Айхине ][ Виктор Аванмарт / Viktăr Avanmart

«Эп Нобель премине тивĕçмесен,
ман халăхăм пĕтет»,-
Леон Робеле каланă тет Айхи.
Ан васка-ха, Леон, пире пытарма.
Эпĕ пур-ха халлĕхе
Ку халăхăн, ан ман.
Памастпăр пуль пĕтмех.
Мĕн тăма пăрахиччен
вăрлăхна сар чăваша-
терĕ пĕрре хуначи.
Итле аслă Ăслине,
манкаласа ан пĕтер
Ырă вăррине. Тен, кирлĕ пулĕ.

Чăваш тăпри хупларĕ тупăкна,
чечексене хупларĕ шурă юр.
Илмесĕр юлчĕ пĕр çỹлем,
ан хуйхăр ун пирки, Айхи.
Пĕтмен ха санăн та ăру,
ак кĕççĕнни - Анюта,
кĕçех тултарĕ çиччĕ.
(Пултарнă эс те вăхăтра)
Эс ан кулян.
Шăплантăн. Вырт.
Ак Алекçи, ытти…
Çич ют та пуç таять.

Сан Çĕньялти тăпру çине-
Яппун çынни те, акăлчан та,
Тутар та килĕ. Чăвашсем те,
Тен, виççĕн килĕç.
Тен, виçесĕр
Сан пулĕ тивĕç,
Эс вĕсене ан кĕвĕç.

Эс вĕç.
Эс – сăвăç.


Чĕмпĕр, 2006