Никама та... Ниме те... ][ Василий Антонов / Vassilĭj Anttonăf

Чи хăрушă та юнлă çуй пулчĕ вăл ахăр,
Вăхăт витĕр паян та килет йывăр ахрăм,
Кăн-кăвак тӳпере явăнать пек çăхан.
Вилнисем, эсĕр куç умĕнчех ак тăратăр —
Мрамор палăк çинче хушаматăр та ятăр:
Никама та манман, нимĕн те манăçман...

Çĕнтерӳçĕсем çитрĕç — телейлĕ те шавлă,
Куçсăр, сусăр, чăлах, кам урасăр — туяллă.
Хисеппе чап çинчен ун чухне шутламан.
Юхăнса çитнĕ хуçалăха çĕнетесшĕн
Тăрăшаççĕ хăйсемшĕн те пуç хунисемшĕн:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Юлашки вăрçă пулĕ тесе ĕмĕтленнĕ,
Малашне ырă çеç пуласса пит ĕненнĕ,
Усала тĕнчере имĕш вырăн юлман.
Çук: паян ывăл-мăнукĕсем юн тăкаççĕ,
Вĕсене авалхи йăлапа пытараççĕ:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.

Шел, чакать кунсерен çĕнтерӳçĕсен шучĕ —
Пĕтерет ватлăх та манайми вăрçă вучĕ,
Эсĕр йĕрсĕр çапах çĕр çинчен çухалман.
Мучи-кинемейсем, яланах асра юлтăр,
Ĕçĕрпе ĕмĕре пыракан юрă пултăр:
Никама та манман, нимĕн те манăçман.