(Кавриле пичи каласа кăтартни)
Пĕрре, вăл ĕлĕкех пулать ĕнтĕ, эпĕр виçĕ çамрăк ача -Митри, Ванюк /иккĕш те салтакран килнĕ анчах, эпĕ хам та маттур/ калăм каç, пĕр шут тытса, тухрăмăр тухатмăш шырама. Малтанах мунчасенче шырарăмăр. Çук, шуйттан çитĕр пуçна, пĕр калăм ватти те тупаймарăмăр. Кайрăмăр масар çине. Ун чух пирĕн икĕ масарччĕ: пĕри - тĕне кĕнĕ чăвашсен, тепри - тĕне кĕмен чăвашсен. Унта та çук. Уттартăмăр Емел масарĕ çине. Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ытла каймалла. Каллех пĕр тухатмăш та çук. Киле пĕр тухатмăш та пулин тытмасăр каяс мар тесе тепĕр вун çухрăма, Вăтăр Юман киремечĕ /ял ячĕ/ масарĕ çине яра патăмăр. Каллех пĕр тухатмăш йĕрĕ те çук.
Тарăхса çитсе çутăласпа киле аран çитрĕмĕр. Ĕнтĕ нихçан та тухатмăш тытма каяс çук тетпĕр.
Пĕр ик-виç çултан çав калăм каçах Элентей мучи патĕнче çурçĕрчченех лара патăм. Çĕр тĕттĕм - куçна йĕп чик... Хамăн пăртак шикленес шухăш та пур.
Урам урлă каçас тесе утаттăмччĕ. Ах тур!.. Умра шурă курăнсах кайрĕ. Пăхатăп: хур. Ка-ка-ка-ка-ка! тет.
Чун çурăлсах кайрĕ. Пăхатăп — Утякин арăмĕн пÿрчĕ умĕнчех тăратăп. Утякин арăмне ялĕпех тухатмăш тетчĕç. Тата унăн качча кайман пĕр 30-35 çулти хĕрĕ пурччĕ. Кăна та тухатмăш тетчĕç.
— Ку ним те мар, тухатмăшах, — терĕм хам ăшра.
Хайхи хур мана сисрĕ те ман патах пырать. Ка-ка-ка! тет. Умах çитрĕ. Кĕреçене тăк-тăк-тăк сăхать сăмсипе.
Мĕн пулать килет, кĕреçене сулахай енчен тытрăм та /ваттисем унашкал çĕрте сулахайран çапма хушаççĕ/ кĕреçе çивĕчĕшпе лайăхрах шарт! тутартăм.
Хурĕ те, кĕреçи те, тухатмăшĕ те таçта — çук. Куçа хупсах киле тепле çитсе выртнă. Хăранипе тепле чĕре çурăлман.
Ирпе ирех, хĕвел тухсан тăтăм та çав Утякин арăмĕ еннелле уттартăм. Ĕнерхи ĕç пуçран тухмасть. Ку хăшĕ пулнă-ши тетĕп - амăшĕ-ши, хĕрĕ-ши?.. Патнерех çитетĕп... "Ах тур, тур, тур!.. Пĕтрĕ, пĕтрĕ!" - тесе макăрнă сасă илтĕнет. Чăнах та ку хур тухатмăшах пулнă-иç, тетĕп.
Чĕтресех Утякин пуртне кĕретĕп /пит хăранă çав/. Пăхатăп: пÿртре урай варринче пĕр япала тăсăлса выртать... Хур пулнă. Пуçĕ те татăлсах кайнă...
— Мĕн пулчĕ-ха, кинемей? — тетĕп.
— Ара ĕнер çăмарта пусса ларакан хура такам, кĕреçепе пуçне касса, вĕлернĕ, — тет. — Кĕреçи те ак кунтах. 15 çăмарта айне лартнăччĕ.
Пĕтерчĕç, пĕтерчĕç, тесе йĕре пачĕ.
Çапла, тухатмăш вырăнне хур пулнă. Халĕ ĕнтĕ: "Тухатмăш çук та пулĕ вăл", — тетĕп.
Малтанax, 75 çул каялла ку калав "Капкăн" журналта пичeтленнĕ.