Хĕр патне ][ Андрей Петтоки / Antrej Pettoki

...Кунран кун улшăнать самана.
Илемленĕ Кун-çул яланах,
Йăлтăртатĕ çап-çут ял хушши,
Йăлтăртатĕ электрицă çути.
Хура хăмăр уй тăрăх хурçă ут
Кунĕпе çаврăнĕ çĕршер хут.
Чечекленĕ вара Тăван çĕршыв,
Пахаланĕ çĕн ĕçлĕ ял-йыш...