĕ Нилпа Суэц çĕршывĕ çинчен. Каярахпа хаçатсенче вуларăм вара статьюсене, аппаçăм, чăн та, ăста журналистах çав тесе шухăшларăм савăнса.

Пакетна эпĕ вырсарникун илнĕччĕ. Вăл кунхине килте Мариç те пурччĕ, пуканесене тумлантармалла вылятчĕ. Çав кунхине хăйĕн килĕнче Григорий Афанасьевич та пулнă. Вăл чÿречерен урамалла пăхнă та чалăшшăн çапса çăвакан кĕрхи вĕт çумăр витĕр хура сунчăксемпе хÿтĕленнĕ çынсем пĕкĕрĕлсе утнине, çумăр çипписене чалăштаракан сивĕ çил çынсене те самаях чалăштарнине сăнанă. Çиле май каяççĕ-и вĕсем, çиле хирĕç каяççĕ-и — пурпĕрех пĕкĕрĕлсе утаççĕ, мĕншĕн тесен çиле хирĕç пынă чухне çав çумăртан питне, çиле май пынă чухне çав çумăртанах ĕнсине пытарасшăн тăрăшаççĕ. Çапла кантăкран пăхса тăнă та пĕкĕрĕлнĕ çынсем вĕт çумăр витĕр сунчăксемпе ирте-ирте кайнине курнă манăн кÿршĕ. «Эпĕ çак вăхăтра инженер мар, художник пулнă пулсан, тем тесен те чи малтан çумăр витĕр сунчăк йăтса утакан çынсене ÿкернĕ пулăттăм»,— тесе шухăшланă вăл, унтан тенкел çине ларнă. Çав кунхине тулта иртенпех вĕт çумăр пĕр кĕвĕллĕн чашлаттарса тăнăччĕ, чÿрече кантăкĕсем çинче йăр-йăрăлтатса çумăр юхнăччĕ... Инçетелле пăхсан, инçет лайăх курăнмасть, урам тепĕр енчи çуртсем те тĕксĕммĕн çеç палăраççĕ. Пÿлĕмре Григорий Афанасьевич пĕр-пĕчченех пулнă. Паллах, урăх япаласем те пулнă-ха ĕнтĕ: сăмахран, сĕтел-пукан, диван пулнă, сĕтел çинче хаçат-журналпа кĕнекесем выртнă. Ун куçне мĕн курăннă, çавсем пÿлĕмре йăлтах пулнă, ун куçне мĕн курăнман - вĕсем те пурпĕрех пулнă: сăмахран, шăплăх пулнă. Куçа курăнакан сĕтел-пукан пурри те, куçа курăнман шăплăх пурри те ăна кансĕрлемен, мĕншĕн тесен вăл кантăк çинче тул енчен йăсăркка çумăр шывĕ йăр-йăр йăрăлтатса юхнине сăнаса ларнă. Ларнă вăл çапла хускалмасăр, анчах ăшĕнче хăйĕн вут çуннă... Вăл пĕр эрне каялла йĕкĕреш тăванĕн ванса пĕтнĕ ÿтне пытарнине ниепле те куç умĕнчен сирсе ярайман, ун пуçне асаилÿ хыççăн асаилÿ килсе тăнă, паян вара, паян... вĕсем иккĕшĕ те — йĕкĕреш тăвансем — вăтăр çул тултарнă, анчах вĕсенчен пĕри çĕр айĕнче выртнă... Григорий Афанасьевич шăлне çыртнă, мĕнпур чун хавалĕпе хуйха пусарма тăрăшнă, юлашкинчен çапах та чăтайман — унăн куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхса аннă.

Вăл сĕтел çине пĕр кĕленче коньяк кăларса лартнă, кăштах апат-çимĕç майлаштарнă, вара çак хурлăхпа савнăç кĕреки çине пăхса тăнă-тăнă та, унăн куçĕсене каллех куççуль тĕтрелентернĕ. Анчах этемĕн пурăнмаллах çав...

III

Шăп кăна эсĕ ярса панă пальмăллă тутăра салатса пăхнă вăхăтра ман хваттер шăнкăравĕн пускăчне такам тул енчен пусрĕ. Эпĕ алăка уçрăм та умра кÿршĕ тăнине куртăм, вара ăна хампа пĕрле ертсе кĕтĕм.

— Сывă-и?

— Сывах-ха. Иртĕр тĕпелелле. Ларăр акă кунта.

— Эпĕ ларса тăрасшăн мар,— терĕ вăл, темшĕн айăплăрах пек пулса.— Паян манăн çуралнă кун. Эпĕ сĕтел çине кăштах майлаштартăм, анчах никампа ларса ĕçме-çиме пулмарĕ... Чĕнме шутламанччĕ никама та... Тен, эсир, кÿршĕсем тесе?.. ― Вăл ун-кун пăхкаласа илчĕ.— Упăшкăр килте мар пуль ĕнтĕ тата?..

Манăн пит-куç пĕçерсе кайрĕ. Анчах эпĕ хама хам хăвăрт хытартăм та, май килнĕ таран илемлĕрех йăлкăшса кулма тăрăшса:

— Упăшка пуласси çуралайман пуль çав-ха ман,— терĕм.

Вăл Мариç çине пăхрĕ, унтан хăй те хĕрелсе кайрĕ.

Кÿршĕм хăнана чĕнни мана, пытармастăп, савăнтарчĕ. Анчах эпĕ çавăнтах паян унăн килĕнче менелник çеç мар, пумилкке те пулнине аса илтĕм те аптраса ÿкрĕм. Вăл тухса кайма тăчĕ, эпĕ ăна чартăм.

Çавăн чухне пĕрремĕш хут унăн пÿлĕмне кĕрсе куртăм. Тулта çумăр çума чарăнчĕ, эпĕ ăна чÿречерен пăхса асăрхарăм. Тÿпере таткаланчăк пĕлĕтсем шăва-шăва ирте пуçларĕç, хĕвел те кăштах курăнса илчĕ.

― Паян эпир вăтăр тултартăмăр,— терĕ Григорий Афанасьевич,— анчах каçарăр, малтан эпĕ Алексее асăнса ĕçесшĕн. Вилнĕ тăванăма асăнса... Паян вăл та вăтăр тултарчĕ...

Шкаф çинче эпĕ сăнÿкерчĕк асăрхарăм. Çар тумĕ тăхăннă кĕрнеклĕ çамрăк çын. Каснă-лартнă Григорий Афанасьевич. Иккĕшне юнашар тăратас пулсан, ниепле те уйăрса илеймĕн вĕсене. Çавăн пекех авăнчăк хитре куç харшисем, çавăн пекех шухăшлă куçсем, çавăн пекех пĕчĕк путăклă янах... Погонĕсем çинче тăватă çăлтăрпа пĕрле — летчик эмблеми.

Григорий Афанасьевич черккесене тултарчĕ те, эпир, сăмах чĕнмесĕр, пĕрер сыпкăм ĕçрĕмĕр.

― Ку таранччен менелнике эпир яланах унпа пĕрле ирттерекенччĕ, кăçал пулмарĕ,— терĕ Григорий Афанасьевич.— Халь ĕнтĕ малашне нихçан та пулаймĕ...

Пĕчĕк Мариç пумилкке мĕнне, паллах, ăнланмасть, анчах вăл та çак çуртра паян выляма-кулма юраманнине сиснĕ пулас: нимĕн шарламасăр ларать. Кĕтесре пĕчĕк сехет шаккать, урăх нимĕнле сасă та çук...

― Кайран эпир Григорий Афанасьевич телейĕшĕн ĕçрĕмĕр, анчах пире — мана та, ăна та — пурпĕр хаваслă пулмарĕ. Эпĕ хамăн кÿрше питĕ-питĕ шеллерĕм. Хуйхă пусса тăнине сирес тесе, ытларах калаçма тăрăшрăм, вара кĕтмен çĕртенех вăл чăваш иккенне пĕлтĕм. Малалла эпир чăвашла калаçма пуçларăмăр. Ку ман кÿрше кăштах хавхалантарчĕ пулас, вăл институт пĕтернĕ хыççăн хăй темиçе çул Мускаврах ĕçлени çинчен, кăçал вара, чăваш çĕршывĕшĕн тунсăхласа тата тăван республикăра ĕçлес ĕмĕтпе çунса, Шупашкара куçса килни çинчен каласа пачĕ. Черетпе эпĕ те ăна хамăн пурнăç çинчен каласа кăтартрăм. Мускавра хаçат редакцийĕнче ĕçлесе пурăнакан аппа пурри çинчен илтсен, вăл сăнран улшăннине эпĕ ун чухне, паллах, асăрхайман, анчах халь аса илме тăрăшатăп та, вăл çавăн чух, чăнах та, темле кăртах сикрĕ пек туйăнать мана. Анчах астăватăп: вăл сан пирки пĕр сăмах та калаçмарĕ, ыйтса та пĕлмерĕ, ман çине вара сăнаса, тĕпчесе пăхрĕ. Эпĕ вăтантăм, çапла пăхнипе хĕрелтĕм те, анчах вăл ман çине арçын хĕрарăм çине пăхнă пек мар, хăй савнийĕн йăмăкĕ мĕнле пулнине сăнаса пĕлесшĕн пек çеç пăхнă иккен. Эпĕ, çапла вара, çавăн чух ахалех хĕрелнĕ. Анчах кам пĕлнĕ-ха ăна?

Эпир тепрер черкке эрех ĕçрĕмĕр. Ытти чухне çур черккепех ÿсĕрĕлекенскер, эпĕ халь пĕрре те ÿсĕрĕлмерĕм, эрех ман пуçа нимĕн чухлĕ те каймарĕ. Григорий Афанасьевич вара каллех хăй тăванĕ çинчен хурланса калаçма пуçларĕ. Унтан вăл ман çине, хăй ăшĕнче хак парасшăн пулнă пек, пĕр самант — вăрăм мар самант — хускалмасăр пăхса ларчĕ те ним кĕтмен çĕртен çапла калаçма тытăнчĕ:

— Питĕ йывăр самантсенче такама та çывăх çын, çывăх тус кирлĕ çав. Хăвăрах пĕлетĕр мана халь мĕнлине... Анчах эсир, Антонина Васильевна, ерçнĕ вăхăтра манпа пĕрле пулкалама пултараймăр-ши? Халь, акă, шухăшлатăп та, халăх çине те манăн никампа та мар, пĕр сирĕнпе кăна тухса çÿремелле пек туйăнать.

Эпĕ тĕлĕнсе пăхнине вăл тÿрех сисрĕ те, хăйне пÿлсе калаçма пуçласран шикленнĕ евĕр васкаса:

— Каçарăр-ха мана, эпĕ ăнланмаллах калаймарăм,— тесе хучĕ.— Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулта Берлина илнĕ чух манăн атте пĕтрĕ. Ун чухне мана, вунвиççĕри ачана, çав хуйхă ĕмĕрне те, нихçан та сирĕлсе каяс çук пек туйăннăччĕ. Эпир Алексейпе иккĕн кĕлете питĕрĕнсе лартăмăр та (çывăрма унта куçнăччĕ) виçĕ кун вырăн çинче минтере çыртса выртрăмăр, антăха-антăха йĕтĕмĕр, анчах Алексейĕн хăйне хăй тыткалас вăйĕ манăннинчен ытларах пулнă пулас, мĕншĕн тесен вăл виççĕмĕш кунне вырăн çинчен тăчĕ те мана алăран çавăтса урама илсе тухрĕ. Куçа шартаракан çурхи хĕвел çути мана хура тĕслĕ туйăнчĕ, вăрçă пĕтнипе савăнакан халăх хавхаланăвĕ те чуна иим чухлĕ те çăмăллатаймарĕ, анчах çулсем иртрĕç те — суран пирчерĕ, çав тĕксĕм кунсем иртсе кайрĕç. Эпир Алексейпе иксĕмĕр пĕр лаша кÿлмелли пĕчĕк сеялкăпа тырă акрăмăр, вăрлăх миххисене сеялка пÿлмине мекеçлене-мекеçлене пушатрăмăр, анчах хуйхă — миххе тултарнă япала мар çав, чĕререн ăна михĕрен тырра пушатнă пек пушатма май çук... Çапах та çулсем иртнĕ май суран пирчерĕ, анчах халь мана, акă, каллех ун чухнехинчен пĕрре те çăмăл мар!..

Аппаçăм! Григорий Афанасьевич çапла каласа йĕкĕреш тăванĕн сăнÿкерчĕкĕ çине пăхрĕ те, унăн куçĕсем ерипен-ерипен куççульпе тулчĕç, вара вăл, аппаçăм, тăчĕ те чÿрече патнелле утса кайрĕ.

...Уйрăлас умĕн вăл мана пĕр-пĕринпе кÿршĕсем çеç мар, çывăх туссем те пулма тепĕр хут сĕнчĕ. Хальхинче эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхмарăм, хальхинче ăна ăнлантăм.

IV

Кунсем иртрĕç, анчах Григорий Афанасьевича пăчăртаса тăракан хурлăх çаплах сирĕлсе пĕтмерĕ. Манпа тĕл пулсан, вăл пуçне тайса шăппăн сывлăх сунать те урăх нимĕн те чĕнмест, вара хăйĕн хваттерне кĕрсе çухалать е, пуçне усса, урампа утать. Çаплах салхуллă-ха, çаплах шăп, çаплах хуйхăллă манăн кÿршĕ.

Пумилккепе менелник тунă кун вăл мана тус пулма сĕнчĕ, ерçнĕ чух кинона е театра пĕрле кайма пулчĕ, анчах çавăнтанпа хăй манпа тус та пулмарĕ-ха, кинона кайма та чĕнмерĕ. Пĕррехинче, вырсарникун, эпĕ Мариçе хулана уçăлма илсе тухрăм. Кунĕ пĕлĕтлĕрехчĕ, сивĕ марччĕ. Атăл çинче часах пăр ларассине сиссе хуйхăрнă пекех, пăрахутсем салхуллă кăшкăртатчĕç, чугун çул станцийĕ енче те пăравуссем çавăн пекех кичеммĕн те кĕскен-кĕскен сас паратчĕç.

Главпочтамт патĕнче пире Григорий Афанасьевич тĕл пулчĕ.

— Ырă кун пултăр,— тесе сывлăх сунчĕ те вăл чарăнса тăчĕ. Питçăмартисем унăн кăштах хĕрелнĕ, куçĕсем унчченхи пек салхуллă мар — хаваслăраххăн, йăлкăшсараххăн пăхаççĕ. Пит-куçĕ çеç мар, мĕнпур кĕлетки паян унăн темле çăмăлланнă, кĕрнекленнĕ пек туйăнать. Çавна курсан, чĕрере манăн лăштах кайрĕ, вăл çапла чĕрĕлни мана чăтма çук савăнтарчĕ. Халь шутлатăп та, ун чухне Григорий Афанасьевич санран çыру илсе вуламан-ши тетĕп, мĕншĕн тесен вăл почта çуртĕнчен тухнине куртăм эпĕ, эсĕ вара хăвăн çырăвусене почтăна пырса илмелле çырса тăнă.

Çула май тесе, малалла эпир виçсĕмĕр те пĕрле утрăмăр. Анчах урам урлă каçсанах вăл кĕнеке магазинне кĕрсе курасшăн пулчĕ. Магазинра Григорий Афанасьевич хăй валли нимĕн те туянмарĕ, Мариç валли вара пĕр купа сăрăллă кĕнеке илсе тултарчĕ. Мариç малтан вăтанса ун парнине йышăнмасăр тăчĕ, ман çине ыйтуллăн пăхкаларĕ, эпĕ пуçа сĕлтсен — хаваспах илчĕ. Григорий Афанасьевич сăнĕ çуталчĕ, вăл йăл кулса ячĕ те икĕ рет çирĕп те таса шăлне кăтартрĕ. Пĕрремĕш хут куртăм кÿршĕн чăн-чăн йăлтăр куллине — чĕрем çăмăллăн тапрĕ.

— Антонина Васильевна, мĕн пулĕ паян виçсĕмĕр пĕрле кăнтăрлахи апат çисен? — сасартăк ыйтрĕ Григорий Афанасьевич, унтан, куçне ман çинчен илмесĕрех, Мариçе сулахай аллинчен çавăтрĕ. Ырă та ăслă кÿршĕм хамăн хĕрĕме çапла çавăтнине курсан, эпĕ питĕ пăлханса кайрăм, пит-куçăм вĕриленнине, чĕрем кăрт-кăрт тусах тапнине туйрăм. Манăн йĕрес килчĕ, эпĕ, чăн та, кăшт çеç йĕрсе ямарăм, анчах инкекрен мана Мариç çăлса хăварчĕ. Вăл, Григорий Афанасьевича халь йăлтах килĕштерсе пăрахнăскер, ун çине пуçне çĕклесе хăюллăн пăхрĕ те:

— Пирĕн килте ирхине пĕçернĕ котлет пур, анчах вăл виçсĕмĕре çитмест! — тесе хучĕ.

Григорий Афанасьевич ахăлтатсах кулса ячĕ, эпĕ те, куççуль çăтма хатĕрленнĕскер, кулса ятăм. Каласса та Мариçĕ ытла та кулăшла каларĕ çав. Вăл, çуралнăранпа тенĕ пекех ялта анне патĕнче пурăннăскер, халь вырăсла та, чăвашла та таса калаçаймасть, çавăнпа унăн калаçăвĕ питĕ кулăшла тухать.

Эпир кафене кĕтĕмĕр. Халăх нумаях та мар, кăнтăрла та — музыка таврашĕ çук. Кĕтесри пушă сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр та меню пăхса апат суйлама пуçларăмăр. Мариçпе вара тинке тухрĕ: пурне те çисе пăхасшăн вăл, анчах мĕн çимеллине хăй те пĕлмест. Юлашкинчен ăна ăшаланă кролик какайĕпе пирожнăй, кофе тата пĕр шоколад илсе пама пултăмăр.

Шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр сĕтел хушшинче, пирĕн çине çынсем пĕр-пĕр телейлĕ çемье çине пăхнă пек пăхрĕç пулмалла, анчах чи тĕлĕнмелли вăл урăххи: кас-кас эпĕ хам та çакăнта çемьепе килнĕ пекех туйрăм: эпĕ те, Григорий Афанасьевич та, Мариç те - пурте эпир пĕр çемье пек туйăнчĕ мана! Анчах çавăнтах вăраннă пек пулатăн та — ку вăл çемье те мар иккенне, пĕтĕмпех ултавне, тăр-кăнтăрлахи тĕлĕк çеç пулнине туйса илетĕн, вара санăн чĕрÿ ыратса-ыратса каять. Çапах та манăн хама хам улталаса та пулин йăпанас килчĕ ун чухне, эпĕ каллех çапла çĕнĕрен те çĕнĕрен тăр-кăнтăрлахи тĕлĕк ытамне кĕме тăрăшрăм...

— Анне, юр çăвать тулта! — хавассăн кăшкăрса ячĕ ман Мариç кĕтмен çĕртен. Эпир чÿречерен пăхрăмăр та тулта чăнах та лăпкăн-лăпкăн юр ÿксе тăнине куртăмăр. Виçсĕмĕре те пире лайăх-лайăх, çăмăл-çăмăл пулса кайрĕ, виçсĕмĕр те пĕр-пĕрин çине хавасланса пăхрăмăр. Григорий Афанасьевич йăл-йăл кулкаларĕ.

― Ну, çĕнĕ юр ÿкнĕ ятпа саламлатăп сире,— терĕ вăл. Каферен пурте кăмăллă тухрăмăр.

V

...Каçхине эпĕ ыйхă вĕçнипе асаплантăм. Мариçе çывăрма вырттарсан, малтан тĕрĕ те тĕрлесе пăхрăм - тĕрлес килмерĕ, кĕнеке те вулама хăтлантăм ― вуланмарĕ, чÿречерен хула çутисем çине те пăхса тăтăм — йăлăхтарчĕ. Ним тума пĕлмерĕм эпĕ, ытла та тăвăррăн туйăнчĕ пÿлĕмре, вара сана çыру çырса ярас тесе шутларăм. Анчах çав каç çыру та çырăнмарĕ манăн. Эпĕ вырăн сартăм та çутта сÿнтерсе çывăрма выртрăм — ниепле те çывăрса каяймарăм. Вара ятарласах хамăн ачалăха, иртнĕ кунсене аса илме пуçларăм. Аса илтĕм хĕр пулса çитсен пахча хыçĕнчи çырма хĕррине чупа-чупа тухнине, шăнкăр-шăнкăр юхса выртакан тăрă шывăн юррине хускалмасăр тăрса итленине. Пĕррехинче вара хăва тĕмĕсене сире-сире шыв патнех пытăм та чĕркуççи çине кукленсе лартăм. Тăрна куçĕ евĕр тăрă шыв вĕтĕ-вĕтĕ чулсем çийĕн йăр-йăр туса-юхса иртет те аяларах, анатарах, шăнкăр-шăнкăр кĕвве куçать, унта сиксе-сиксе юхма тытăнать. Шыв çине икĕ енчен те шур туна симĕс çулçăллă хăвасем тайăлнă, анчах вĕсем кунта хăйсен сăнне пăхса киленеймеççĕ — хăвăрт юхакан шыв вĕсен сăнарне хуçкалать, авкалать, пĕр вырăнта тăратмасть. Эпĕ те, çамрăк хĕр, çавăн чухне хамăн сăна курасшăн пултăм, çавăнпа, вак чул çине чĕркуçленсе ларнăскер, пуçа пĕшкĕртрĕм. Малтан эпĕ шыв тĕпĕнче симĕс те кăвак тĕслĕ чулсене асăрхарăм, хĕвел çути хĕрлĕ те сарă е симĕсрех тĕспе вылянине куртăм, анчах ман сăн темшĕн çаплах шыв тĕкĕрĕ çине ÿкмерĕ те ÿкмерĕ... Кĕтмен çĕртен хĕвел хăмăр пĕлĕт татки хыçне кĕрсе пытанчĕ, шыв тĕпĕнчи илемлĕ тĕссем сасартăках çухалчĕç. Эпĕ пуçа çĕклесе çÿлелле пăхрăм та: «Хĕвел, хĕвел, мĕншĕн кăтра хĕрĕллĕ пĕлĕт хыçне пытантăн, сана пула шыв тĕпĕнчи тĕссем те çухалчĕç, шывĕ хăй те хурарах, хăмăртарах курăнать авă. Тухсам, тухсам, хĕвелĕмçĕм!» — тесе пăшăлтатрăм. Анчах хĕвел мана илтмерĕ - тухмарĕ. Эпĕ вара каллех шыв çине пĕшкĕнтĕм. Пĕшкĕнтĕм те... йăр-йăрăлтатса тăракан юхăм çинче, шывăн хурарах тĕкĕрĕ çинче, хамăн сăна куртăм! Шывĕ юхать, юхать, çавна май хăй тĕкĕрĕ çинчи манăн сăна та пĕр вырăнта тăратасшăн мар тăрăшать. Юхтарасшăн ăна шыв, юхтарасшăн, анчах манăн сăнăм пĕр вырăнтах тăрасшăн, пĕр вырăнта тăрасшăннипе кăна мар, каялла, шыв юхăмне хирĕç те туртăнасшăн вăл. Çавна пăхса ларнă май манăн канăçăм çухалчĕ, чуна темле шиклĕх сарăлса кĕчĕ, чĕркуççисем те чĕтреме пуçларĕç. Юхрĕ, юхрĕ йăр-йăрăлтатса шыв, ик-виçĕ утăм пек юхса иртсенех, шăнкăр-шăнкăр кĕвве куçса пычĕ, анчах çÿлтен темле ăнланма май çук урăх юхăм шуса çитрĕ те шыв тĕкĕрĕ çинчи манăн сăна... анаталла юхтарчĕ те кайрĕ! Юхтарса кайрĕ, юхтарса кайрĕ çапла шыв юхăмĕ манăн çап-çамрăк сăнăма!.. Кăртах сикрĕм эпĕ хăранипе, тепĕр хут лайăхрах тинкерсе пăхрăм, анчах шыв тĕпĕнче симĕс те кăвак чул катăкĕсемпе вĕсен таврашĕнчи сарă та хĕрлĕ хĕвел шевлисĕр пуçне урăх нимĕн те асăрхаймарăм. Хăрарăм эпĕ, шиклентĕм, çавăнпа хам сисмесĕрех каллех пăшăлтатса калаçма пуçларăм: «Юхăм, юхăм! Мĕншĕн юхтарса кайрăн эсĕ манăн телейĕме? Хĕрсен çур телейĕ хĕрсен сăнĕнче, тенĕччĕ мана аппа. Телейĕме çеç мар, çамрăклăхăма та илсе каймарăн-и эсĕ инçете! Юхăм! Мĕншĕн çавăн пек шелсĕр хăтланатăн? Кала мана, кала!"

...Çак асаилÿпе сĕмленсе выртнă май эпĕ Мариçĕн ашшĕне аса илтĕм. Çÿрет ĕнтĕ вăл халь çĕр çинче утса, таçта çÿрет, анчах вăл чиперех утса çÿренишĕн эпĕ ним чухлĕ те пăшăрханмастăп. Пăсса хăварчĕ вăл пилĕк çул каялла пĕр хĕрĕн пурнăçне, тен, пĕр хĕрĕн телейне çеç те мар аркатрĕ пулĕ, анчах эпĕ ăна халь тарăхмастăп та, тата курайманлăх та, юрату та çук манра. Те пур халь çав çын маншăн тĕнчере, те çук — мана вăл пĕрре те интереслентермест... Мĕншĕн аса илтĕм эпĕ Мариç ашшĕне? Э, юхăма аса илнĕччĕ-çке, çавăнпа Мариç ашшĕне те аса илтĕм пулать. Пурнăçри кирек мĕнле инкеке те эпĕ сăнăм тахçан шывпа юхса кайнипе çыхăнтаратăп. Мĕншĕн çапла тăватăп ― ăна хам та пĕлместĕп.

Çав каç чылайччен çывăраймасăр асаплантăм эпĕ, манăн кÿршĕн вара пачах тепĕр майлă пулса тухнă: тăванĕ вилнĕренпе вăл пĕрремĕш хут йĕркеллĕ çывăрнă. Халь пĕлетĕп ĕнтĕ: Григорий Афанасьевич вăл кунхине чăнах та санран çыру илнĕ пулнă иккен. Ăшăтакан, чуна канăç паракан çыру илнĕ...

Аппаçăм, çав каçхине Григорий Афанасьевич пĕрремĕш хут лăпкăн, канăçлăн çывăрса кайма пултарнă, терĕм, эсĕ вара, кам пĕлет, тен, вăл çывăрнă вăхăтра Çар академийĕнче вĕренекен хăвăн капитанупа çавтăнса Мускав тăрăх çÿренĕ пулĕ! Е ун чухне паллашайман пулнă-и-ха эсĕ унпа? Анчах мĕншĕн юратнă эсĕ Григорие... Григорий Афанасьевича? Эпĕ халь сана чăтма çук кураймастăп: пĕрремĕшĕнчен — эсĕ ăна малтан юратнăшăн, иккĕмĕшĕнчен — эсĕ ăна халь юратма пăрахнăшăн кураймастăп...

VI

Анчах эпир малалла Григорий Афанасьевичпа час-часах пĕрле пулма пуçларăмăр. Кафере виççĕн пĕрле апат çинĕ хыççăн тепĕр вырсарникун кăнтăрла кинона кайрăмăр: эпĕ, Мариç тата Григорий Афанасьевич пĕрле кайрăмăр. Картинине шăпах Мариç çулĕсенчи ачасем валли ÿкернĕ, вылясса та артистсем мар, пуканесем выляççĕ. Каçса кайсах кулчĕ ун чухне манăн Мариç, эпир хамăр та Григорий Афанасьевичпа питĕ кăмăллă пултăмăр.

— Туршăн та, малашне эпĕ мультипликациллĕ картинăсене çеç куратăп! — терĕ Григорий Афанасьевич, кино пĕтсен.

Инкек-синкеке те, хуйха-суйха та, пысăк çухатусене те тĕнчере пĕр çыншăн çеç туман. Тăванне е чи юратнă çыннине çухатаканни те тĕнчере пĕр Григорий Афанасьевич çеç мар ĕнтĕ - паян пĕрин кун пек инкек, ыран теприн урăхла хуйхă. Анчах хăвăн хуйхуна çеç мар, çын хуйхине те курма пĕлес пулать çав, хуйхă тесе йăлтах пĕтсе ларма юрамасть. Çакна Григорий Афанасьевич лайăх ăнланнă пулас, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн тăванĕ тĕнчере урăх çук ĕнтĕ текен шухăшпа, питĕ ерипен пулин те, килĕшсе пычĕ-пычех. Малтан ытла та пусăрăнчăклă çÿренĕскер, халь вăл пурнăç çине сывă куçпах пăхма пуçларĕ, ăна чĕрĕлнĕ чĕрепех йышăнса пычĕ. Вăхăт-вăхăтпа çеç вăл сасартăк салхуланатчĕ, çавă, паллах, чĕрĕ тăванĕ хăйĕн вилнĕ тăванне аса илнипе пулнă ĕнтĕ. Çапах та Григорий Афанасьевич халь ик уйăх каялли çын марччĕ. Мультипликациллĕ кинона та вăл, авă, кăмăлласах пăхрĕ.

VII

Юр ларчĕ те, ман алăка Григорий Афанасьевич пĕррехинче ĕç хыççăн кĕтмен çĕртен пырса шаккарĕ.

— Антонина Васильевна, йĕлтĕрпе ярăнма вăхăт çитрĕ вĕт! — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех.— Сирĕн йĕлтĕр пур-и хăть?

Эпĕ хамăн йĕлтĕр çукки çинчен пĕлтертĕм. Григорий Афанасьевичăн та йĕлтĕр çук иккен, çавăнпа паян вăл спорт магазинне кайса пăхасшăн — мана та хăйпе пĕрле
чĕнет. Манăн ун чухне укçа пĕтсе пыратчĕ, çавăнпа эпĕ тÿрех ним калама та аптрарăм.

— Тен, урăх чухне кайăпăр, Григорий Афанасьеви? ― терĕм вара тăхтаса тăнă хыççăн.

— Хăçан? — ыйтрĕ вăл.

— Вунçиччĕмĕш числора.

― Мĕншĕн ун чухне?

Эпĕ вара кулса ятăм та вунçиччĕмĕшĕнче хамăр ĕç укçи илесси çинчен пĕлтертĕм.

— Эпĕ сире кивçен пама пултаратăп! — терĕ вăл. Хăйĕн кÿршине çапла пĕчĕк япалапа та пулин пулăшма пултарни ăна самаях савăнтарчĕ пулмалла. Çапла çав, аппаçăм, çĕр çинче тĕрлĕрен çынсем пулаççĕ: пĕрисем пурнăçра çынна ыр тунипе телейлĕ, теприсем усал туса çеç чунне кантарма пултараççĕ. Эсĕ ху, ху мĕнле?
Ыр турăн-и ĕнтĕ Григорий Афанасьевича? Калăпăр, эсĕ ăна чăннипех те юратмастăн. Анчах, апла пулсан, мĕншĕн малтан сăмах патăн? Мĕншĕн вылярăн этемĕн чи таса туйăмĕпе? Григорий Афанасьевич ун чухне эсĕ çапла тума пултарасса тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман вĕт, вăл сана ĕненнĕ, шаннă. Астăватăп, кĕсйинчен укçа тĕрки кăларчĕ те, çуррине уйăрса, шутламасăрах сĕтел çине хучĕ. «Эпĕ пĕччен çын, эрехпе иртĕхместĕп, табак та туртмастăп, теприсем пек, шукăль тумланассишĕн те çунмастăп, çавăнпа пурăнма мана укçа нумаях та кирлĕ мар — питĕ те лайăх!» — терĕ çавна май кулкаласа. Эпĕ укçине шутларăм та çуррине каялла тавăртăм. «Пĕтемпех илсен, тÿлесе татаймăп тата», ― терĕм.

Эпир çав кун иксĕмĕр валли те питĕ лайăх йĕлтĕр туянтăмăр, хваттере питĕ тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Картлашкапа хăпарса пынă май эпĕ Григорий Афанасьевич алăкĕ умĕнче кĕрĕк тăхăннă хĕрарăм тăнине куртăм. Ăна Григорий Афанасьевич та манпа пĕрлех асăрхарĕ пулас, мĕншĕн тесен вăл тÿрех:

— Анне!— терĕ те, мана хăварса, çÿлелле чупса та кайрĕ, хăпарса çитсен, йĕлтĕрне шăлтăр-шалтăр пăрахсах, амăшне ыталаса илчĕ.

— Аннеçĕм, аннем! — тесе çупăрлать ывăлĕ амăшне, ачаш сăмахсем калать, тĕксĕмрех çутăра унăн пит-куçне сăнаса пăхать, унтан каллех ыталаса чуптăвать. Эпĕ ерипенрех утма тăрăшрăм, темшĕн хам хăпарса çитиччен вĕсем алăкран кĕрсе ĕлкĕрни маншăн лайăхрах пулнăн туйăнчĕ. Анчах вĕсем çаплах кĕмерĕç-ха, Григорий Афанасьевич вара ман çинчен пачах манса кайрĕ, çаврăнса та пăхмарĕ, амăшĕ кăна темле сăнаса та ыйтуллăн пăхса ăсатнă пек туйăнчĕ.

Эпĕ кÿрше кăшт кăна кÿрентĕм те пуль тесе шухăшларăм, анчах сехете яхăн вăхăт иртсен вăл чупса каçрĕ те, хам ахалех çапла шухăшлама хăйнишĕн ăшра хама хам вăрçса илме те лекрĕ мана.

— Антонина Васильевна,— терĕ вăл,— каçарăр, эпĕ сирĕн çинчен пачах манса кайнă! Атьăр ĕнтĕ пирĕн пата, сире аннепе паллаштарăп. Кучченеçне тутанса пăхăпăр унăнне, пĕлетĕр-и, шăрттан, йÿçĕтнĕ панулми илсе килнĕ вăл!

Эпĕ хирĕçлесе тăрас темерĕм, мĕншĕн тесен мана Григорий Афанасьевич пурпĕрех ÿкĕте кĕртнĕ пулĕччĕ, тата унтан та ытларах — вăл мĕн каланине эп хам та нихăçан та хирĕçлейместĕп пулас. Çапах та эпĕ шиклентĕм, амăшĕ ман çинчен тем шутлама пултарĕ тесе вăтантăм, çавна Григорий Афанасьевича каларăм. Вăл кулса çеç ячĕ. Вара куçкĕски умне пырса тута çинчи писеве хăвăрт шăлса тасатрăм та, çÿç-пуçа тирпейлекелесе, Григорий Афанасьевичпа пĕрле кайрăм.

Паллаштарнă чухне амăшĕ мана паçăрхи пекех сăнаса пăхрĕ. Тĕмшĕн хĕрелтĕм — хам та пĕлместĕп, анчах ку хĕрарăмăн ăсĕ-туйăмĕ эпĕ шутланинчен нумай ытларах пулчĕ: малалла вăл хăйне питĕ ирĕклĕн, мана пачах та вăтантармалла мар тыткаларĕ, ытлашши сăнаса пăхма та пăрахрĕ. Сисрĕ ĕнтĕ вăл эпĕ мĕнле шухăшсемпе чăрманнине.

Сĕтел тулли апат-çимĕç ― Григорий Афанасьевич гастронома чупса кайса килнĕ пулас. Вĕсем çăмарта ăшалама та ĕлкĕрнĕ, кăлпасси касса хунă, хура вăлча лартнă, темиçе тĕрлĕ консервă уçнă. Кунтах конфечĕ-пĕремĕкĕ те, пыл та, йÿçĕтнĕ панулмн те пур. Чи варринче вара турилккепе шăрттан ларать, ăна тирпейлĕн касса вакланă.

Эпĕ Григорий Афанасьевич хăй амăшне епле çепĕççĕн сăйланине пăхса савăнса лартăм. Ытла та юратать пулмалла çав вăл ăна, аннем тесе çеç тăрать. Григорий Афанасьевичсем — анатри чăвашсем. Амăшĕ унăн икĕ аркăллă хĕрлĕ сатин кĕпе тăхăннă, тăваткал кăкăр умлĕ, тĕрĕллĕ аркăллă хура саппун çакнă. Хăй вăл утмăл çулсенче, хытканрах. Шăлĕсем ÿксе пĕтнĕ, пĕтĕмпе тенĕ пекех — ларттарнисем. Çÿçĕ шуралнă. Вăл калаçу майăн эпĕ ăçта ĕçленине ыйтса пĕлчĕ те сылтăм урин шăмми сурни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна хам вăл енĕпе ĕçлеменнине каларăм, анчах ыран больницăна тухтăр патне пĕрлех илсе кайма пултăм.

Çул çинчен килнĕскер, амăшĕ самаях ĕшеннĕ пулмалла, апат та йĕркеллĕ çимерĕ. Кăшт-кашт çырткаларĕ те шкаф çинчи сăнÿкерчĕк çине пĕр ăстрăм пăхса ларчĕ, вара куçне шăлкала пуçларĕ. Григорий Афанасьевич Алексей сăнÿкерчĕкне урăх вырăна илсе хума тăчĕ, анчах амăшĕ ăна çавăнтах чарчĕ:

— Ан тив, вырăнĕнчех тăтăр, йĕместĕп,— терĕ вăл, вара, чăнах та, хаш сывласа ячĕ те йĕмерĕ. Ун вырăнне вăл хăй пире хăналама пуçларĕ, панулмине, шăрттанне çиме хистерĕ. Эпир вара кăмăл тăвас тенипе шăрттанне те, йÿçĕтнĕ панулмине те çителĕклех çирĕмĕр.

Ларнăçемĕн кунта мана каллех пĕр кунхине кафере хам чăтса ирттернĕ туйăмсем тепĕр хут çавăрса иле пуçларĕç: эпĕ Григорий Афанасьевич амăшне тахçанах-тахçанах пĕлнĕ пек, тата хам çын патĕнче те мар, хамăрăн килтех ларатăп пек туйăнать. Амăшĕ ман çине ăшă куçпа пăха-пăха илет, çиме хистет, йÿçĕтнĕ панулми хура-хура парать, çавна курса манăн пушшех те чун ирĕлет. Григорий Афанасьевич чей лартма тăрсан, эпĕ сисмесĕрех газ плити патне чупса пытăм, чейнике шыв тултарса, чĕртнĕ вут çине лартрăм. Анчах сисмен те, кăшт çеç çур çĕр çитмен! Вара эпĕ, вĕсене иккĕшне те ырă каç сунса, хамăн хваттере каçрăм.

Пĕлместĕп, тем пулчĕ каллех çав каç мана. Пушă та тĕттĕм пÿлĕмре чылайччен хускалмасăр тăтăм-тăтăм та кĕтмен çĕртен пырта тем йÿçсе хăпарма пуçланине туйса илтĕм, унтан, йĕрсе ярасран хăраса, хăвăртрах çутă çутрăм. Пысăк куçкĕски çинче алăк патĕнченех хамăн кĕлетке курăнчĕ мана. Çывхарса-çывхарса пытăм, хама хам хускалмасăр сăнарăм, анчах малалла ĕнтĕ куççуле чарма пултараймарăм, вырăн çине кайса выртрăм та тăраниччен йĕтĕм.

Ытла та йывăррăн иртме пултараççĕ иккен тăлăх хĕрарăмшăн çавăн пек пĕччен каçсем...

VIII

Тата виçĕ кунтан вырсарникун çитрĕ. Эпир Григорий Афанасьевичпа каçхинех калаçса татăлтăмăр: ирхине вуннăра йĕлтĕрпе ярăнма Атăл леш енне каятпăр. Вырсарникун пĕтĕм хула халăхĕ Атăл çинче ярăнать, унтах ăмăртусем ирттереççĕ. Атăл леш енче вара, кану çурчĕ таврашĕнче, сăртлă вырăн нумай — мĕн чухлĕ ÿкес килет, çавăн чухлĕ ÿк. Мариçе эпир Григорий Афанасьевич амăшĕпе хăварма шутларăмăр — вăл хаваспах килĕшрĕ.

Çанталăк сивĕ те мар, ăшă та мар. Атăл хĕррине çити эпир, йĕлтĕрсене йăтса, çуранах утрăмăр. Çула май мана Григорий Афанасьевич икĕ хутчен куç умĕнчех ырласа илчĕ: «Ытла та килĕшет сире ку костюм»,— терĕ вăл. Эпĕ кулса ятăм та ун çине илĕртÿллĕн пăхса илтĕм, унтан çапла каласа хутăм:

— Мĕнех вара, чăнах та килĕшет, килĕшмест-им? ― терĕм.

Килте эпĕ тĕкĕр умне тăрса чылайччен юсаннăччĕ: хĕрлĕ çăм пухча айĕнчен çÿçе ункăн-ункăн курăнмалла кăлартăм, пите кăштах пудра сĕртĕм, тутана хĕретрĕм, симĕс свитер çине духи те сапрăм, çавăнпа халь, хам чăнахах та чиперрине туйса, Григорий Афанасьевичпа юнашар телейлĕн утрăм.

Атăл хĕррине çитсен, эпир, ботинкăн йĕлтĕр пăтисем кĕмелли шăтăкĕсене юртан тасатрăмăр та, йĕлтĕрсене сыртăмăр, вара малтанах такăрлатнă пĕр йĕре суйласа илсе, тепĕр çыраналла ярăнса кайрăмăр. Григорий Афанасьевич килтех çу сĕрсе якатнипе-и е юрĕ лайăх пулнăран пирĕн йĕлтĕрсем питĕ лайăх шăваççĕ, çинçе те çăмăл бамбук туяпа тĕртсе пырса та тÿрем çĕртех таçта çити кайма пулать.

— Хăваласа çитĕр! — кăшкăртăм эпĕ, вара тÿремлĕхпе малалла хыттăн ярăнса кайрăм, анчах çавăнтах хамăн патак çине хамах такăнтăм та юр ăшне питпе кĕрсе те ÿкрĕм. «Ай!» — терĕм вăйсăррăн, тăма хăтланам пек турăм, анчах тăмарăм. Мана Григорий Афанасьевич вăйлă аллисемпе пилĕкрен тытрĕ те çăмăллăн йăтса тăратрĕ. Эпĕ куçа уçмарăм, ÿт-пĕве лăнчă тытрăм, вара, Григорий Афанасьевич ним тума аптранине туйса, выляма пăрахрăм та кулса ятăм.

— Чăннипех те хăратса пăрахрăр эсир мана, Антонина Васильевна,— терĕ Григорий Афанасьевич эпĕ юртан тасалкаласа пĕтнĕ хыççăн.

— Мĕн вара, эпĕ аманнă е вилсех кайнă пулсан, шелленĕ пулăттăрччĕ-им мана?

Григорий Афанасьевич чĕнмерĕ, ман çине тем ыйтасшăн пулнă пек пăхса тăчĕ, анчах ыйтасса та нимĕн те ыйтмарĕ. Эпир кăваккăн сĕмленсе ларакан Атăл леш ен вăрманĕ еннелле çĕнĕрен хускалтăмăр.

Кану çурчĕ патĕнчи сăрт çине йĕлтĕрпе ярăнма халăх питĕ нумай пухăннă, ăçта килчĕ унта ахăлтатса кулни, çуйăхса кăшкăрашни илтĕнсе тăрать. Эпир малтан сĕвекрех çĕртен ярăнтăмăр, унтан чăнкă çĕре кайрăмăр. Аялтан пăхсан, ытлашши чăнках та мар пек туйăнать, çÿле хăпарсан вара, хăрасах каймалла, çанçурăм сăр-сăр тăвать.

— Ну, хăрамастăр-и?

— Малтан эсир ярăнăр,— терĕм эпĕ.

Григорий Афанасьевич тăхтаса тăмасăрах ярăнса анса та кайрĕ, эпĕ вăл мĕн аяла çитичченех сывламасăр тенĕ пек тăтăм. Акă, вăл ярăнса çитрĕ, çÿлтен пăхсан, пĕчĕкçĕ курăнать, хăй мана аллипе сулса йыхравлать. Эпĕ вара пĕшкĕнсерех тăтăм та куçа хĕссе, шăла çыртса хускалса кайрăм. Çил шăхăрчĕ хăлхара, куçсем тĕтреллĕн курма пуçларĕç, шывланчĕç, халь-халь сирпĕнсе каятăп пулĕ тесе пытăм, анчах çаплах ÿкмерĕм-ха, çаплах аялалла вирхĕнтĕм. Тĕлĕнмелле. Эпĕ çÿлте те çуррине çитсен те ÿкмерĕм, аяла çитсен те чиперех малалла ярăнса кайрăм, вара, питĕ савăннипе, ахăлтатсах кулса ятăм.

Темиçе хутчен те çапла ярăна-ярăна антăмăр эпир сăрт çинчен, мĕнпур кĕлеткепе çил ытамне кĕре-кĕре ÿксе савăнтăмăр, анчах мана çавăн чух çил ытамне мар, телей ытамне кĕнĕн туйăнса тăчĕ, çил мар, телей хăй çупăрларĕ çавăн чух мана. Аппаçăм, юлашки темиçе çул хушшинче пĕрремĕш хут эпĕ çапла телейлĕ пултăм, пĕрремĕш хут тĕнчере мĕн пуррине йăлтах манса кайса çутçанталăк ырлăхĕпе килентĕм. Григорий Афанасьевич та хаваслăччĕ, хăйĕн анлă кăкăрĕпе хыр вăрманĕн сиплĕ ывлăшне каçăхса кайсах сывлатчĕ, савăннипе ахăлтатса кула-кула яратчĕ. Питĕ çирĕп сывлăхлă çын çеç çавăн пек хавхаланма, савăнма-кулма пултарать.

Кăнтăрла иртсен, эпир киле таврăнма шутларăмăр. Эпĕ ĕнтĕ ярăна-ярăна самаях ывăнтăм, çавăнпа килелле йĕлтĕрсене ерипен шутара-шутара кăна кайрăмăр, юнашар пытăмăр.

— Эсир, Антонина Васильевна, комсомолка-и?— ыйтрĕ Григорий Афанасьевич манран.

— Комсомолка,— терĕм эпĕ. Унтан, Григорий Афанасьевич урăх чĕнменнине курса:—Мĕншĕн ыйтатăр?— терĕм.

— Эпĕ партие кĕме çырса патăм, Антонина Васильевна,— пĕлтерчĕ Григорий Афанасьевич,— анчах те илĕç ĕнтĕ, те илмĕç — пĕлместĕп, питĕ хумханатăп...

— Паллах, илеççĕ, мĕншĕн илмелле мар вара сире?— хавхалантарма тăрăшрăм эпĕ кÿрше.— Сире те илмесен, кама илмелле-ха тата...

Вăл, ман çине пăхса, йăл кулса ячĕ. «Ыр сăмахăрсемшĕн тавтапуçах»,— терĕç унăн куçĕсем, хăй вара йĕлтĕрĕсене хăвăртраххăн шутара пуçларĕ.

— Ан васкăр, Григорий Афанасьевич, ― тесе чартăм ăна. Унтан, мĕнпур хăюлăха пуçтартăм та: ― Итлĕр-ха, Григорий Афанасьевич, ман çинчен сирĕн аннĕр мĕн калаçать? ― тесе ыйтрăм. ― Мана вăл çилхăван хĕрарăм вырăнне хурать-и? Тен, тата... каçарăр, иксĕмĕре... пурăнаççĕ тесе шутлать?

— Çук, Антонина Васильевна, анне сирĕн çинчен нимĕн те калаçмасть, ― терĕ Григорий Афанасьевич. ― Ан тив, вĕренмен хĕрарăм пултăр вăл, анчах ăна-кăна лайăх чухлать, пули-пулми нихăçан та калаçмасть. Паллах ĕнтĕ, кирек кам амăшĕн те кин кĕртес килет, чĕрçийĕ çинче мăнуксене сиктерес килет, анчах манăн анне, ыттисен амăшĕсем пек, кун пирки те иихăçан та сăмах хускатман. Эпир пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланатпăр.

— Мĕн тери лайăх çын сирĕн аннĕр,— терĕм эпĕ.

Григорий Афанасьевич чĕнмерĕ, шухăша кайса пычĕ.

Эпĕ те чĕнмерĕм, анчах манăн унпа питĕ калаçас килчĕ.

— Итлĕр-ха, кÿршĕ,— терĕм вара каллех,— мĕншĕн эсир авланмастăр? Хĕр тупаймастăр-и çаплах?

Вăл ман çине тĕлĕнсе е йĕрĕнерех пăхасса кĕтрĕм эпĕ, ах, пуçтах та, епле çыпçăнать, епле манпа çыхланасшăн тăрăшать,— тесе шутласса кĕтрĕм, анчах Григоий Афанасьевич ун пек тумарĕ, кулса кăна ячĕ. Хăрани манăн, çапла вара, ахалех пулчĕ.

— Атьăр хăвăртрах каятпăр,— терĕ Григорий Афанасьевич, эпĕ ыйтнине хирĕç хуравламасăр.— Эпир иксĕмĕр те тарланă, капла сивĕнсе çитĕпĕр те ÿслĕк ертĕпĕр, тепĕр вырсарникун вара ярăнма та килеймĕпĕр.— Вăл сасартăк йĕлтĕр туйисемпе хыттăн тĕртсе, хăвăрт ярăнса кайрĕ, унтан çаврăнчĕ те: — Тухасшăн мар çав хĕрĕсем мана! — тесе кăшкăрчĕ, анчах çавăнтах тата чарăнчĕ.

— Итлĕр-ха, Антонина Васильевна,— терĕ вăл манăн куçсене, сăмсана, тутана, янаха пĕтĕмпех хăвăрт-хăвăрт сăнаса тухса,— пĕлетĕр-и, Антонина Васильевна, пĕррехинче эпĕ Мускавра каснă-лартнă сирĕн пек хĕр курнăччĕ: куçĕсем те сирĕнни пек кăвак унăн, сăмси те çапла кăшт çеç каçăртарах, куç харшийĕсем те сирĕнни пекех — вĕçсе пыракан чĕкеç çунатти пек, çÿçĕ те ункăланса-ункăланса тăрать, сарă, питçăмартисем çинче те тĕрлĕ тĕс вылять! Эпĕ унăн сассине илтнĕччĕ — сасси те шăп та лăп сирĕнни пекех!

Пĕрре кĕвĕçнĕ май, тепре хама мухтанине илтнĕ май (Мускаври çав хĕре мухтанипе пĕрлех вăл мана та мухтать вĕт-ха) чĕрем манăн хыттăн тапа пуçларĕ, пит-куç пĕçерме тытăнчĕ.

— Хăçан курнăччĕ эсир ăна? — ыйтрăм эпĕ.

— Икĕ çул каялла.

— Икĕ çул каялла Мускавра эпĕ пулман. Тен, эсир ман аппана курнă пулĕ, эпир унпа каснă-лартнă пĕр пек тесе калаççĕ çынсем. Вăл ун чухне университетран вĕренсе тухнăччĕ кăна.

— Пĕлместĕп, тен, сирĕн аппăрах пулнă пулĕ вăл. Анчах сăнĕ — куç умĕнчех.

Хальхинче вăл мар, эпĕ ăна пăрахса хăвартăм, вăл мана аран-аран хăваласа çитрĕ.

IX

Тепĕр кун пирĕн больницăна икĕ вилепе тепĕр çурма вилĕ çынна илсе пычĕç. Çурт тăвакан рабочисем пулнă вĕсем, çÿлти хутран, каçса çÿремелли кĕпер çинчен, ÿкнĕ. Кĕперĕ çинчен мар-ха, кĕперĕ-мĕнĕпех ишĕлсе аннă. Вилейменни алли-урине хуçса пĕтернĕ, çурăм шăммине амантнă, анчах аслă хирург ăна хăтарма май пур терĕ.

Эпĕ вĕсем ăçта ĕçленине ыйтрăм. Сисмесĕрех манăн кăкăрта сывлăш темле питĕрĕнсе ларнă пек туйăнчĕ, çамка çине сивĕ тар тапса тухрĕ.

Мана каларĕç. Куç хуралса килчĕ, чĕркуççисем вăйсăрланчĕç. «Тен, ун участокĕнче мар пуль, тен, ахалех пăлханатăп пуль эпĕ»,— лăплантарма тăрăшрăм хама, анчах пурпĕрех лăпланаймарăм. Ĕç пĕтсен, киле эпĕ пушар тухнă чухнехи пек васкарăм, хамăн хваттере кĕриччен малтан Григорий Афанасьевич пÿлĕмне шăнкăртаттартăм.

— Килме килчĕ-ха та, тем пуç ыратать тесе калаçкаларĕ, уçăлса çÿреме тухса кайрĕ, — пĕлтерчĕ мана амăшĕ.

— Ăçталла каяссине каламарĕ-и?

— Таçтах кайман пуль-ха, кунтах çÿрет пуль...

Эп васканипе алăка шалтлаттарсах хупрăм та картлашка тăрăх аялалла чупса анса кайрăм, урама тухрăм. Тăхăр сехет çитсе пыратчĕ ун чухне, урамра халăх нумайччĕ. Ун-кун пăхкаларăм, ниçталла кайма пĕлмерĕм, анчах шăп çав вăхăтра анат енчен Григорий Афанасьевич ерипен утса хăпарнине куртăм. Ăна хирĕç чупмарăм эпĕ, хам вырăнтах тăрса кĕтсе илтĕм.

— Ырă каç пултăр, Антонина Васильевна,— терĕ вăл лăпкăн.

Урамри тĕксĕмрех çутăра унăн сăнĕ çурта тĕслĕ курăнчĕ. Астăватăп, эпĕ ăна икĕ алăпа та пальто çаннинчен çатăрласа тытрăм. Тытрăм та тÿрех çапла каларăм:

— Григорий Афанасьевич, паян больницăна икĕ виле турттарса пычĕç...

Вăл кăрт та сикмерĕ, сăнĕ те ÿлшăнмарĕ унăн. Чылайччен тăхтанă хыççăн тин:

— Виççĕмĕш мĕнле? — тесе ыйтрĕ.

— Виççĕмĕшĕ чĕрĕлет, тет. Аслă хирург каларĕ...

Вăл вара малалла утса кайрĕ те хамăр подъезда пăрăнса кĕчĕ. Эпĕ те хыççăнах пытăм. Виççĕмĕш хута çити пĕр сăмах чĕнмесĕр хăпартăмăр, хăпарса çитсен, эпĕ ăна чарса тăратрăм.

— Григорий Афанасьевич, хăвăр пата ан кĕрĕр, атьăр ман пата,— терĕм ăна, паçăрхи пекех çаннинчен тытса. Вăл ним те чĕнмерĕ, эпĕ вара алăка хăвăрт уçрăм та ăна хам хыççăн ертсе кĕтĕм. Мĕншĕн çапла турăм — çавна паян кун та пĕлместĕп.

Вăл диван çине пырса ларчĕ, çĕлĕкне те хывмарĕ, пальто тÿмисене çеç вĕçертрĕ. Эпĕ ăна хирĕç тенкел çине лартăм. Лартăмăр-лартăмăр çапла хускалмасăр, чĕнмесĕр — пĕр-пĕрне мĕн каламаллине иксĕмĕр те пĕлмерĕмĕр.

— Спирт ĕçетĕр-и? — сасартăк ыйтрăм унран.

— Мĕншĕн? - терĕ вăл.

— Тен, çăмăлрах пулĕ...

Вăл каллех чĕнмерĕ. Эпĕ вара тăтăм та, кухньăна кайса, буфетран спирт илтĕм. Тахçантанпах ларатчĕ вăл манăн унта, нумай та марччĕ — çĕр аллă грамм пек çеçчĕ. Ăна хăçан тата мĕн тума илсе килнине те маннăччĕ ĕнтĕ эпĕ. Халь ак çавна кĕленче куркана ятăм та шывпа хутăштартăм, вара Григорий Афанасьевич патне йăтса тухрăм. Вăл ĕçрĕ, пĕтĕмпех ĕçсе ячĕ, анчах чыхăнса кайрĕ. Эпĕ хăвăртрах шыв тултарса килтĕм.

— Стройкăра мĕн пулнине аннене ан калăр, эпĕ ăна нимĕн те пĕлтермен,— терĕ Григорий Афанасьевич, сывлăш çавăрса ярсан.

— Юрать, каламăп,— пăшăлтатрăм эпĕ.

— Анчах эпĕ хама хам пурпĕрех айăплатăп,— терĕ Григорий Афанасьевич.— Шăматкун çеç çав çурт çине хăпарнăччĕ. Куртăм эпĕ унта шанчăксăррине, анчах прорабне тĕл пулаймарăм. Çавăнпа кирпĕч хуракансене хăйсене каласа хăвартăм: калăр прораба, халех илсе урăх çĕре куçартăр ку каçăна, кун урлă çÿреме чаратăп, терĕм. Вĕсем, авă, итлемен. Куç умĕнчех илтермелле пулнă çав манăн... Вилнисенчен пĕрин икĕ ача, аманса хуçăлса пĕтни уйăх çурă каялла çеç авланнă... Эпĕ хам та, акă, малашне мĕнле пурăнасси çинчен урам тăрăх пуçа ватса шухăшласа çÿрерĕм... Анчах халь тин мĕн усси пур ĕнтĕ унта...

Астăватăп, хама хам епле хытарма тăрăшрăм пулин те — пултараймарăм эпĕ, йĕрсе ятăм, ĕсĕклесех йĕрсе ятăм. «Григорий Афанасьевичăн ытла та пысăк, ытла та хăрушă инкек-çке!» — çак шухăш ман чĕрене пăрлантарсах ячĕ, сехрене хăпартрĕ, эпĕ вара хăранипе те, хурланнипе те тата ăна шелленипе йĕрсе ятăм. Вăл тăрса сылтăм аллипе мана хулпуççинчен çупăрларĕ, лăпкарĕ, урăх ан йĕр, терĕ, вара эпĕ ерипен-ерипен лăпланса пытăм.

— Эсир хăвăр унтан çÿреме чарнă вĕт-ха, прораба калама хушнă, апла пулсан, сире айăплама сăлтавĕ те çук! — терĕм эпĕ, куççуле çăтса пĕтерсен.

Григорий Афанасьевич тутине чалăштарса кулам пекки турĕ, унтан ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те:

— Айван та иккен эсир,— тесе хучĕ.— Эпĕ мĕн вăл! Ман пурнăç мĕн! Унта пирĕн çынсем вилчĕç, авă, иккĕн вилчĕç! Тепри ĕмĕрлĕхех уксах-чăлахланса юлчĕ... Чĕрĕлейĕ-и-ха тата — ăна та лайăх пĕлместпĕр...

Вăл каллĕ-маллĕ уткаласа çÿрерĕ. «Эх!»— тесе аллине сулчĕ, вара каллех диван çине пырса ларчĕ.

— Сирĕн спирт тата пур-и? — ыйтрĕ вăл пĕр самант хускалмасăр ларнă хыççăн.

Эпĕ кухньăна кайрăм та ăна каллех шывпа хутăштарнă спирт патăм, çавна май:

— Кăна ĕçсен урăх ан ĕçĕр, сире юрамасть,— терĕм.

— Юрать, çакна ĕçсен урăх ĕçмĕп,— терĕ те вăл, çÿçене-çÿçене пулин те, каллех тĕппипех ĕçсе ячĕ. Эпĕ ăна хăвăрт тепĕр куркари сивĕ шыва тыттартăм...

Вăл тата кăштах ларсан килне кайрĕ, эпĕ пĕччен тăрса юлтăм.

Ăш вырăнта пулмарĕ манăн, эпĕ уткаласа çÿрерĕм, юлашкинчен, пăчă пулнипе, чÿречен пĕчĕк куçне уçса пÿлĕме уçăлтарма шутларăм, çавна май урамра лапка-лапка юр çуса тăнине куртăм. Пĕррехинче кафере эпир пĕрремĕш юр çунă ятпа пĕр-пĕрне саламланăччĕ, халь, юр çунă май, çавă аса килчĕ мана. «Мĕнпур инкек-синкек юр айне выртса юлтăр»,— тенĕччĕ ун чухне Григорий Афанасьевич, анчах выртса юлнă инкексем вырăнне, акă, çĕнни, хăрушăраххи сиксе тухрĕ. Унсăр пуçне тата хамăр ĕнер çеç йĕлтĕрпе ярăнса киле таврăнни куç умне килсе тухрĕ. «Партие кĕме çырса патăм»,— терĕ Григорий Афанасьевич. Халь акă партие кĕртесси çинчен мар, пачах урăххи çинчен калаçма пуçлĕç... Ун пек чухне ăна-кăна пăхса тăмастăн вĕт, таса-и çын чĕри, таса мар-и — вăл кирлĕ мар, айăп турăн пулсан — явап тыт...

Эпĕ диван çине кайса лартăм. Ăшăм çаплах вăркарĕ манăн, вĕçсе кайнă канăçăм ниепле те каялла таврăнасшăн пулмарĕ. «Мĕншĕн кун пекех пăшăрханатăп эпĕ? Мĕншĕн Григорий Афанасьевичшăн çавăн пек çунатăп?— шухăшлама пуçларăм диван çинче ларнă май.— Манăн тăван-и вăл, манăн упăшка-и, савни-и? Тĕрĕссипе каласан, никам та мар вĕт вăл маншăн, кÿршĕ çеç. Апла пулсан, ку териех çунма та кирлĕ мар».

Çавăнтах, çапла шухăшлама тăрăшнă май, хама хам вăрçа-вăрçа тăкрăм, чунсăр этем çеç çапла калама пултарать, терĕм.

Халь хăйне мĕн тери йывăр-ши ăна? Мĕнле чăтать-ши ун чĕри çак инкеке? Амăшĕпе иккĕш ĕнтĕ вĕсем, анчах амăшне ним те калама хушмарĕ, ыраттарасшăн мар ахаль те нумай тÿссе ирттернĕ ват çын чунне... Ман пата вара кĕчĕ, эпĕ йĕрсе ярсан, лăпкарĕ, лăплантарчĕ. Халь, акă, ларатăп пĕчченех диван çинче, вăл — амăшĕпе пĕрле. Ăна халь питĕ йывăр, мана та çавăн пекех çăмăл мар, анчах вăл тухса кайрĕ. Григорий Афанасьевич тухса кайман пулсан, эпĕ ăна диван çине юнашар лартнă пулăттăм, лартнă пулăттăм та — ун çумне тĕршĕннĕ пулăттăм, вара манăн та хальхи пекех ăш вăркаман пулĕччĕ, унăн та чĕри çунман пулĕччĕ... Пĕрле пулнă пулсан, хуйха эпир çăмăлтарах тÿссе ирттернĕ пулăттăмăр, анчах эпир пĕрле мар: вăл амăшĕ патне тухса кайрĕ, эпĕ пĕччен тăрса юлтăм; çапла, эпир пĕрле мар, эпĕ те унăн арăмĕ мар. Пĕрле пулнă пулсан, тем тесен те, ăна та çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ... Анчах эпир пĕрле мар... пĕрле мар...

X

Аппаçăм, пĕлесчĕ санăн эпир Григорий Афанасьевичпа иксĕмĕр те пĕр уйăх ытла епле çуннине. Вăл хăй, паллах, ăна никама та палăртман, анчах ун хуйхине ман пек ăнланакан çын тĕнчере урăх никам та пулман. Григорий Афанасьевич, паллах, сана та ним те пĕлтермен ĕнтĕ, эсĕ ун хуйхине тĕлленме те пултарайман, анчах эпĕ сана калам: Григорий Афанасьевичăн пуçĕ çинче çав вăхăт хушшинче шурă çÿç пĕрчисем тем чухлех курăна пуçларĕç. Йĕкĕреш тăванĕ вилнĕ хыççăн унăн çÿçĕ пĕр самант шуралнăччĕ, халь татах тепĕр самант шуралчĕ. Ытла та хуйха-суйха чуна хуракан çын çав ĕнтĕ вăл, хавшак...

Амăшĕ унăн нумай пурăнмарĕ — килне тухса кайрĕ. Пĕррехинче эпĕ Григорий Афанасьевич патне кĕтĕм те хваттерне вăл самаях тирпейрен кăларнине асăрхарăм. Çав кун ăна чÿрече каррисене çуса патăм, урайне те сĕртĕм. Кухня сĕтелĕ çинче таса мар кефир кĕленчисем, консервă банкисем ларатчĕç,— вĕсене вĕри шывпа çуса тасатрăм, вара, икĕ сумкăна туллиех тултарса, магазина кайса пама хушрăм. Вăл мана тирпейлĕхрен урăх кун пек тухмастăп тесе сăмах пачĕ...

Йĕлтĕрпе ярăнма каяссисем, кинона çÿрессисем пĕтрĕç пирĕн, Григорий Афанасьевич ниçта та тухса çÿресшĕн пулмарĕ.

Юлашкинчен стройкăра пулса иртнĕ çав инкеклĕ ĕçе тĕппипех татса пачĕç. Хытах айăпланă терĕç хăшне-пĕрне, анчах манăн кÿршĕме айăпламалли сăлтавсем тупайман, аппаçăм, мĕншĕн тесен вĕсем пулман унăн. Паллах ĕнтĕ, ăна халь кĕçĕнрех вырăна лартрĕç, анчах уншăн Григорий Афанасьевич пăшăрханмарĕ.

Ерипен-ерипен ун пурнăçĕн урапи тикĕссĕнех куçма пуçларĕ. Пĕррехинче эпĕ чылай вăхăт иртнĕ хыççăн вăл каллех йăлкăшса кулнине куртăм, вара манăн чуна унчченхи пекех çăмăл пулса кайрĕ. Вăл çапла йăлкăшса кулни маншăн, аппаçăм, пĕлетĕн-и, уяв пек туйăнчĕ!

Çав вăхăталла больницăра мана пĕр çамрăк терапевт куç хыврĕ. Сисеттĕм, чăннипех те юратса пăрахнăччĕ пулас вăл мана, курсанах ача пек вăтанатчĕ, хĕрелетчĕ. Эпĕ нимĕн те сисмен пек тытрăм хама хам, малалла мĕн пулассине кĕтрĕм, юлашкинчен вара, чăнах та, кĕтсе илтĕм. Хайхискер меллĕ самант тупса пĕррехинче чунне пĕтĕмпех уçса пачĕ. Ĕнентĕм ăна, чăнахах та хытă юратса пăрахнă ĕнтĕ вăл, анчах, мĕн тăвас тетĕн, эпĕ тÿрех каларăм: çук, пултараймастăп, терĕм. «Итлĕр-ха,— терĕм эпĕ ана,— манăн ача пур, çирĕм пиллĕкри хĕрарăма куç хывиччен çамрăк хĕрсемпе паллашăр хăть»,— терĕм, вара урăхран пĕрре те ăна хам çывăха ямарăм. Йĕкĕчĕ вăл чиперскерех, ăслăскерех, анчах эпĕ унпа çыхланмарăм.

— Ну, ухмах та эсĕ, Антонина Васильевна,— терĕç мана çавăн хыççăн пĕррехинче больницăри юлташсем.— Вăл саншăн çунса вилет, эсĕ вара куç хÿрипе те пăхмастăн. Мĕн, ачаллă пуçупа унран лайăхраххине тупăп тесе шутлатăн-и?

Эпĕ, паллах, çапла каланăшăн вĕсене çилленмерĕм, анчах ăшăмра питĕ кÿрентĕм, чунăм кÿтсе çитнине пусарма тесе, ача садне чупрăм. Ыталарăм Мариçĕме, чуптурăм, чăмăртарăм, хамăн вара куççуль шăпăртатса юхрĕ. Мĕн кирлĕ мана? Мĕн çитмест? Мĕншĕн кăкăрăмра чĕре тыткăна лекнĕ кайăк пек чĕтресе тăрать? Качча тухас килет-и манăн? Çук, çук, мана никам та кирлĕ мар! Качча тухасси çинчен те шухăшлам мар эпĕ. Манăн Мариç пур, Мариçĕм ÿсет манăн, мĕнпур телейĕме те манăч унра çеç шырамалла. «Ылтăн чăмăркки» тетчĕ пире пĕчĕкçĕ чух атте, манăн та ылтăн чăмăркки пур, Мариç пур! Çук, çук, кирлĕ мар мана нимĕнле упăшка та...

Анчах килелле утнă май мана хам час-часах хваттерте пĕччен чух çĕр çывăрмасăр, куç хупмасăр ирттернисем аса килчĕç те — Мариç патĕнче эпĕ чăннипе мар, тарăхнипе кăна çапла шухăшланине ăнланса илтĕм.

XI

Çĕнĕ çул çывхарса килчĕ. Хулари площадьсенче, ача паркĕнче елкăсем илемлете пуçларĕç, юртан Хĕл мучи кĕлеткисем, упасем, тĕрлĕрĕн урăх чĕрчун кĕлеткисем туса лартрĕç, тăвайккисем купаласа шыв сапрĕç. Магазинсенче кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек халăх хĕвĕшрĕ, пурте Çĕнĕ çул парни туянаççĕ; гастрономсенче те çавăн пекех кĕме май çук халăх йышлăланчĕ, почтăсенче те черет тăрсах саламлă телеграммăсем çаптараççĕ.

Эпĕ Мариç валли пÿрте лартма пĕчĕк чăрăшпа пĕр ещĕк тетте туянтăм, ăна киле илсе кайса урай варрине лартрăм, вара ялтăркка теттесем çакрăм...

Çĕнĕ çул çывхарсах çитрĕ, анчах манăн ăшра çавна май савăнăç мар, темле канăçсăрлăх ÿссе, сарăлса пычĕ. Чĕнчĕç-ха пĕрле ĕçлекенсем темиçен те уява пĕрле кĕтсе илме, анчах мана ку тивĕçтермерĕ. Эпĕ хваттере кĕнĕ-тухнă чух кашнинчех Григорий Афанасьевич алăкĕ çине пăха-пăха илеттĕм. Ăна курманни ĕнтĕ темиçе кун та иртрĕ: вăл хăй те ман пата каçса лармарĕ, эпĕ хам та ун патне кĕме хăяймарăм. Ман çинчен вăл йăлтах манса кайнă пулĕ тесе шухăшлама пуçларăм юлашкинчĕн. «Сĕнĕ-ши Çĕне çула пĕрле кĕтсе илме, сĕнмĕ-ши?» — çак ыйту ĕçре те, килте те пуçран тухмарĕ.

Пĕррехинче эпĕ ăна автобус чарăнакан çĕрте куртăм. Аллине вăл чертеж хучĕ чĕркесе тытнăччĕ, таçта ларса кайма хатĕрленетчĕ, Мана курчĕ те ларма тăнăскерех лармарĕ.

— Антонина Васильевна, шăпах эпĕ сире курасшăнччĕ! Паçăр пытăм, эсир килте пулмарăр. Анаталла каймалла-и сирĕн? Апла пулсан, атьăр кăштах çуран утар.

Вăл мана хулран тытрĕ те анаталла çавăтса кайрĕ.

— Юрать пуль çавăтма? — ыйтрĕ виç-тăватă утăм утсан.

— Кÿршĕ тесе ĕнтĕ...— кулса илтĕм эпĕ, чĕрем вара хамăн малтанхи чĕпписене пĕрремĕш хут вĕçтернипе савăнакан чĕкеçĕнни пек тапрĕ.

— Ну, Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илĕпĕр? — ыйтрĕ вăл.— Эсир килтех ирттересшĕн-и е урăх çĕре кайма шутлатăр?

— Чĕнекенсем пулчĕç, анчах тем тумалла — пĕлместĕп. Çĕнĕ çула килте кĕтсе илни аванрах пулмалла ĕнтĕ. Сирĕн шутпа, мĕнле пек?

— Эпĕ хам пата хусахсене пухасшăн. Икĕ инженер, пĕр поэт (хамăр ялтан çуралса тухнăскер), пĕр архитектор тата икĕ бетонщик килме пулчĕç.

— Пурте арçын-и?

Вăл кулса ячĕ.

— Пурте арçын! Анчах вĕсем мăшăрĕсемпе килеççĕ. Радиола пулать. Ĕçкĕ пулать. Савăнăç та пулать! Тен, хутшăнатăр пирĕн ушкăна?

Миçе кун кĕтсе пурăнтăм çакна, хирĕçлемеллеччĕ-и вара манăн Григорий Афанасьевича? Пĕр тăхтаса тăмасăрах килĕшрĕм эпĕ. Каçхине магазинсем тăрăх çÿреме пултăмăр: апат-çимĕç те çителĕклех туянмалла-çке-ха. Пурте мăшăрĕсемпе килсен тата Мариçе те шута кĕртсен, вунпиллĕкĕн пулатпăр вĕт! Вĕсене пурне те кăмăл туличчен хăналас пулать.

Çĕнĕ çул çитме икĕ кун юлнă, çавна пула пирĕн умма пушшех те нумай чăрмав сиксе тухрĕ. Апат-çимĕçĕ тарам-ха, ытти хатĕрĕсем çитмеççĕ! Григорий Афанасьевичăн пурĕ пилĕк тенкел, халăхĕ вара — вунпиллĕкĕн! Манăн тăватă тенкел пур ĕнтĕ, анчах пире пурпĕрех тата улттă кирлĕ, Мариçе шутламасан та — пиллĕк кирлех. Çын патне каяймăн, кашнин патĕнчех хăна пухăнать. Эпир вара тÿрех сĕтел-пукан магазинне чупрăмăр, анчах телей пулмарĕ пирĕн: пилĕк тенкĕлĕх тенкел вырăнне кунта пилĕкçĕр тенкĕлĕх япаласем ытларах сутаççĕ. Вара тÿрех çывăхри тепĕр магазина кайрăмăр. Унта та хыçсăр тенкелсем çеç пулчĕç.

Григорий Афанасьевич урăх çÿресшĕн пулмарĕ, вара эпир хыçсăр тенкел туянтăмăр. Улттă мар, пиллĕк çеç туянтарасшăнччĕ эпĕ ăна, анчах Григорий Афанасьевич тем тусан та килĕшмерĕ. «Ун пек эпир Мариç чунне амантма пултаратпăр,― терĕ. ― Унăн та Çĕнĕ çул кĕтсе илмелле-çке-ха, вырăнлă пулсах кĕтсе илмелле»,— терĕ.

Тенкел инкекĕ çапла ирткелерĕ, халь савăт-сапа çинчен шутлама черет çитрĕ. Манăннипе унăнне пĕрлештертĕмĕр — каллех çитеймест. Савăт-сапа магазинне чупрăмăр. Эпĕ ăна епле пулсан та йÿнĕреххисене туянтарма тăрăшрăм — укçа ытла нумай тăккаласран хăрарăм.

— Астăвăр, халь эсир, Григорий Афанасьевич, ĕлĕкхи чухлĕ ĕçлесе илместĕр,— кулса каларăм эпĕ ăна, ― çавăнпа ытлашши ан сапалăр укçăр-тенкĕре, ― терĕм. Кăна хирĕç вăл хăй те кулса: ― Унччен пуйса юлни кăштах пур-ха манăн, перекет кассине кайăпăр, ― тесе каларĕ.

Юлашкинчен эпир пĕтĕмпех йĕркелесе çитертĕмĕр. Тепĕр кун ĕçрен килсен, эпĕ хĕрсех апат-çимĕç хатĕрлерĕм, мĕн те пулин çитменни палăрсан, Григорий Афанасьевича магазина чуптартăм. Хамар патран манăн сĕтеле илсе каçрăмăр, хамăр патранах эпĕ, чăннипех те Çĕнĕ çулах пултăр тесе, пĕчĕк чăрăша та йăтса каçрăм. Манăн Мариç чупкаласа кăна çÿрерĕ.

Телейлĕччĕ эпĕ çавăн чух, аппаçăм, телейлĕччĕ. Иртни çинчен пĕтĕмпех манса кайнăччĕ, пуласлăх çинчен те нимĕн те шутламанччĕ. Телейлĕччĕ эпĕ, мĕншĕн тесен Григорий Афанасьевичпа пĕрле хыçсăр тенкел, савăт-сапа, апат-çимĕç, эрех-сăра туяннăччĕ, унпа пĕрлех унăн пÿлĕмĕсене майлаштарнăччĕ, ун патĕнче апат-çимĕç пĕçернĕччĕ, ăна çине-çинех сумка йăттарса магазина чуптарнăччĕ. Телейлĕччĕ эпĕ, мĕншĕн тесен Мариç те ун хваттерĕнче килти пекех чупса çÿретчĕ, килтинчен те хаваслăрахчĕ вăл.

XII

Вунă сехет çурă тĕлне хăнасем пуçтарăнса çитрĕç. Пурте çамрăк пулин те, вĕсем умĕнче малтан эпĕ кăштах именнĕ пек пултăм, анчах часах хăнăхрăм. Хăнасем хушшинче хăюллисем те, хăюсăррисем те, шуххисем те, чĕмсĕртереххисем те пулчĕç. Арçыннисем (поэчĕсĕр пуçне) пĕр-пĕрне пурте паллаççĕ, вĕсем пĕрлех ĕçлеççĕ, хĕрĕсем хăшпĕрисем пĕрремĕш хут тĕл пулаççĕ те, çавăнпа именчĕклĕрех тытаççĕ хăйсене. Анчах часах вĕсем те пĕр-пĕрне хăнăхрĕç, сисмесĕрех пĕтĕмĕшле савнăç тыткăнне кĕрсе пычĕç. Илсе килнĕ радиолăна майлаштарсан, пÿлĕмре Шульженко сасси вăрттăн-вăрттăн йăпшăнса çÿре пуçларĕ. Икĕ мăшăр, ахаль тăрас мар тенĕрен, урисемпе ерипен йăкăштаттарса ташлама тытăнчĕç.

Григорий Афанасьевич мана хăнасемпе ятран çеç паллаштарчĕ, эпĕ хăйĕн кÿрши пулнине каламарĕ, çавăнпа эпĕ, ачаллă хĕрарăм, вĕсемшĕн вăрттăнлăх пулса юлтăм пулас. Хăнасене эпĕ сисмелле мар сăнарăм. Пĕтĕмĕшпе илсен, вĕсем пурте кăмăла кайрĕç мана, пуринчен ытларах вара Григорий Афанасьевич янташĕ интереслентерчĕ. Эпĕ халиччен писательсемпе нихăçан та пулса курманччĕ. Кĕнекесенче вуланă тăрăх, поэтсем, сăмахран, маншăн питĕ шухă çынсем пек туйăнатчĕç, ку вара хăйне лăпкă, сăпайлă, именчĕклĕрех те тыткалать. Вăл Шупашарта мар, Мускавра пурăнать иккен, çырасса вара чăвашла та, вырăсла та çырать, тет. Григорий Афанасьевич каланă тăрăх, ют патшалăхсенче те унăн нумай сăввисене пичетленĕ имĕш — хăй вара пăхма нимех те мар, ачалла пекскер кăна. Кунта вăл, Григорий Афанасьевич патне, ыттисем пек, мăшăрпа мар, пĕчченех килнĕ, çавăнпа каярахпа эпĕ ăна ыттисенчен кăшт уйрăмрах пăхма тăрăшрăм, пĕччене кичем ан пултăр, терĕм.

Эпир вуникĕ сехетчен эрех ĕçме тăхтас терĕмĕр, хăшпĕрисем Мускав сехечĕ çапичченех кĕтме сĕнчĕç, ― анчах куна хирĕççисем ытларах пулчĕç те, эпир вырăнти вăхăтпа вуннккĕре Çĕнĕ çул черкки çĕклеме калаçса татăлтăмăр, Мускав сехечĕ çапсан, уйрăм ĕçĕпĕр, терĕмĕр.

...Акă вуникĕ сехет çитрĕ те, черккесем чăнклата-чăнклата илчĕç, хăнасем Григорий Афанасьевича — кил хуçине — сăмах калама ыйтрĕç. Вăл кĕскен каларĕ, пире пурнăçра такăнмасăр утма сĕнчĕ.

— Çĕнĕ çул ячĕпе ĕçетпĕр, çĕнĕ телей пултăр!

Шалтти туса ĕçрĕç йĕкĕтсем, шалтти турĕç хĕрсем те. Вара сасартăках кулни, хавхаланса калаçни пÿлĕме тултарса лартрĕ. Ирчченех каялла кĕрес мар тесе, шăплăх пÿртрен тухсах тарчĕ.

― Çур çĕр иртсе тăваттăччен саланмарĕç хăнасем. Ĕçессе пурте нумай ĕçрĕç, ÿсĕрлессе те пурте ÿсĕрĕлчĕç, анчах пÿлĕмре çаплах-ха шампански пăккисем маччаналла шаплата-шаплата сирпĕнме пăрахмарĕç. Хăнисем хăйсем те кашниех пĕрер е икшер кĕленче чĕркесе килнĕччĕ.

Ĕçе-ĕçе йăлăхсан, эпир юрăсем юрларăмăр; сĕтелсене кĕтесе куçарса, тĕрлĕрен ташăсем ташларăмăр, унтан каллех сĕтеле куçарса эрех ĕçрĕмĕр. Пĕр-пĕр ватă çын пăхса тăрас пулсан, пиртен вăл шалтах тĕлĕннĕ пулĕччĕ, «Пирĕн вăхăтра çамрăксем кун пекех иртĕхмен»,— тенĕ пулĕччĕ.

Мариçе эпĕ киле илсе кайса çывратса янăччĕ те, çавăнпа манăн час-часах, хăнасене хăварса, ăна каçа-каçа пăхмалла пулчĕ, анчах вăл мĕнле вырттарнă, çавăн пекех çывăратчĕ: пĕрре те вăранманччĕ.

Хăнасем виççĕмĕш хут сĕтел куçарса ташлама тытăнсан, эпĕ çапла каллех Мариçе пăхма кайрăм, каялла тухсан, Григорий Афанасьевич алăкĕ патĕнче хамăрăн поэт пирус туртса тăнине куртăм.

— Кичем мар пуль те сире? — терĕм ăна.

— Кичем мар, пирус туртма тухрăм,— хуравларĕ вăл, вара эпĕ ăна чăрмантарас темерĕм, кĕтĕм. Кайран пĕри унран сăвă вуласа пама ыйтрĕ. Эпир, çак сĕнĕве хапăлласа, алă çупса ятăмăр. Вăл турткаланса тăмасăр ура çине çĕкленчĕ те кÿршĕллĕ хваттерте пурăнакан çăра куç харшиллĕ пĕр арçынпа тĕлĕкре час-часах çеçенхир мăкăнĕсене куракан тепĕр хĕрарăм çинчен вырăсла çырнă сăвă вулама пуçларĕ. Икĕ кÿршĕ, чул çуртри юнашар хваттерте пурăнаканскерсем, пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ, анчах вĕсене хулăн купаланă чул стена пÿлсе тăрать. Хĕллехи вăрăм каçсенче арçын кÿршĕпе хĕрарăм кÿршĕ чылайччен-чылайччен çывăрса каяймасăр асапланаççĕ, анчах хăйсем уçăлакан икĕ алăк пуррине темшĕн ниепле те чухласа илеймеççĕ, чухласа илсен те, вĕсене ниепле те шыраса тупаймаççĕ. Арçын кÿршĕн тĕттĕм пÿлĕмĕнче вĕçсĕрех йăл-йăл туса пирус çунать, сÿнсен, ăна шăрпăк çутса çĕнĕрен чĕртни курăнать, хĕрарăмăн пÿлĕмĕнче вара нимĕн те курăнмасть — ун вырăнне таса та кăпăш вырăн çинче самант-самантăн сассăр асапланни илтĕнет.

Вăл çапла вуланă май эпĕ Григорий Афанасьевич çине пăхрăм та унăн пичĕ, те эрех ĕçнипе, те урăх сăлтава пула, хĕрелнĕçемĕн хĕрелнине асăрхарăм, хамăн пит-куçа та манăнне темскер пĕçертнĕçемĕн пĕçертсе пычĕ. Поэтăн сăвви мана малтан сăпайлăха манса çырнă пек туйăнчĕ, анчах вĕçĕнче вăл пĕтĕмпех урăхла çавăрттарса хунă та, хĕрарăмпа арçын хушшинчи çыхăну çинчен мана унран таса çырнă сăвă пулма та пултараймасть пек туйăнчĕ. Ачи ку чăнах та талантлах пуль çав, терĕм вара эпĕ, Григорий Афанасьевич та ăна ахальтен мар мухтарĕ пуль. Анчах мана урăх япала канăç памарĕ: унчченех çырнă-и вăл сăввине е кĕçĕр çырчĕ-и? Çук, çук, тем тесен те унччен çырман вăл ăна, кĕçĕр, çав шăв-шав вăхăтĕнчех çырчĕ пуль. Пирĕн çинчен, Григорий Афанасьевичпа мана курса çырчĕ пуль вăл. Ахальтен мар туха-туха тăтăш пирус туртрĕ.

Шăп тăрса итленĕ хăнасем чăннипех те мĕнпур чун хавалĕпе алă çупса тав турĕç, тата вуласа пама ыйтрĕç, анчах поэт урăх вуламарĕ.

Малтанах хăнасем ăна, сăнпа та, кĕлеткепе те ним енчен те чаплă марскерне, ыттисенчен уйăрса пăхни кăшт та сисĕнместчĕ, халь вара пурте ун çине пăхрĕç, кашниех хăй ăшĕнче ăна хисеплеме пуçлани палăрчĕ. Хĕрсенчен пĕри, архитекторпа килни, ун çинчен куçне илме те пĕлмерĕ, мĕскĕн архитектор, çавна курса, самаях ăшталанма пуçларĕ — çавна эпĕ лайăхах сисрĕм. Поэчĕ те çав ĕнтĕ сăввине ытла та аван çырнăччĕ, вулама та çын чунне пĕтĕмĕшпех тыткăна илмелле вуларĕ...

Тăватă сехетре пĕри киле кайма вăхăт çитни çинчен систерчĕ. Хăнасем вара саланма пуçларĕç. Пурте кайрĕç вĕсем. Григорий Афанасьевич хăй янташне ярасшăн мар пулчĕ, анчах янташĕ юлмарĕ, вăл та, гостиницăна вырнаçнăскер, ыттисемпе пĕрлех тухса кайрĕ. Эпир арăш-пирĕш çавăрттарнă пÿлĕмре иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Паçăр тухса тарнă шăплăх пирĕн пата каллех систермесĕр килсе кĕчĕ.

— Ну, акă ĕнтĕ хăнасем те саланчĕç,— терĕ Григорий Афанасьевич урай варринче чĕнмесĕр тăнă хыççăн.— Эпир кунта иксĕмĕр çеç юлтăмăр...

Эпĕ диван çине кайса лартăм, хам та Григорий Афанасьевич çине чĕнмесĕр пăхрăм. Вăл вара хăй тĕллĕн кулса илчĕ те сĕтел патне пычĕ.

— Ĕçĕпĕр-и тата?

Эпĕ пуçа сĕлтрĕм.

Григорий Афанасьевич бокалсене эрех тултарчĕ, анчах икĕ бокала мар, виçĕ бокала тултарчĕ вăл. Эпĕ шарламарăм, ун çине тĕлĕнсе пăхса лартăм. Пĕр бокалне Григорий Афанасьевич мана пырса пачĕ, иккĕшне хăй тытрĕ.

— Пĕри — сирĕн, тепри манăн, виççĕмĕшĕ, ан тив, паян пирĕнпе пĕрле ларса ĕçейменнисемшĕн пултăр,— терĕ те вăл бокалĕсене манăнни çумне перĕнтерсе шаклаттарчĕ, вара иккĕшне те ĕçсе ячĕ. Кăшт кăна тайкаланса, сĕтел патне каялла утса кайрĕ.

— Антонина Васильевна, эсир те тĕппипех ĕçсе ярăр,— терĕ вăл çаврăнмасăр. Анчах манăн тĕппипех ĕçес килмерĕ, çавăнпа эпĕ ăна çурмалла ĕçме сĕнтĕм. Вăл ман пата канфет йăтса килчĕ, чĕркенĕ хутне çуррн уçса, алăран тыттарчĕ. Эпĕ ăна хам çумма лартрăм.

Чылайччен чĕнмесĕр лартăмăр эпир. Пÿлĕмре пирĕнсĕр пуçне никам та çукчĕ, нимĕн те çукчĕ. Паллах ĕнтĕ, шăплăх пурччĕ, анчах пире вăл кансĕрлеместчĕ. Эпĕ Григорий Афанасьевич тултарнă эрехĕн çуррине ĕçрĕм те ытти юлнине хăйне ĕçме сĕнтĕм. Вăл ĕçрĕ, анчах, малтанхи пекех, çаплах чĕнмесĕр ларчĕ. Эпĕ вара ăна каларăм:

— Григорий Афанасьевич, мана пĕр терапевт хăйне качча тухма сĕнчĕ, ― терĕм.

Вăл кăрт та сикмерĕ, сассине ним чухлĕ те улăштармасăр:

— Эсир хăвăр мĕн терĕр? — тесе ыйтрĕ.

— Эпĕ килĕшмерĕм,— пĕлтертĕм эпĕ.

Вăл ман çине сăнăса-сăнаса пăхрĕ, эпĕ те ун çине çаплах пăхрăм. Вăл мана алăран тытасса е хулпуççинчен çупăрласа хăй çумне пăчăртасса кĕтрĕм эпĕ, анчах Григорий Афанасьевич ăна та, кăна та тумарĕ.

— Сире, Антонина Васильевна, такам та юратмалла, эсир хăвăр мĕнле чиперрине, мĕнле ырă чунлине хăвăр та пĕлместĕр пулас, ― терĕ вăл ун вырăнне, вара, кран патне кайса, питне йĕпетсе килчĕ.— Анчах эсир хăвăра хăвăр телейсĕр тесе шутлатăр...

— Эпĕ чăнах та телейсĕр, хăшпĕр чухне кăна хама телейлĕ туятăп...— терĕм эпĕ.

— Хăçан вăл «хăшпĕр чухне», Антонина Васильевна? — ыйтрĕ вăл.

— Сăмахран, паянхи ĕçке хатĕрленĕ чух телейлĕччĕ.

— Ĕçкине ĕçнĕ чухне телейлĕ марччĕ-и вара?

— Ун пекех марччĕ...

— Халь ак, çак самантра, мĕнле?

— Пĕлместĕп...

Вăл ура çине тăчĕ те каллĕ-маллĕ уткаласа çаврăнчĕ, хăй тĕллĕн: «Çапах та эпĕ ÿсĕр»,— тесе мăкăртатса илчĕ, унтан чарăнчĕ те:

— Çывăрма выртас умĕн урама тухса кăштах уçăлса çÿрер мар-и?— терĕ.

— Çук, манăн Мариç пĕчченех,— терĕм эпĕ.— Киле кайма вăхăт ĕнтĕ. Ырă каç пултăр, Григорий Афанасьевич, тата Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илме чĕннĕшĕн тавтапуç сире...

Сассăм чĕтренсе тухнине вăл сисрĕ, вара, эпĕ алăка уçсан, мана тухма чарчĕ.

— Тăхтăр, Антонина Васильевна,— терĕ вăл алăран тытса,— тăхтăр, анчах мана ан çилленĕр. Вăхăт çитсен, сире, акă, пĕтĕмпех каласа паратăп...

Айăпа кĕнĕ евĕр пăхрĕ вăл ман çине, каçару ыйтнă чухнехи пек йăлăнуллăн каларĕ хăй сăмахĕсене, анчах урăхран нимĕн те каламарĕ, алла хыттăн, çав вăхăтрах хыттăн та мар чăмăртарĕ те: «Ырă каç пултăр»,- терĕ.

Килте эпĕ Мариçе хамăн вырăн çине куçарса вырттартăм, пĕчĕкскерне, ăшăскерне кăкăрăм çумне ачашшăн чăмăртарăм... «Çакă пулмасть-ши вăл сассăр асапланни?»— тесе шухăшларăм вара ăшра.

XIII

Аппаçăм! Çак кунран пуçласа Григорий Афанасьевич тăтăшрах ĕçе пуçланине асăрхарăм эпĕ. Сисеттĕм, пурнăçра ăна тем çитместчĕ, тем тарăхтаратчĕ, анчах ун çинчен калаçма пуçласан, сăмаха вăл яланах урăх еннелле пăрса яма тăрăшатчĕ. Ман умра унăн вăрттăнлăх пуррине те ăнланаттăм эпĕ. Сăмахран, Çĕнĕ çул каç вăл икĕ бокал эрех тытса ĕçрĕ. «Хамăрпа юнашар ларса ĕçейменнисемшĕн пултăр ку»,— терĕ ун чухне Григорий Афанасьевич, анчах эпĕ лайăх ăнлантăм: сăмахпа нумайлă хисепре каланă пулин те, ăшĕнче вăл пĕрреллĕ хисепре каланă. Паллах, сана аса илсе, сан ятпа ĕçнĕ вăл çав эрехе! Мана ăсатса янă чухне те вăл «вăхăт çитсен пĕтĕмпех каласа пама» пулчĕ. Халь пĕлетĕп ĕнтĕ, вăхăт çитсен вăл хăй мана юратма пултарайманни çинчен татăклăн калама шутланă, мĕншĕн тесен Мускавра унăн савнийĕ пулнă, вăл хăй ĕмĕчĕпе яланах унпа пĕрле пурăннă.

Çĕнĕ çул каç пĕр-пĕринчен çапла уйрăлнă хыççăн эпир унпа пĕр самант самаях ютшăнса пурăнтăмăр. Вăл, паллах, манпа чухне хăйне малтанхи пекех тыткаларĕ, анчах эпĕ улшăнтăм: унпа сахалтарах тĕл пулма тăрăшрăм, тĕл пулсан та сахалтарах калаçрăм. Пĕр вырсарникун Григорий Афанасьевич мана каллех йĕлтĕрпе ярăнма кайма чĕнчĕ, анчах эпĕ каймарăм — йăлăнтартăм, кайран вара уншăн ÿкĕнсе пурăнтăм.

Самаях кунсем иртрĕç çапла. Вăл вăхăталла Григорий Афанасьевич хăйĕн партие кĕме çырса панă хутне партбюро пăхса тухасса, унтан пуху пухасса кĕтсе пурăнатчĕ, анчах шăп çавăн чухне ăна тепĕр инкек пырса çапрĕ: пĕррехинче эпĕ Григорий Афанасьевич милицин урăлтармалли пÿлĕмĕнче çĕр каçса килнине пĕлтĕм! Мĕн тери намăс, мĕн тери намăс, аппаçăм! Ăнсăртран пĕлтĕм çак хыпара эпĕ, вара Григорий Афанасьевнчпа калаçса пăхма шутларăм. Малтан вăл ун çинчен сăмах та хускатасшăн пулмарĕ, мана кÿренмеллерех те каласа хучĕ, анчах хăй çавăнтах каçар
ыйтрĕ. Кайран вара пĕр пытармасăр йĕркипе каласа пачĕ.

Ăна ĕнтĕ ĕçре уншăн пуху пухсах намăслантарнă, администраци енчен выговор парса айăпланă, партие кĕме çырнă хутне мĕнпур халăх умĕнче каялла тыттарнă — пĕр сăмахпа каласан, унăн çĕр тĕпне анса каймалли кăна юлнă — анчах Григорий Афанасьевич ĕç мĕнле пулнине каласа пачĕ те, эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

Аппаçăм! Манăн ăна вăрçас та килчĕ, шеллес те килчĕ, пĕчĕк ачана йăпатнă пек йăпатас та килчĕ çавăн чухне, анчах эпĕ ăна вăрçмарăм та, йăпатмарă
br/> та — шеллерĕм çеç. Эпĕ сана каланăччĕ ĕнтĕ: ытла та кашни пĕчĕк япаланах чуна хуракан çын вăл, ăшра вăрттăн асапланакан çын тенĕччĕ. Тепри, ун вырăнĕнче пулсан, алă çеç сулмалла, анчах Григорий Афанасьевич ун пек тума пултараймасть çав — çак инкеке те вăл питĕ йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Пĕлетĕн-и, урама тухса çÿреме хăяймастчĕ вăл. «Пурте ман çине йĕрĕнсе пăхнă пек туйăнать»,— тетчĕ, хăй вара сăн-сăпатран çеç мар, кĕлеткипе те улшăннă пекчĕ. Темле лутраланнă, пĕкĕрĕлнĕ евĕр курăнатчĕ.

Ĕçĕ акă мĕнле пулса иртнĕ унăн.

Пĕррехинче Григорий Афанасьевич каçхи апат çиме ресторана кĕнĕ те пĕр сĕтел хушшинче унта хăйĕн ĕлĕкхи пĕлĕшĕ — самаях çывăх юлташĕ ларнине курнă. Тĕл пулнă ятпа вĕсем, паллах, официанта эрех илсе килме хушнă, калаçса ларнă май ăна ĕçсе ярсан, татах илсе килме каланă. Чылаях ларнă вĕсем çапла. Лешĕ ĕçме юратаканскер пулнă пулас, Григорий Афанасьевича вăл ытлашшипех хăналанă. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем иккĕшĕ те ÿсĕрĕличченех ĕçнĕ — тĕлпулу-çке-ха! — ура çине тăрсан, аванах тайкаланнă. Григорий Афанасьевичăн пĕлĕшĕ ресторана хирĕçле гостиницăна кĕрсе юлнă, Григорий Афанасьевич площаде, автобус чарăнакан вырăна кайнă. Халăх автобус патĕнче черетленсех тăнă, вара манăн кÿршĕ килне таксипе кайма шутланă. Такси пирĕн унта Григорий Афанасьевич пынă площадьрех чарăнать, тепĕр енне кăна каçмалла. Григорий Афанасьевич хĕрринчи машина алăкне уçнă та шофера ăçта каймаллине каланă.

— Эсир мана паллаймарăр пулас, инженер,— тенĕ берет тăхăннă шофер, пĕр квартал пек кайсан. Григорий Афанасьевич ун çине йĕркеллĕ пăхман ĕнтĕ, çавăнпа вăл хăй кам машинипе пынине пĕлмен те. Шофер çапла каласан, вăл пуçне чалăштарса пăхнă та ăна тÿрех палласа илнĕ, анчах нимĕн те чĕнмен.

— Эсир мана сывлăх та сунмастăр-и? — ылтăн шăлне кăтартса каланă шофер, хăй хăрах тута хĕррипе кулса илнĕ. Григорий Афанасьевич каллех нимĕн те чĕнмен.

— Паллах ĕнтĕ,— тенĕ вара шофер,— Березовсен «ĕçĕнчен» çапла яп-яка та тап-таса шуса тухнă хыççăн эпĕ хам та сирĕн пекех тумалла...

(Березов вăл, аппа,— çÿлтен ÿксе вилнисенчен пĕри, Григорий Афанасьевича шофер шăпах çавăн пирки каланă.)

— Мĕнле тумалла? — хăраса ыйтнă Григорий Афанасьевич, унтан çавăнтах таксине чарма хушнă.

— Ĕçмелле,— кулкаласа каланă та шофер машинине тротуар çумне пырса тăратнă.

Григорий Афанасьевич малалла çав çынпа юнашар ларса каясшăн пулман, вăл укçа кăларма пальто тÿмисене вĕçертнĕ те аллине кĕсйине чикнĕ, анчах пиншак кĕсйинче укçа пулман. Ресторантан тухнă чух вăл сылтăм кĕсйине пĕр ывăçа яхăн вак укçа янине лайăх астунă, анчах халь укçа пулман. Вăл ытти кĕсйисене шырама пуçланă, вĕсенче те пĕр пус та тупайман. Шофер ун çине кулкаласа пăхса ларнă, нимĕн те шарламан, Григорий Афанасьевич вара ăна малалла кайма хушнă. Укçине вăл килне кĕрсе илсе тухăп тесе шутланă: килне çитет те машинăна хăварса хваттерне чупса хăпарать, укçа илсе тухса шофера пĕр хак мар, çич хак тÿлет, çийĕнчен мĕнле те пулин шÿт сăмахпа хăналаса ярать. Анчах береткăллă, ылтăн шăллă шофер хăйĕн машинине Григорий Афанасьевич хваттернелле мар, урăх çĕрелле тытать. Тепĕр квартал кайсанах, такси вăрт çеç сулахаялла пăрăнать те милици уйрăмĕн алăкĕ патне çитсе чарăнать.

Кунта милицин çынсене турттармалли хупă машини тăнă, хĕрле хăю çыхнă дружинниксем икĕ ÿсĕр çынна çав машина еннелле сĕтĕрнĕ. Кунтах, урамрах, дежурнăй милиционер та пулнă. Ылтăн шăллă шофер тÿрех ун патне пынă та Григорий Афанасьевич çине кăтартса:

— Акă, илсе килтĕм. ТАСС корреспонденчĕ тет хăйне — укçа тÿлемест,— тесе пĕлтернĕ.

— Документсене кăтартăр,— тенĕ лейтенант.

— Нимĕнле ТАСС корреспонденчĕ те мар, суять! ― тарăхса кăшкăрнă Григорий Афанасьевич.

Дежурнăй вăл ÿсĕррине асăрхаса урăх калаçса та тăман. «Çывăрттарма!» — тесе хушнă та кĕрсе те кайнă. Дружинниксем Григорий Афанасьевича икĕ хулĕнчен хăпăл-хапăл ярса илнĕ те милици машинине тĕртсе кĕртнĕ. Акт çырнă, çĕр вырттарнă, штраф тÿлеттернĕ, кайран пухура сÿтсе явнă, партие кĕме ыйтса çырнă хутне каялла тавăрса панă...

...Ирхине Григорий Афанасьевич милиционертан тумтирне илнĕ те тумланса килне кайнă. Кайран аллине кĕсйине чиксен, вăл хăйĕн сылтăм кĕсйи çĕтĕлнине асăрханă. Çĕвви кайнă вырăнтан хыпаланса пÿрнисене чиксе янă, вара пиншак арки тĕпĕнче туллиех вак укçа тупнă. Анчах тÿрре тухма халь тин кая юлнă ĕнтĕ вăл...

Шоферĕ-и? Шоферĕ темиçе уйăх каялла Григорий Афанасьевич патĕнче ĕçленĕ пулнă. Пĕррехинче Григорий Афанасьевич ăна хăех ăнсăртран вăрăпа тытнă — лешĕ участокран килне хаклă йышши строительство материалĕ тиесе кайма тăнă пулнă. Ăна çавăншăн манăн кÿршĕ, паллах, суда пама та пултарнă ĕнтĕ, анчах вăл, çемçе чĕреллĕскер, суда паман, ĕçрен кăна кăларса янă. Çапах та ылтăн шăл, авă, мĕн туса хунă...

Мĕншĕн тÿрре тухма тăрăшмарăн тесе ыйтсан, Григорий Афанасьевич аллипе кăна сулчĕ. Чăнах та, мĕнле май пулнă-ха унăн тÿрре тухма? Ăна ĕненсен, милицие ĕненмелле мар, милицие ĕненсен, ăна ĕненмелле мар пулса тухать-çке. Çитменнине тата вăл чăнах та ÿсĕр пулнă, ăна хăй те пытармасть.

— Ахалех куçса килтĕм эпĕ Шупашкара,— терĕ Григорий Афанасьевич.— Ăнмасть кунта манăн пурнăç...

Эпĕ унран эрех шăрши кĕнине сисрĕм.

— Григорий Афанасьевич, эсир паян ĕçмен-и? -ыйтрăм ерипен.

— Мĕн тумаллаччĕ-ха тата манăн? — терĕ вăл. ― Ĕçрĕм. Мĕн каласшăн вара эсир?

Вăл чăннипех те тарăхса çитнине, пĕчĕк япалашăнах чăркăшма, чĕрре кĕме хатĕррине сисрĕм те урăх ним те шарламарăм, вара, ирĕксĕртен кулам пек туса, кĕсйи пирки аса илтертĕм. Çĕлемен пулсан, эпĕ ăна, урăхран милицине ан лектĕр тесе, çĕлесе парасшăнччĕ, анчах вăл хăех çĕленĕ иккен.

— Сăвăр пек килте лариччен тухкаласа çÿресчĕ хăть сирĕн, Григорий Афанасьевич, ― терĕм эпĕ ăна. Вăл яхăнне те ямарĕ.

— Тухмастăп ниçта та,— терĕ.

Аппаçăм, халь пĕлетĕп ĕнтĕ, Григорий Афанасьевича юлашки вăхăтра сисĕнмеллех анаталла анса пыма ăнсăрт сăлтавсем çеç мар, эсĕ ху та нумай пулăшнă. Сăмахран, эсĕ ăна çыру сахал çыра пуçланă, çырсан та санăн çырăвусенче юратакан çыннăн чĕрине канăç паракан, хавхалантаракан сăмахсем сахалрах та сахалрах тĕл пулма пуçланă, вăл çеç те мар — пачах та урăххи: вĕчĕхтермелле çырусем тăтăш иле пуçланă юлашки вăхăтра Григорий Афанасьевич санран, эсĕ ху та вăл çырусене вĕчĕхсе çырнă. Сиснĕ ман кÿршĕн чĕри: пĕр-перинчен уйрăлса пурăнни унăн юратăвĕшĕн инкеклĕ ĕç пулса тухнă, мĕншĕн тесен çав таса та пысăк юратăва хирĕç аякри тепĕр юрату енчен сивлек çилсем вĕре пуçланă.

Этем хăй пурнăçĕн тилхепине çапла лăнчă ярса пынине асăрхаса (аппаçăм, Григорий Афанасьевич юлашки вăхăтра чăнахах та самай тăтăш ĕçе пуçларĕ), эпĕ питĕ пăшăрхантăм, ăна пур майпа та пулăшма тăрăшрăм, анчах... пулăшаймарăм. Кун пекех пулсан, пĕр-пĕр чухне пурнăçра вăл такăнмаллипех такăнма пултарасса эпĕ аван пĕлеттĕм, çавăнпа питĕ хăраттăм. Мĕн тумаллаччĕ-ха манăн? Эсĕ ху, ман вырăнта пулсан, мĕн тунă пулăттăн? Вăл, ахаль те нумай калаçма юратманскер халь пушшех сахал калаçа пуçларĕ — ялан хăй тĕллĕн тем шухăшлатчĕ, çынсенчен те ютшăнатчĕ. Эпĕ чылайранпа ĕнтĕ вăл кулнине кураймарăм. Кулнă чухне вара епле илемленсе каятчĕ Григорий Афанасьевич! Çавăн чухне унăн икĕ куç харши хушшииче тата кăшт аяларах, сăмса кăкĕ патĕнче, пĕркеленчĕксем пулаççĕ, епле илемлĕ вĕсем çине пăхма! Анчах халь ман кÿршĕ кулмастчĕ ĕнтĕ — ялан тенĕ пекех сивлекчĕ вăл. Манпа калаçнă чухне, паллах, Григорий Афанасьевич хăйне хăй ăшă кăмăллă, йĕркеллĕ тыткалатчĕ, анчах ăна вăл ирĕксĕррĕн çеç çапла тунине эпĕ лайăх сисеттĕм. Тулаш енчен çын хăйне ним пулман пекех кăтартма тăрăшать, ăшĕнче вара — пачах урăхла япала: шĕкĕ пек кăшлаççĕ ăна шухăшсем, пĕрре те канăç памаççĕ иккĕленÿсем.

Пирĕн хваттерсем чугун çул станцийĕнчен инçе мар та, çавăнпа унтан час-часах пăравус кăшкăртнисем илтĕне-илтĕне каяççĕ. Пĕррехинче Григорий Афанасьевич шартах сикрĕ те мана çапла каларĕ:

— Чуна çурса ярать çав пăравус кăшкăртни, пĕтĕм канăçа çухатать, вара манăн таçта ларса каяс килет. Сирĕн çавăн пек пулмасть-и, Антонина Васильевна? — терĕ.

Халь ăнланатăп ĕнтĕ ун чухне вăл мĕншĕн тата мĕн пирки çапла каланине, лайăх ăнланатăп: чунĕпе вăл вокзалта, касса умĕнче, чунĕпе вăл ― çул çинче, ĕмĕчĕпе вара сан патăнтах пулнă...

Анчах кĕтсе илчĕ, акă, Григорий Афанасьевич хăй «телейне», почта ун валли чăннипех те «хаваслă» хыпар илсе килчĕ — çавăнпа ман кÿршĕ ĕçе те каймасть, урама та тухмасть, çăлăнăç е çăмăллăх тупма пултарас пек, эрехне те ĕçме пăрахаймасть. Эпĕ ун валли, сунаспа чирленĕ тесе, бюллетень илсе килтĕм, ăна урăхран ĕçмелле мар, ырантан ĕçе чиперех тухмалла тесе сăмах партартăм, намăслантартăм, вара, киле каçса, сана çыру çырма лартăм. Аппаçăм, сана эпĕ Григорий Афанасьевич çинчен нумай каласа патăм ĕнтĕ, пĕтĕмпех вулас пулсан, ывăнса та çитĕн, анчах эпĕ сана, аппаçăм, чи кирлине каламарăм.

Чĕрем манăн вут-çулăмпа çунать, пит-куçăм ку таранчченех пĕçерсе тăрать, шухăшăмсем апла майлă та, капла майлă та пăтрашăнса çаврăнаççĕ, хам вара лара-тăра пĕлместĕп, çыратăп-çыратăп та пÿлĕм тăрăх уткаласа çÿретĕп, унтан каллех малалла çырма пуçлатăп. Эпĕ хам ку таранчченех пĕлместĕп-ха: çырмаллаччĕ-и ку çырăва манăн сан патна, çырмалла марччĕ-и, анчах чун сисет: çырсан та, çырмасан та, эпĕ пурпĕрех телейлĕ пулаймăп, хам телее алла илеймĕп. Итле, эппин, калам сана: Григорий Афанасьевич мана качча тухма сĕнчĕ!

XIV

...Куçĕсем унăн çунса тăратчĕç, те эрех ĕçнипе, те ытлашши пăшăрханнипе ― тути типсе кушăркаса кайнăччĕ, сасси те пачах улшăннăччĕ. Вăл мана алăран пăчăртаса тытрĕ те куçран тинкерсе-тинкерсе пăхрĕ, пырне ларнă çук япаланах ирĕксĕррĕн çăтса ячĕ, унтан вĕри. сывлăшпа сывласа каларĕ:

— Качча тухма пултаратăр-и мана, юратма пултаратăр-и? — терĕ.— Антонина Васильевна, эпĕ шÿтлесе каламастăп: пулăр манăн арăм!.. Хĕрхенĕр мана! — терĕ. Йăлăнса пăхрĕ, йĕрсе ярас пек тăчĕ, каллех пырне ларнă çук япалана çăтма хăтланчĕ.

Санăн пуласчĕ ман вырăнта çавăн чухне! Çур çул ĕмĕтленнĕ вĕт эпĕ çак самант çинчен, çур çул вăл çак сăмахсене каласса кĕтнĕ, халь, акă, тăр ĕнтĕ ун умĕнче вутпа çунса — ни ун аллинчен вĕçерĕнсе тухса тараймасăр, ни ун умĕнче текех тăма та пултараймасăр! Мĕншĕн, мĕншĕн çырса ятăн эсĕ ăна хăвăн çырăвна, мĕншĕн ăна та, мана та çавăн пек асапланмалла туса хутăн? Эсĕ çырман пулсан, вăл та мана нихăçан та хăйпе пĕрлешме сĕнместчĕ вĕт, эпĕ те вара паянхи пекех асапланман пулăттăм... Пĕлетĕп вĕт вăл мана мар, санах юратнине, ăнланатăп вĕт пĕтĕмпех ку вăл хамăра хамăр çеç улталани пулнине — анчах эпĕ ним тума та пултараймастăп, чĕрем çеç çуиать, çуннăçемĕн кăмрăкланса пырать.

Аппаçăм, эпĕ ăна каларăм, хамăра хамăр çеç улталатпăр, терĕм, анчах вăл итлесшĕн те пулмарĕ.

— Пĕлетĕп, ― терĕ вăл, ― эсĕ мана юрататăн, ăна тахçантанпах сисетĕп, çавăнпа халь мана тĕнчере сансăр пуçне никам та кирлĕ мар,— терĕ.

Эпĕ ăна лăпланма ыйтрăм, анчах вăл лăпланмарĕ, вара тем пулчĕ мана, эрех кĕленчисене пуçтарса илтĕм те ăна чăтма çук хытă намăслантарма пуçларăм, чун кÿтсе çитнине пĕтĕмпех çапла майпа ирттерсе яма тăрăшрăм, анчах хамăн шăпăртатса куççуль юхрĕ, тумларĕ-тумларĕ, çăвара кĕрсе тăвар тути каларĕ. Вăл çавăн чухне пуçне икĕ аллипе пăчăртаса ларчĕ, вара кĕтмен çĕртен сиксе тăчĕ те:

— Ĕçместĕп урăх! — тесе кăшкăрса ячĕ.— Ĕçместĕп урăх пĕрре те. Ан тив, качча тухтăр вăл хăйĕн капитанне, пурпĕрех ĕçместĕп, ан тив, партие кĕме ыйтса çырнă хута та каялла тавăрса паччăр — пурпĕрех ĕçместĕп! Анчах килĕш эсĕ манпа, Тоня, итле мана. Эпĕ ăна халь юратмастăп, качча кайтăр вăл хăйĕн капитаннех, эпĕ сана юрататăп, пĕртен-пĕр сана çеç... Мĕншĕн ăнланасшăн мар эсĕ мана?

Çапла пулса тухрĕ, аппаçăм, анчах телей пулассине эпĕ шанмастăп, çавна пулах ĕнтĕ сан патна çак пысăк çырăва çырса яратăп... Ăна манăн тепĕр хут вуласа тăрас килмест, эпĕ, сан пек, чĕлхе ăсти мар, çавăнпа, йăнăшсем, килĕшÿсĕр вырансем тĕл пулсан, каçар. Уншăн çеç мар, ыттисемшĕн те каçар эсĕ мана. Сывă пул. Хыттăн ыталаса чуптăватăп.

Йăмăку Тоня».

Çак çырăва Антонина Васильевна аппăшĕ тепĕр эрнерен илсе вуланă.

— Турăçăм! ― тенĕ вăл, пĕтĕмпех шурса кайнăскер, урăх вара нимĕн те калайман.

Кайран, тăна кĕрсе çите пуçласан, вăл Григорий Афанасьевичпа мĕнле уйрăлнине аса илнĕ. Питĕ хирĕç пулнă вăл ун чух Григорий Афанасьевич Мускавран каяссине, ăна питĕ ярасшăн пулман, анчах Григорий Афанасьевич юлман, Шупашкарах килнĕ. Антонина Васильевна аппăшĕ ăна кÿренмеллипех кÿреннĕ, çапах та юратма пăрахайман, пачах та урăхла — унăн чĕри пушшех те хĕмленнĕçем хĕмленсе пынă. Ытла та тунсăхласа çитнĕ самантсенче вăл Григорий Афанасьевича юриех тарăхтармалла, вĕчĕхтермелле çырусем çырса янă, хăйĕн чăн-чăн туйăмĕсене ятарласа пытарнă, анчах ĕçлеме Шупашкара куçса пырас шухăшпа хăй ниепле те килĕшме пултарайман. Пĕррехинче вăл, ытла та тарăхса çитнĕ самантра, Григорий Афанасьевича тĕрĕслесе пăхма шутланă та, суя капитана шухăшласа кăларса, ăна качча тухатăп тесе çырса янă. Çак «тĕрĕслев» хăйсен юратăвĕнче мĕнле пăтрашу туса хума пултарасси çинчен ун чухне Антонина Васильевна аппăшĕ нимех те шухăшламан... Халь вара ак, тăна кĕрсе çитсен, хăй мĕн туса хунине вăл питĕ аван ăнланса илнĕ, анчах, çаплах сăн кĕрсе çитейменскер, «Турăçăм, мĕн туса хутăм эпĕ!..» — теейнисĕр пуçне, каллех нимĕн те калайман. Юлашкинчен унăн чĕринче калама çук хăватлă çилĕ капланса хăпарма пуçланă, вăл хăйĕн йăмăкне халь тем туса хума хатĕр пулнă. Вара чĕтрекен тутине аран-аран хускатса, сасăпах çапла каласа янă:

— Çук, çук, йăмăкăм, эсĕ лайăх арăм пулма пултарăн, анчах Гриша пурпĕрех санăн пулмасть. Гриша пурпĕрех манăнах пулать!

Çавăнтах телефон патне пынă та аэропорта шăнкăравланă.

Çав кунсенче Шупашкарти музыкăпа драма театрĕнче чăвашсен çĕнĕ оперине кăтартнă пулнă, вырсарникун пирĕн кÿршĕсем те театра кайма хатĕрленнĕ. Каç енне Антонина Васильевна хăйĕн хваттерĕнче тумланнă. Çине вăл вăрăм кĕрен кĕпе тăхăннă, икĕ хăлхине те татăлса анма хатĕрленнĕ тумлам пек курăнакан хăлха çакки çакнă, кăпăш сарă çÿçне пуç тÿпинерех пухса тирпейлĕн чăмăртанă, урине ÿт тĕслĕ капрон чăлхапа çинçе кĕлĕллĕ туфли тăхăннă. Уçă çуха унăн тап-таса шурă мăйне шăратса кăларнă евĕр илемлĕн кăтартнă. Антонина Васильевна сăн-сăпачĕ хаваслă, телейлĕ пулнă, трюмо умĕнче вăл, хăйĕн илемĕпе хăй киленсе, тĕрлĕ май çаврăнкаланă, çавна май самант-самантăн йăл-йăл кулкаласа илнĕ. Хăрах ал тунине ирĕккĕн, пăвмасăр тăракан ансăр та йăлтăркка сулă тăхăнсан, вăл пĕтĕмпех тумланса çитертĕм тесе шутланă та хăйне кăтартма Григорий Афанасьевич патне каçнă, тухас умĕн, куçкĕски çине тепре çаврăнса пăхса, каллех кулса илнĕ.

Вăл, телейлĕн çиçсе йăлкăшаканскер, кÿршин алăкне шаккамасăрах уçнă, вара... вара хăвăрт каялла хупса хунă: пÿлĕмре Григорий Афанасьевичпа Мускавран тин кăна килсе çитнĕ аппăшĕ ыталанса, чуптуса тăнă...