Петĕр Хусанкай куҫарӑвӗ
Эп вилсессӗн — ҫеҫенхирӗн
Варрине пытарӑр,
Чун юратнӑ Украинӑн
Тӑприпе хуплайӑр.
Тӗмескем ҫинчен ҫӗршывӑм
Курӑнса выртинччӗ,
Ватӑ Днепр ахӑрни те
Уҫҫӑн илтӗнинччӗ.
Тӑшмансен хура юнне вӑл
Украина тӑрӑх
Тинӗсех илсе тухсассӑн,
Тупӑкран эп тӑрӑп,
Сӑрчӗ, хирӗ — йӑлт хӑварӑп,
Пӗлӗтех ҫӗкленӗп
Кӗлтумашкӑн. А унччен-ха
Эп турра пӗлместӗп.
Пытарсамӑр та хускалӑр,
Сӑнчӑрсене татӑр,
Ирӗке усал тӑшманӑн
Юнӗпе шӑварӑр!
Аслӑ, ирӗклӗ те ҫӗнӗ
Килйышра — ан манӑр —
Ырӑ сӑмахпа мана та
Ӑшшӑн асӑнсамӑр.