Чăвашла çырнă пуян литературă еткерне, Нарспирен, Уках Хурăнĕччен чылай жанрлăскере, чăвашла çырнă е куçарнă хайлавсен электронлă тексчĕсене тупса кунта вырнаçтаратпăр. Сайтра шырамашкăн сылтăмри “Сайтра Тупас” гаджетпа усă курăр, е тагсемпе. Аялти формăпа усă курса та инттереслентерекен хайлав çинчен пĕлтерме пултаратăр.
Сайтра çак чи нумай вулакан, чи юратнă, çавăнпа чи хаклă илемлĕ литература хайлавĕсем пур:
Нарспи (Константин Иванов, 1908),
Салампи (Александр Артемьев, 1954),
Уках хурăнĕ (Юрий Скворцов, 1963),
Тилли юррисем (Петĕр Хусанкай, 1933-1940).
Паянхи чăваш вулавçи чăвашăн ĕлĕкхи тĕнĕпе, тавракурăмĕпе питĕ интересленет. Унпа çыхăннă е çыхăнтарнă текстсенчен çаксене чи малта:
Кĕлĕ (Анатолий Кибеч, 2004),
Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем (Виталий Родионов),
Пилпе сунăм-хушăм (Халăх пултарулăхĕ).
Аваллăхпа çыхăннă текстсенчен Ахмед ибн-Фадлан пăлхар патшалăхне кайса килни çинчен çырнă текст, паллах, самай вуланать.
Христиан тĕнĕпе çыхăннă хайлавсенчен чăваш вулавçи çак текстсене уйрăмах юратать:
Халал (Иван Яковлев, 1921 / 1992),
Псалтирь (ПЭччен 1440-586 çç.)
Матфейран Евангели (ПЭри 80-90 çç.)