Улшăнанçи пулать те уйăх —
Каллех тулса çавраланать:
Çав ĕмĕрех — пуçра — çав хуйăх:
Паян ăнман — ыран ăнать!
Таçта шăтса ÿсни! /Çи! тейĕн:
Çеçке марах халь тин — улма/
Хум юххипе ăçта çитейĕн?..
— Мăн тинĕс йывăçĕ пулма!
Асри ÿкерчĕк е пуласлăх,
Е çак самант — ик куç тулли:
Эп хамшăн хам тĕнче пек аслă
/Тĕнчишĕн хамăр — йыт кулли.../
Пăтрав килсе пăтрантарать-и,
Утрав шырать-и пан улми... —
Пит ан хĕрхен: этем ăрачĕ
Пĕтсех пĕтмен-ха ним юлми.