Ешĕл вăрман айккипе... ][ Константин Иванов
Ешĕл вăрман айккипе
Çырма юхать кĕрлесе,
Хĕвел çути шывĕпе
Вылять тĕрĕ тĕрлесе.
Таса çырма ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Мĕнпур, мĕнпур çут чĕнче
Ташлать, сикет, савăнать.
Следующее
Предыдущее
Главная страница