Чăваш сăмахĕ
Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ - чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл.
Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлă, вăрман чашлĕ, вĕçĕ-хĕррисер улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ - çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!