Тĕрлĕ самантра каламалли çаврăмсем

Шыва кĕрес умĕн
Турпас пек çăмăл, тĕк пек типĕ!

***
Тăпри аяла, хам çиеле!

***
Эй, пĕсмелле! Шыв ама, шыв ашшĕ, шыв йышĕ, шыв ачипчи! Ху усална хăв ил, хам лайăха хама пар. Мана ан хăрат, шыва ан турт. Сана пÿ вырăнне пÿ паратăп, чун вырăнне чун паратăп. Çырлахса кай!

***
Шыв ашшĕ, шыв амăшĕ, каçар, хĕн-асап ан пар. Шыври вилесем, эсĕр те каçарăр. Вырăс, тутар вилли, чăваш вилли, арçын вилли, хĕрарăм вилли.
Хĕрĕх те пĕр тĕслĕ шыв, эсĕ ан тыт, ÿслĕке ан ерт, карланка ан ырат-тар, каçса çÿренĕ чухне ан хăрат, эсĕ те, шыв папайĕ, шур сухаллă ватă карт, эсĕ те, шыв асламăшĕ, шур çÿçлĕ ват карчăк, эпир шыв ăснă-тунă чухне ан хăрат.

Çăл умĕнче
Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана, эпĕ çăлтан шыв ĕçесшĕн, хĕн-асап ан пар. Шыв ашшĕ, шыв амăш, каçар мана. Эп сан шывна ĕçсе савăнтăм. Каçар мана, хĕн-асап ан пар.

Пасара кайнă чух
***Сутас тавар хака каймалла пултăр, илесси йÿне килмелле пултăр, кирлĕ-кирлĕ марпа ан шарлаттар, хак виçеллĕ пултăр.

Аташса кайсан
Эй, Турă, Тур папай, ырă çула кăлар мана, Турă, Турă папай, хамăн çула хама туптар, шыраттар.

Чир-чĕртен каланисем
***
Турра, Турă Амăшне, Пÿлĕхçе, Пÿлĕхçĕ Амăшне, Турă умĕнче çÿрекен ырра. Турă, Турă Амăшĕ, Пÿлĕхçĕ, Пÿлĕхçĕ Амăшĕ, Турă умĕнче çÿрекен ырă, ырлăх пар, сывлăх пар, усала-тĕселе пиртен сир, ытла чĕлхерен, вут-кăвартан, вăрăран-хурахран сыхла, ырлăх пар, сывлăх пар, каç вырт-ма канлĕх пар, ир тăма çăмăллăх пар, хуш курса хапăл ил, амин. Çырлах.
***
Ĕнтĕ сана, пилеш йывăçĕ, çурта лартса пуççапатăп. Темле çимĕçне пĕлмесĕр çирĕм, ман шăл çавăншăн сурса ыратать, пуç çаврăнать. Малашне ĕнтĕ пĕлмен çимĕçе шăл айне хумăп. Акă сана çурта лартса пуççапатăп, урăх малалла ман шăла ан сурт, пуçа ан ыраттар.